Лука çырнă Евангели

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

 Лука çырнă Евангели

Лк 1

(1) –

(2) Ĕнтĕ нумайăшĕ пирĕн хушшăмăрта пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен — Сăмаха чăн малтанах куçа-куçăн курса Унăн ĕçне ĕçлекенсем хамăра мĕн каласа кăтартнине — çыра пуçларĕç,

(3) çавăнпа эпĕ те, хисеплĕ çыннăм Феофил, çакна пуçламăшĕнченех пĕтĕмпе лайăх тĕпчесе тухса, ун çинчен сана йĕркипе çырса пама шутларăм:

(4) хăвна мĕн вĕрентни чăннипе те тĕрĕс пулнине пĕлсе çиттĕр терĕм.

(5) Иудея патши Ирод вăхăтĕнче Авий ăрăвĕн черетĕнче Захария ятлă пĕр священник пулнă; унăн арăмĕ Аарон ăрăвĕнчен тухнă, вăл Елисавета ятлă пулнă.

(6) Вĕсем иккĕшĕ те Турă умĕнче тÿрĕ çынсем пулнă: Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене, Вăл хунă йĕркесене пурне те тĕрĕс тытса пурăннă.

Малаллине вулас

Марк çырнă Евангели

 Марк çырнă Евангели

Мк 1

(1) Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен пĕлтернĕ Евангели пуçламăшĕ:

(2) пророксен кĕнекинче çапла çырнă: «акă Эпĕ Санăн умăнтан Хамăн ангелăма яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ».

(3) «Пушхирте кăшкăрса чĕнекенĕн сасси илтĕнет: Çÿлхуçа валли çул хатĕрлĕр, Ун валли сукмаксене тÿрĕ тăвăр» тенĕ.

(4) Вара Иоанн килнĕ. Пушхирте вăл çылăх каçарттармашкăн çылăхран ÿкĕнсе шыва кĕме вĕрентнĕ.

(5) Ун патне пĕтĕм Иудея çĕрĕнчен те, Иерусалим хулинчен те халăх пыма пуçланă; вăл вĕсене çылăхĕсенчен ÿкĕнтерсе Иордан шывĕнче шыва кĕртнĕ.

(6) Иоанн вăл тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çÿренĕ, çиессе хĕрлĕ шăрчăк тата кайăк хурт пылĕ çисе пурăннă.Малаллине вулас

Иисус Христос мĕнле тĕвĕленни пирки

Kyçаруçăн кĕтесĕ

VulaCV валли ятарлăн çырнă оригиналлă авторла публикаци  


Мария йывăр çын пулса тăни çинчен Матфей çырнă Евангелинче, 1-мĕш сыпăкĕнче çырса панă. Вăл йывăр çын мĕнле майпа пулса кайнине вара 18-мĕш тата 20-мĕш сăввисенче çырса пĕлтернĕ. Çак сăввисенĕн икĕ чăвашла куçарăвне тата грекла текстне пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхар. Чăн малтан грекла тексчĕн шухăшне тĕрĕс ăнланса илер (куçараканĕ грекла тексчĕн шухăшне чăвашла куçарăвĕнче упраса хăвармалла-çке). Малаллине вулас