Кăра Çилсем 2

«Кăра çилсем» повеçĕн аморальлĕхĕ çинчен самантлăха манса вăл мĕншĕн нумай вулакана килĕшни çинчен каламалла – тыткăнлакан сюжет, уçăмлă чĕлхе, ансат калу. Пусмăрпа юн, пуяннисемпе чухăннисем, киввипе çĕнни çинчен киленсе вăхăта ирттермелли хайлав кирлĕ пулсан – Мария Ухсайăн кусем пур. Юрату тата сăваплăх – çук. Кунти пĕтĕм сисĕм-туйăм идеологи тавра.

Тĕп вырăнти «айăпсăр» Иркка сăнарĕ ăшчике шуйхатакан сценăсене çемçетме тивĕçлĕ, повеçре коммунистсем тунă тискерлĕхсене шурăпа пĕветме кирлĕ персонаж.

Черченкке ăс-хакăллисем ку хайлав илемлĕ литература – урăхла каласан, автор хăй пĕлни-илтнисене илемлетсе, пĕр-пĕр шухăша çитерес, е çирĕплетес тĕллевпе уçса çырнă юмах – пулнине ан манччăр кăна.  [VulaCV]


Мария Ухсай


Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | Кĕске содержанийĕ

Кăра Çилсем

Иккĕмĕш кĕнеке

1

Sijen1• Аборта хирĕç мар
• Карикатура
• Тĕслĕх ăрăм
• Суясене пуççапни
• Усал тĕслĕх
• Харпăр çын пурнăçне тата пурлăхне сума суманни
• Эмоцие пуç туни

Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пÿртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле сехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрама хăнăхнă йытă туйăмĕ ăна темле инкек сиксе тухни çинчен систернĕ. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те, карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе йĕрĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ÿчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури патĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вал хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам юр çинче ÿпне выртнă, вăл туллатнă кĕрĕкпе пулнă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне, çак кĕрĕкĕн çаврака йĕс темисем çине кăтартса, Тиххана сахал мар хăртнă: «Эсĕ çак тÿмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.

Тихха Варлама çĕклеме хăтланнă, анчах ăна вырăнтан кăшт анчах хускатма пултарнă, хăй мĕкĕрленсе чăм тара ÿкнĕ. Шăлапир чĕлхисен пуйнисене юр кĕрсе тулнă.Read More »

Хури ][ Петĕр Хусанкай


Хусанкай Петр Петрович – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1934). “Сунтал” журналта (1925–26) тата “Коммунар” хаçатра (1931–34) ĕçленĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]
Илемлех, такăрах мар поэмă пулин те, ку сăвăра Хусанкайăн ытти (уйрăмах Тилли Юррисем) сăвăсенче палăракан тĕн шухăшĕсем тата пĕтĕмĕшле хăйне евĕр философийĕн кукрисем палăраççĕ. Ку сăвăра поэт пăлхава мухтать, хăйне çĕнĕ тĕн тăвассине хутшăнтарать: “Çăтмах – çĕнĕ тĕн çĕнсен”.Read More »

Sijen3

• Çын

ушкăнне усал

сунни

• Ушкăна хирĕç

юри суйса

элеклени

• Тĕн

пăтрашăвĕ

• Суя

япаласене

пуççапма

чĕнни

• Тĕшмĕш,

ăрăм

Ej, Şülti Tură, Aslă Tură, Căvaš Turri! Şĕr şince pĕr pek kurăk şuk, pĕr pek jyvăş şuk, pĕr pek şyn şuk, pĕr pek halăh şuk. Kašnin hăjĕn săn-săpacĕ, cunĕ, hăjne syhlakan Turri. Căvaš şynnin te şavah.
Ej, man Turrăm! Sana kürentereken sahal mar tupăncĕ. Esĕ pĕrten-pĕrre pulsa pirĕn pata tĕrlĕ jatpa kiltĕn. Sanran: Hĕvel turrincen, Ujăh turrincen, Şĕr turrincen, Šyv turrincen kulcĕş! Hăjsen turri şyn jevĕrlĕ pulnipe muhtancĕş. Căvaš šutlat’ urăhla: şyn văl nihaşan ta Tură šajne şĕklenejmest. Şynran Tură tuma kirlĕ mar. Căvaš Turri hăjne jevĕr — kašnine purnăş parsa pulăšsa pyrakan, usalran syhlakan hăvat, halăh hütlĕhĕ, tĕrekĕ. Căvaš valli Căvaš Turri pur.
* * *
Ej, türĕ Turrămăr! Esĕ pire ĕmĕr-ĕmĕr ĕnenĕve, ĕmĕte, juratăva cĕrere uprasa yrlăh şulĕ şine tuhma vĕrentse pyratăn, văjna-halna šellemestĕn. Epir vara San parhatarna tivĕş şynsem pulajmarămăr.
Numaj šutlarăm, puşăma vatrăm: mĕnšĕn-ha şakă şută tĕncere telejsĕrrisem şav teri jyšlăn? Pĕrisem kalarĕş — šăpamăr şapla, teprisem — samanana hurlarĕş. Epĕ vara šutlatăp urăhla: ci telejsĕrrisem Sana, hamăr Turrămăra mannisem. Un pekkisen mulĕ te, sumlă jacĕ te pulĕ, telejĕ — ajkkine tărsa julĕ.
Yră Turrămăr, San tivletüsĕr epir nihăşan ta parhatar kuras şuk.
* * *
Ej, Căvaš Turri! Kamsem-ha vĕsem Sana k
ürentereken jĕksĕksem?
Sana tirkeşşĕ, Sana sivĕleşşĕ căvašlăhran părănnisem, tăvan halăhne mannisem, usal ĕşpe şylăha kĕnisem, urăh halăh turrine puşşapakansem. Şyn văl şapla: mĕn cuhlĕ şylăhĕ numajrah, şavăn cuhlĕ Turăran ajakkarah. Ăna Tură kirlĕ mar. Esĕ şuk pulsan javaplăh ta şuk, irtĕhse purănma irĕklĕ. Ăšra usal syvlăš huşalanat’, şynlăh manăşa julat’. Sana ĕnenmen şyn kĕşeh Esrel curine şavrănat’.

