Тайăр Тимкки

Геннадий Юмарт


Тайăр Тимкки

(1889-1917)

Тайăр Тимкки
Тайăр Тимкки, поэт.

Тайăр Тимкки (Тимофей Семенович Семенов) 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Пăва районĕ) Шемекре чухăн алăсти кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех вăл тăлăха юлнă. 1898 çулта ăна кÿршĕ ялти, Пимĕрселти, Т. Васильев хресчен усрава илнĕ, Тимккана çав çулах ялти пуçламăш шкула вĕренме янă. Усрава илекен хăй те çулталăкран вилсе каять. Тăлăх ача пĕр вăхăт аппăшĕ патĕнче пурăнать, каярахпа пуп патĕнче тарçăра тăрать, çав вăхăтрах шкула çÿрет. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Кунта икĕ çул хушши К. В. Ивановпа пĕрле пĕр пăртта хушшинче ларать.

Малаллине вулас
Advertisements
Мария çÿл тÿпене илĕнни

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕнни

Священникъ Николай Кузьминъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Камăнне пиртен, йуратнă тăванăмсем, куç умĕнђенех пĕртен пĕр ывăлне тытса кайни пур? Камăнне пиртен куç пек пăхса ÿстернĕ ывăлне куç умĕнђе хĕнесе, мăшкăласа пĕтерни пур? Камăнне пиртен темĕн пек йуратакан ывăлне хĕрес çумне амăшĕ куç умĕнђех пăталани пур? Кам пиртен хăй ывăлĕ хĕрес çинђе пĕтĕм пĕвĕпе пăтасем çинђе анђах çакăнса тăрса, асапланса вилнине курни пур? Çук, тăванăмсем, çав тĕрлĕ хуйха, çав тĕрлĕ калама çук инкеке пиртен никам та курман. Тĕнђе пуçланса çак тарана çитиђђен ђĕрене хĕç пек касса тухакан çав тĕрлĕ пысăк хуйха пĕр Турă Амăшĕ анђах курнă.

Малаллине вулас

Малтанхи Спас Кунĕ

Малтанхи Спас Кунĕ Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Йуратнă тăвансем! Кăшт тăрсанах, епир пайанхи кун таса хĕресе илсе, туратсемпе урамсем тăрăх шыв хĕррине кайăпăр. Шыв хĕрринђе епир кĕл-туса хĕреспе шыва тасатăпăр. Хĕресре пит пысăк Турă хăвађĕ, тăвансем. Ĕлĕк хĕрес усал çынсене мăшкăлласа вĕлермелли йапала кăна пулнă. Анђах виçĕ кунтан вилĕмрен ђĕрĕлсе тăнă Турă Ывăлĕ Іисус Христос ун çинђе асапланса ăна Хăй асапĕпе тасатнă. Халĕ ĕнтĕ хĕрес пирĕншĕн пит хисеплĕ, пит хаклă йапала. Епир хĕрес паллипе хамăртан мĕн пур усалсене, шуйттана хăваласа йаратпăр. Шуйттан-шăн хĕрес, хĕрес палли, хăрушă йапаласем; шуйттан вĕсене тÿсеймест: вĕсенђен çын вутран хăранă пек, шуйттан хăраса тăрат̌. Туррăн таса хĕресĕ пире курăнми тăшмансенђен кăна мар, курăнакан тăшмансенђен те хăтарат̌. Ĕлĕк Христос çуралсан 1164-мĕш çулта вырăс князĕ Андрей Боголюбский болгарсемпе вăрçнă. Андрей Боголюбский, Турра кĕл-тума йуратаканскер, хăйпе пĕрле йаланах хĕреспе Іисус Христос сăнне илсе çÿренĕ. Вăрçă пуçланас ђух вăл йалан вĕсен умĕнђе ђунтан кĕл-тунă. Вăл çав вăрçăра тăшмансене, вĕсем нумайăн пулсан та, хĕрес хăвађĕпе çĕнтернĕ. Хĕресрен, тата Іисус Христос сăнĕнђен çутă тухса тăнă. Çав çулах тата грексен таса пурăнăçлă патши Мануил та хĕрес хăвађĕпех сарацын халăхне çĕнтернĕ. Ун ђухне те хĕресрен çутă тухса тăнă. Çак тĕлĕнмелле ĕçсенђен вырăс князĕ Андрей Боголюбский те, грек патши Мануил та, пит тĕлĕннĕ. Вĕсем çав тĕлĕнмелле ĕçсене пайанхи кун кĕлĕре асăнмалла тунă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Симеон Сергеев


Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Çурла 6-мĕшĕ

Савнă тăванăмсем! Пайан пирĕн ђиркÿ Іисус Христос Ѳавор тăвĕ çинђе çап-çутă пулни çинђен Евангеліе вулат̌. Çав сăмахсене итлесе тăнă ђухне епир пурте шухăшпа Ѳавор тавĕ çине кайатпăр.

Малаллине вулас

“Тарай”ран пĕчĕк сюрприз!

Эстонири “Тарай” фолк музыка ушкăнĕн ертÿçи Айтар хăйсен VK.com страницинче пирĕн çинчен çырчĕ:

Чăвашла вулас килет пулсан Армути (Виктор Бычков) ертсе пыракан сайта кĕрсе пăхăр. Кунта вăл пирĕн пуян литературă еткерне вырнăçтарать. Çитменнине, Армути сайтне чăвашлатнă та хитре дизайнпа капăрлатнă. Вĕренмелĕх пур ĕнтĕ! Тем каласан та Армути чăваш интернет çынни! 

https://vk.com/taraj_eesti?fbclid=IwAR0nPUksoexz77z5S1SUh3VJmQ6Jq5tMT-j1y6W0P0uUAmEamhPF36Vem4w

Сирĕнтен хăшĕ пĕри VulaCV ĕçĕпе шăпах çак пĕчĕк çыру урлă паллашрĕ. Пĕрлĕхĕмĕре çакăн пек çирĕплетсе тăни кирлĕ…

Тарай:

Малаллине вулас

Михаил Акимов: Кĕтÿ пухăвĕ

Михаил Акимов

Çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →


Кĕтÿ пухăвĕ

Пуху пуçтарăннă. Халăхсем пĕр-пĕринре сăмахлакаласа тăраççĕ. Старости, сĕтел хушшинче лараканскер, ури çине тăчĕ те: «Ан шавлăр-ха, чарăнăр. Кĕтÿçĕсем паян тытар-и? – тет. «Тытас, тытас», – теççĕ сĕтел умĕнче тăракансем. «Тепĕр пухура тытар-и, мĕн-и?» – тет старости.

— Килнĕ-килнех, ĕçе туса пĕтермесĕр хăварас мар, пăрахас мар!

— Ну, кам кĕтÿçе кĕрет. Пĕлтĕрхисем кĕретĕр-и? – теççĕ.

Малаллине вулас

Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли

Василий Разумов

Василий Разумов… Тĕплĕнрех→


Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли

Çĕртме 24-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Тăвансем, епир пайанхи кун çакăнта Христос умĕн килнĕ Іоанн çуралнине асăнма пухăнтăмăр. Çавăнпа епĕ сире халĕ çакă Іоанн çинђен каласа парас тетĕн: мĕнлескер çын пулнă вăл? Мĕн ĕç туса вăл пурăннă?

Малаллине вулас