Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Любовь Мартьянова


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,
Ютшăнмастăп çынран та хамран.
Çут хĕвел вăййипе,
Çутă кун юррипе
Пурăнса —
юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп,
Ÿкĕнместĕп паян та ыран.
Аслă çул варрипе,
Шурă юр юррипе
Ăнтăлса —
хăрас çук ют куçран.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,
Култармастăп тусран, тăванран.
Савнă кил çутипе,
Асатте пилĕпе
Пурăнса —
тухас çук çынлăхран.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Сăвăç мар эп паян.
Çулçӳревçĕ.
Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче
Эп çӳретĕп,
Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне
Тинкеретĕп.
Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе
Асаттен мăн аслашшĕ патне те
Çитетĕп.
Юррине,
Куллине,
Мĕн калас тенине
Йăлт куратăп,
Илтетĕп,
Тимлетĕп.
Пĕр суймасăр вара,
Ун манукĕн мăнукĕ,
Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе
Паянхи çут куна,
Паянхи ыр куна мухтаса —
Килентерĕп.
Е кайран,
Темиçе çĕр çултан,
Ман мăнукăн мăнукĕ
Ман ума килессе,
Чăвашлах пуплессе
Ĕнентерĕп!..

Любовь Мартьянова: Шурă юр юрри

[căвă пайĕ]

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,
Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.
Тарăн кăпăш кĕртĕн,
Шăннă хытнă çĕрĕн
Шанчăк пек хĕрÿллĕ чи вĕри юрри.
Малаллине вулас

Любовь Мартьянова: Эсĕ – юрă

Эсĕ – юрă. Эп – чĕлхесĕр юрăç.
Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.
Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç:
“Тупнă, – тейĕç, – юрăç, эй, тĕнче!”

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ юрă.
Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,
Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă…
Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

* * *
Йĕрес пулсан – ăнланĕччĕç,
Йĕрес пулсан – каçарĕччĕç,
Куçран пăхса,
Вăй-хал парса,
Телей енне каçарĕччĕç.

Ăнланĕç-ши самантлăха
Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

* * *
Эп, сан патна пырас тесе,
Мăкăньрен хĕрлĕ сăн çаптартăм,
Шăплăхран ăш сăмах пуçтартăм.

Пытăм та –
Ытла хĕрлĕ терĕн.
Ытла ачаш терĕн.
Тиркерĕн.

* * *
Суя сăмах
Тухать те çын çине –
Ун ĕмĕлки –
Пуш-пушă ахрăм –
Суя сĕмне илсе,
Янрать пĕр хушă
Çурса чĕресене.

…Ял вĕçенче,
Çул юппинче,
Сив çил çинчех
Тăрать хĕрарăм.

* * *
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
“Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çÿллĕ кĕлеллине,
Вуник тÿмеллине”.

Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнчĕ.

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?

Любовь Мартьянова: Вĕсем пек юрлаймăп, юрлăп чĕрепе

* * *
Ытла та канăçсăр ку шăплăх.

Шур юр çинче –
Хытса хуралнă туратсем –
Пăрланнă çĕленсем выртаççĕ.

Шур купасем –
Сасне çухатнă упасем –
Мăраннăн тĕлĕрсе лараççĕ.

Ытла та канăçсăр ку шăплăх:
Халь-халь çĕлен шуса тухас пек,
Халь-халь упа урса каяс пек.

* * *
Пÿлĕм тулли хурлăх пулчĕ.
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ –
Чун хурланчĕ – чармарăм.

Пÿлĕм тулли савнăç пулчĕ,
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ –
Сăн çуталчĕ – чармарăм.

Çичĕ çырма леш енчи икĕпите манмарăм:
Хурлăхра та, савнăçра та çывăха ямарăм.

* * *
Кашни каç
Шăплăх манпа калаçать.
Хăш чух сасăпа,
хăш чух сассăрах сăмахлать.
Вăл ялан мар:
çывăрма выртсан – калаçать,
шухăша путсан – калаçать.
Мана йывăр чухне,
эп пĕчченçĕ чухне,
сан вырăнна
хăш чухне
калаçать.
Е кирлех те пулсан –
ятлаçать,
Эп савăнсассăн –
савăнать.
Кашни каç
шăплăх манпа калаçать…

* * *
Шурă терĕç, шурă терĕç,
Шурă тесех шутларăм.
Сăнасарах пăхрăм та –
Шурă мар-мĕн, шупка-мĕн.

Лайăх терĕç, лайăх терĕç,
Лайăх тесех шутларăм.
Сăмах хушса пăхрăм та –
Лайăх мар-мĕн, япăх-мĕн.

Çын калани – виç çула,
Хам ăнланни – çĕр çула.

Любовь Мартьянова: Çамрăклăх — шуçăм

Любовь Мартьянова | L’upof’ Martjanăvă


Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,
ачашшăн
Çутă шуçăм шăвать тухăçран шуралса.
«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,
Каçа хирĕç тухать
ак куççуль сăрхăнса», —
Тетчĕ ман кукамай, маншăнах пăлханса.

Чараймарĕ мана кукамайăм, юрларăм,
Тĕнче хăй те юрлатчĕ манпа ăмăртса.
Хавас шуçăм — манпа пĕртăванăм,
Шутламан пуль хăйне хура каç хупласса,
Савăнатчĕ, кулатчĕ мана ăнланса.

Тĕттĕм каç сĕмлĕхне каярах асăрхарăм,
Ачаш шуçăм йĕретчĕ таçта ăнтăлса.
Ăна шеллесе пĕр сăмах каламарăм,
Шухăшларăм. Ансăртран, тем пулса,
Шурă хут çине ӳкрĕ малтанхи ман
тумламăм.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,
ачашшăн
Çĕнĕ шуçăм шăвать тухăçран шуралса.
«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,
Каçа хирĕç тухать
ак куççуль сăрханса», —
Тетĕп эп, мăнука инçетрен сăнаса.