* * *
Ej, Tură! Epir San umra ajăplă. Şapah San yrlăhna, juratăvna tivĕş. Pirĕn urăh Tură şuk, Sanăn ta urăh halăh şuk. Epir te, Esĕ te pĕr hujhăpa, pĕr asappa, pĕr savănăşpa purănatpăr. Tivĕşeh mar pulsan ta, San şumra hütlĕh šyratpăr. Kaşar pire, ajvan acusene. Hăv hăvatna an šelle, hajarlăhna an pusar, halăha sijenleken sutăncăksene an hĕrhen. Şuntar vĕsene, pĕter vĕsene, purlăh săptărsa pirĕnten kulsa purănakansene. Şavsene pulah pĕrlĕh şuk. Tĕp tu vĕsene. Ütne te căvaš şĕrĕ an jyšăntăr, vyşă şăhansem, jytăsempe šakkalsem şise jaccăr. San hajarlăhu ytlarah usal văjsem valli pultăr.Read More »

Чăваш Турри – Кĕлĕ ][ Анатолий Кибеч

Анатолий Кибеч / Anatolij Kipec

Ефимов Анатолий Ильич Чăваш Енĕн Канаш районне кĕрекен Чулкăмака ялĕнче çуралнă. РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977). [wiki] «Юратнă юрăсем» (1995); «Пурнăç çулĕ такăр мар» (1995); «Чăваш пулма çăмăл мар» (1996); «Хĕç тумалли хурçă» (1997); «Юратусăр телей çук» (2000); «Улăп таврăнни» (2001); «Пурнăç кĕнеки» (2002); «Кĕлĕ» (2004); «Шартлама» (2005) кĕнекесен авторĕ. [wiki]

“Кĕлĕ” кĕнекинчен илнĕ малаллахи текстра Анатолий Кибеч хăйĕн тытса тăракан е шухăшласа кăларнă тĕн кĕллисемпе пайлашать. Калуçăн шухăшĕ тăрăх кашни халăхăн хăйĕн турри пур. Автор турă вăл – усалтан хăтаракан пĕр-пĕр  хăват тесе, суя турă тăратса лартать. Кĕнекене этнорелиги, нью эйдж, ăрăмпа тĕшмĕш тавраш вĕрентекенĕсем куллен цитатăлаççĕ. Вапа çакă кĕнеке хăйне евĕр культ пулса тăчĕ. VulaCv ку проза хайлавне ăс-хакăлĕ енчен хавшак тата турра пĕлми çынсемшĕн ырă мар тĕслĕх, унсăр пуçне нацилĕх туйăмĕсене урлă кĕрсе çынна тĕрĕс тĕнрен суптаракан сиенлĕ вĕрентÿ шутне кĕртет. Анчах çак хайлав урлах халăхла çĕнĕ е çĕнĕрен чĕртнĕ тĕнсен хавшак, теологи енчен ансат тата пăтрашуллă шухăшĕсем çинчен пĕлÿ илме пулать. Read More »

Cănlăh Tĕnci Tumalla ][ Ohater / Охатер

Sijen3

• Пăлхава,

вăрçма

уççăн чĕнни

Kăkšăm şyvĕ – tără šyv,
Šănkăr-šănkăr văl juhat’.
Căvaš cunĕ-tasa cun,
Nim ajăpsărtan şunat’.

Kăkšăm hĕrne ep antăm,
Tără šyv ăssa ĕşme.
Šupaškar taran şürerĕm
Tăvansene pulăšma.

Šănkăr šyvra pulă şuk,
Atma lartnă usăsăr.
Văjputsence cănlăh şuk,
Puşa tajnă usăsăr.

Alla şut hĕş tytmalla,
Vărşă hĕrne tuhmalla,
Tăšman puşne kasmalla,
Cănlăh tĕnci tumalla.


Охатерĕн юррисене 1955 çулта Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Питукасси ялĕнче, 86 çулхи С.П. Самойлов (Сеттер-мучи) ват çынран çырса илнĕ. [wiki] Википедире çырнă художественнăй  текста Юхма Мишшинчен кивçен илнĕ пулмалла.