Хĕллехи Ĕçсемпе Уявсем

Н. Иванова & В. Никитин


Хĕллехи Ĕçсемпе Уявсем

Хĕллехи ĕçсемпе йăласем авалхи Çĕнĕ çул пулнă юпа уйăхĕнчен (ăна халĕ палăртма та пăрахнă ĕнтĕ) пуçланаççĕ. Сурăх çăмне каснă хыççăнах хĕрсемпе каччăсен улахĕ уçăлать. Ку вăхăта сÿс-кантăр хатĕр мар-ха, çавăнпа çăм арласа алса-чăлха çыхаççĕ. Тен, çавăнпах раштавра «сурăх ырри»[1] пулса иртет. Мăчавăрсем каланă тăрăх, «сурхури» сăмах хĕрсемпе каччăсем витере сурăх урине тытнипе мар, çар пуçлăхĕ аксарăк[2] яш-кĕрĕме хĕсмет ĕçĕнчен канма кăларнипе çыхăннă. Эппин, «сарăк[3] ыррин» (сурхурин) вăхăчĕ — вылямалли-канмалли, савнисене курмалла эрне çитнĕ.

Малаллине вулас

Хурт-Хăмăр Чÿкĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Хурт-Хăмăр Чÿкĕ

В. К. Магницкий çырса хăварнине пăхсан хурт чÿкне сăра чÿкĕ хыççăн тунă. Кил хуçи хăйĕн сăмахĕнче хурт-хăмăр ĕрчетме пулăшакан тăхăр турра тата вĕçен кайăксене (чĕкеçе, тăхрана[1], вĕлтрен кайăка, сар кайăка, шăпчăка, пăрчăкана, вĕршĕне) асăннă.

Кĕлле хĕвел тухăçĕнчи алăк енне пăхса каланă. Хурт-хăмăр ĕçĕнче пулăшакан турăсене пылпа, пыл сăрапа, юсманпа, пăтăпа чÿкленĕ, аслă турăсене киремете кайса парне панă.

Малаллине вулас

Юпа уйахĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Юпа уйахĕ

Чăваш кун тăрăмĕ çулталăка икĕ пая пайланă, çавăнпа «Хĕл уйăхĕ — улт уйăх, çу уйăхĕ — çич уйăх»,— тесе каланă. Елĕк- авал кĕрпе хĕле хăйне пер çулталăк, çурла çуллана тепĕр çулталăк тесе уявланă. Кĕрхи Çĕнĕ çул кĕркунне кунпа çĕр танлашнă вăхăта килнĕ. Çуркунне пуш уйăхĕнче çуралнă Çĕнĕ çул кĕр çитсен ватăлать тесе шутланă, çавăнпа кĕрхи юпара ваттисене «чăн çĕре ăсатса янă», тепĕр çулччен çĕн çĕрте вырнаçма ырă суннă. Çав ятпа ятарласа «юпа чунĕсем» тунă.

Малаллине вулас

Михаил Акимов‎: Хальхи кунсем

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Хальхи кунсем

Мĕнле кунсем вĕсем? Мĕншĕн кăлăхах эпир хальхи, çак вăхăтри кунсене асăнатпăр? «Эх, йывăр-çке пурăнма! Тĕнче хĕсĕк пула пуçларĕ, пурăнăç херĕпрен херĕпе кайрĕ. Халăх, пур пурăнан этем пăсăлнăçем пăсăлса, усалланса пырать. Нимĕнле йĕрке те çук. Турă мар, тахăшĕ те çиленсе хĕн-хур кăтартĕ», – теççĕ. Çак сăмахсене чунĕ пĕчĕккĕ, инçетрен курайман çынсем калаçаççĕ. Эпе те вĕсемпе пĕрле пурăнăç хĕсĕк, тĕнче пăсăлать тетĕп. Анчах çĕрĕк пÿрт ишĕлни, е вăл ишĕлесси тĕнче пулнăранпах мар-и вара?

Малаллине вулас

Çурла уйăхĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Çурла Уйăхĕ

Чăваш кун тăрăмĕнче çурла уйăхĕ хальхи çурла уйăхĕн (августăн) иккĕмĕш çуррипе авăн уйăхĕн (сентябрĕн) малтанхи кунĕсемпе, вырма вăхăчĕпе тĕл килнĕ.

Тунти, ытлари, кĕçнерни, шăмат кунсем ĕç пуçлама юрăхлă тесе шутланă. Каçалăк уçма ĕçчен, çăмăл алă-ураллă, хисеплĕ çынна хушнă. Пирвайхи ывăçа вăл аиа çине салатса пăрахнă, хĕвел еннелле пăхса кĕлĕ каланă:

— Йывăр ĕçе çăмăллăх ярăсăнччĕ, пилĕк-çурăма çирĕплĕх парăсăнччĕ, Çĕр-аннемĕр!

Малаллине вулас

Кун тăрăм йали-йеркин сăмахлăхĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Кун тăрăм йали-йеркин сăмахлăхĕ

Ытти çăлкуçсем çирĕплетмен материалсем

Халăх сăмахлăхĕн еткерĕнче кун тăрăм[1] (календарь) тата кил-йыш йăли-йĕркисен (çурални-авланни-пытарни ĕçĕсен) кĕлли-сăвви пысăк вырăн йышăнать. Кун тăрăм йăли-йĕркине çулталăкри вăхăт çаврăмĕпе çыхăннă, палăртнă вăхăтра çулсеренех пулса иртекен вăйăсемпе уявсене, чÿксемпе чÿклемесене, пухăсемпе ĕçкĕсене тата кил-йышпа е халăхпа пухăнса тумалли пысăк ĕçсене кĕртеççĕ. Уй-хирте тыр-пул ÿстерсе, улăх-çаранра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнакан халăхсен çулталăк çаврăмĕнче пĕр евĕрлĕ тапхăрсем пур, çавăнпа вĕсен йăли-йĕрки те нумай енчен пĕр майлах. Чăваш кун тăрăмĕ çапах та халĕ усă куракан Григорий календарĕнчен (Рим папи XIII Григорий хушнипе 1582 çулта усă курма пуçланă), Юлий календарĕнчен (Юлий Цезарь хушнипе пирĕн эрăчченхи 45-мĕш çултанпа усă курнă) тата ытти уйăх, уйăхпа хĕвел тата хĕвел календарĕсенчен уйрăлса тăрать.

Малаллине вулас

Пуш уйăхĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Пуш уйăхĕ

Çапла вăл çурхи уяв. Каçхине ĕçкĕре пулсан та ирпе ирех ĕçре, кÿлĕмре пулмалла!

Чăваш кун тăрăмĕпе пушă уйăх апреле, хальхи календарьпе март уйăхне тÿрĕ килет. Уйăх тăрăх икĕ çул вун икĕ уйăхлă, виççĕмĕш çул вун виçĕ уйăхлă пулса пынă. Вун икĕ уйăхлă çулталăка «мăшăр çул», вун виçĕ уйăхлине «йывăр çул» («високосный год») тенĕ.

Малаллине вулас