Ял гороскопĕ ][ Е. Брускова / J. Pruskovă

Çурхи кун уйра-мĕн СУРĂХ,
шăтса тухнă симĕс курăк…
Мĕкĕрет хăватлăн ВĂКĂР:
Мĕн тери эп вăйлă – пăхăр!
ЙĔКĔРЕШСЕМ çуммăн ларнă,
Çиме кашăк та кăларнă.
Сăрапа РАК питĕ тутлă,
Кӳлĕре, шел, юлнă шутлă…
Артельпе хуçа-мĕн АРĂСЛАН:
Ун валли пĕр выльăх та юлман…
Куçне хывнă ХĔР çине вĕл,
Тулĕ-ха унпа та кăмăл!
ТАРАСА çине хĕр тăнă —
Хăш самантра мăнтăрланнă?
СКОРПИОН — кăтра Антун,
Кампа пултăн-ха? Ан тун…
УХĂÇĂ эп, тет, хăюллăн:
Пулас килчĕ ашшĕ манăн.
ТУ КАЧАКИ ун савнийĕ,
Мăйрака лартать варлийĕ…
Çуттине куллен çăтатăн:
ШЫВ ТĂКАН вăл – мĕн ыйтатăн?..
Урăх нимĕн те пĕлместĕп —
ПУЛĂ евĕрех чĕнместĕп…

Андрей Петокки: Тухатмăш

(Кавриле пичи каласа кăтартни)

Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпĕр виçĕ çамрăк ача -Митри, Ванюк /иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур/ калăм каç, пĕр шут тытса, тухрăмăр тухатмăш шырама. Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, пĕр калăм ватти те тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри – тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри – тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ /ял ячĕ/ масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.
Тарăхса çитсе çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.
Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çурçĕрчченех лара патăм. Çĕр тĕттĕм – куçна йĕп чик… Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.
Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăп: хур. Ка-ка-ка-ка-ка! тет.
Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп — Утякин арăмĕн пÿрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.
— Ку ним те мар, тухатмăшах, — терĕм хам ăшра.
Хайхи хур мана сисрĕ те ман патах пырать. Ка-ка-ка! тет. Умах çитрĕ. Кĕреçене тăк-тăк-тăк сăхать сăмсипе.
Мĕн пулать килет, кĕреçене сулахай енчен тытрăм та /ваттисем унашкал çĕрте сулахайран çапма хушаççĕ/ кĕреçе çивĕчĕшпе лайăхрах шарт! тутартăм.
Хурĕ те, кĕреçи те, тухатмăшĕ те таçта — çук. Куçа хупсах киле тепле çитсе выртнă. Хăранипе тепле чĕре çурăлман.
Ирпе ирех, хĕвел тухсан тăтăм та çав Утякин арăмĕ еннелле уттартăм. Ĕнерхи ĕç пуçран тухмасть. Ку хăшĕ пулнă-ши тетĕп – амăшĕ-ши, хĕрĕ-ши?.. Патнерех çитетĕп… “Ах тур, тур, тур!.. Пĕтрĕ, пĕтрĕ!” – тесе макăрнă сасă илтĕнет. Чăнах та ку хур тухатмăшах пулнă-иç, тетĕп.
Чĕтресех Утякин пуртне кĕретĕп /пит хăранă çав/. Пăхатăп: пÿртре урай варринче пĕр япала тăсăлса выртать… Хур пулнă. Пуçĕ те татăлсах кайнă…
— Мĕн пулчĕ-ха, кинемей? — тетĕп.
— Ара ĕнер çăмарта пусса ларакан хура такам, кĕреçепе пуçне касса, вĕлернĕ, — тет. — Кĕреçи те ак кунтах. 15 çăмарта айне лартнăччĕ.
Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç, тесе йĕре пачĕ.
Çапла, тухатмăш вырăнне хур пулнă. Халĕ ĕнтĕ: “Тухатмăш çук та пулĕ вăл”, — тетĕп.

Малтанax, 75 çул каялла ку калав “Капкăн” журналта пичeтленнĕ.
i{content: normal !important}i{content: normal !important}i{content: normal !important}

Ев­ге­ний Тypxaн: Ялти чи ăста суеçĕ

Кук­ша Кĕр­ку­ри вăр­ма­на хăрăк ту­рат пуçтар­ма кайнă тет. Ка­ял­ла таврăннă чух­не уçланкăра çак­на лес­ни­чий тĕл пу­лать.
– Мĕн, вăр­ман вăр­ла­са ки­летĕн-им, ырă çыннăм, – тет вăл ырă кăмăллăн.
– ăç­та вăр­ла­ма ун­та. Хăрăк ту­рат пуçтар­са ки­летĕн ак. Хĕл­ кунĕн­че вăл та тем пе­кех, – тавăрать Кук­ша.
– Ва­ра нихăçан та вăр­ман вăр­ла­мастăн-и? Эс ан хă­ра, эпĕ ни­ка­ма та ка­ла­мастăп. Ху­ла çын­ни эпĕ. Вăр­ма­на су­на­ра ки­летĕп. Кăсăк­ла­натăп акă, хрес­чен­сем вăр­ман вăр­ла­масăр еп­ле йÿ­неç­тер­се пурă­наççĕ-ши? – те­се, – че­е­ле­нет лес­ни­чий.
– Чă­нах та вăр­ла­масăр пурăн­ма питĕ йывăр. Ук­çа кирлĕ. унсăрăн ку­ла­най­не еп­ле тÿле­се татăн. Тат­ма­сан выльăх-чĕрлĕхсĕр, çуртсăр юлатăн. Кап­ла акă, па­ян ирех чаплă пĕре­не­сем ти­е­се килтĕм те хир ен­чи пĕр пу­я­на хаклă хак­па ярăн­тартăм. Вулăс кан­тур­не кĕр­се мĕн­пур парăм­се­не татрăм, кĕсь­е­ре те кăш­тах юлчĕ. Халă акă хăрăк ту­рат ил­се кил­се те ĕлкĕртĕм, – лăп­ланнăс­кер, пакăл­тат­ма пуçлать Кук­ша.
– Мат­тур эсĕ, ан­чах чĕлхÿ халь­хин­че лек­терчĕ са­на. Тыт­са ху­патăп са­на ул­пут вăр­ман­не вăр­ланăшăн. Эпĕ Су­ма­ро­ков ул­путăн çĕнĕ лес­ни­чийĕ пу­латăп, пĕ­летĕн-и çав­на?
– Питĕ ха­вас, эпĕ ва­ра Кук­ша Кĕр­ку­ри, ял­ти чи ăс­та су­еçĕ. Пал­лашăпăр, – ал­ли­не тăс­са па­рать Кĕр­ку­ри.i{content: normal !important}