Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.

Малаллине вулас

Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем

Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→


Çĕр Ĕç Ăстисем

Кам чăвашсен тăрăхĕнче пулнă, вăл чăвашсем тавçăруллă, тăрăшуллă, маттур çĕр ĕçченĕсем иккенне асăрхамасăр юлман ĕнтĕ. Хăйсен çĕр лаптăкĕсене вĕсенчен кам та пулин тислĕкле-месĕр вырттармасть, тырра вăхăтра вырмасăр, йĕтем çине турттармасăр тата çапмасăр пĕр чăваш та хăварас çук. Ку енĕпе вĕсем кунти вырăс хресченĕсенчен чылай мала кайнă.

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Василий Сбоев

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→


Василий Сбоев

(1810 — 1855)

Чăваш халăхĕ Сăпай Ваçук ятне асра тытать. Ун çинчен тĕпчевсем çеç мар, илемлĕ хайлавсем те çырнă (Хветĕр Уярăн «Сăпай Ваçук» повеçне «Сăмах мехелĕ» (1980), «Одно слово» (1987) кĕнекесенче пăхăр). Тĕрĕк халăхĕсен йăли-йĕркине, ăс пурлăхне тĕпчекен Василий Сбоев Чулхула кĕпĕрнинчи Хуратук (Чернухи) ялĕнче тиечук килĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Афанасий Яковлев, ăна хăй çулĕпе янă: Хусанти тĕн училищинче тата семинарийĕнче вĕрентнĕ. Хусантан Василий Сбоев Питĕрпура тĕн академине вĕренме кайнă. Унтан магистр степеньне илме тивĕç кандидат ячĕпе вĕренсе тухнă. 1833 çулта хăй вĕреннĕ Хусанти тĕн семинарине чиркÿ историйĕпе грек чĕлхине вĕрентме таврăннă. Хусантан ăна Чĕмпĕре куçарнă, унта та библипе чиркÿ историне, канон правипе археологи тата нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. 1841 çулта Хусан университетĕнче вырăс тата славян сăмахлăхĕн магистрĕ пулса тăнă, кĕçех ăна вырăс сăмахлăх кафедрин адъюнктне суйланă. Хусан университетĕнче Б. А. Сбоев 1850 çулччен ĕçленĕ.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.

Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас

Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Михаилъ Даниловъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Таса Хĕр Марія виçĕ çула çитсессĕн, унăн таса пурăнăçлă ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпе Анна, хăйсен хурăнташĕсемпе пĕрле Ăна Іерусалимри ђиркĕве илсе пынă, Священниксен пуçлăхĕ Захарія Таса Хĕре хирĕç тухса илсе ђиркÿри ђи тасаран таса пÿлĕме илсе кĕнĕ. Çав пÿлеме архіерейе хăйне те çулталăка пĕр хут анђах кĕме йуранă. Вăл таса Хĕре унта Святой Сывлăш пĕлтернипе илсе кĕнĕ. Çавăнтан вара ашшĕсем Маріяна ђиркÿре йаланах пурăнма хăварнă. Унта Таса Хĕр Турă çинђен шухăшласа, Турра кĕл-туса, йе Турă кĕнекисене вуласа, йе алă ĕçсем туса 11 çул пурăнса ирттернĕ.Малаллине вулас

Григорий Тяммин: Пурте ман пек ак пулăр!

Григорий Тяммин — сăввийĕсемпе асра юлнă, анчах пурнăçĕ пирки пĕлни сахал… Тĕплĕнрех→


Пурте ман пек ан пулăр!

Эпĕ çуралнă Нăрвашра,
Йăлăм ятлă касăра.
Эпĕ саккăр тултарсассăн,
Тăххăра кайсассăн,
Пирĕн анне чирлерĕ,
Тата пĕр эрнерен пĕтрĕ.
Эпир тăватсăмăр Тăлăха юлтăмăр.

Малаллине вулас

Алексей Милли: Чăвашсен марсельесĕ

Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→


Чăвашсен марсельесĕ

Тирансене патшалăхран –
Хăваласа салатрăмăр,
Вĕсенĕн тискер аллинчен
Патшалăха хăтартăмăр.

Хупса лартрăмăр тĕрмене
Мĕскĕн халăхсен юнне
Сĕлĕх пек ĕçекенсене,
Халăхран кулакансене!

Эпир çĕр çулччен халăхшăн
Куççульпе йĕрсе ĕçлерĕмĕр,
Нумайăш пирĕн ушкăнран
Çул çинче пĕтрĕç вăхăтсăр.

Малаллине вулас