Константин Иванов: Шуйттан чури

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →



Шуйттан чури

Виçĕ пайлă трагеди

Халăх калавне улăштарса çырнă

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,
Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,
Санăн кĕллÿ тĕтĕм пулĕ.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Чул çумĕнче пĕр этем
Ларать хытă йăнăшса.

Шăллĕ
Апла пулсан, кай кунтан,
Эпĕ сана тăван мар!
Тăшман çынна нихçан та
Памăп турă панине.

Пиччĕшĕ
Вĕлеретĕп! Парсан пар!

Малаллине вулас

Константин Иванов: Нарспи

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Нарспи

Нарспире тупмалли → [ Силпи ялĕнче | Сарă хĕр | Çимĕк каçĕ | Туй | Юмăç патĕнче | Тарни | Икĕ туй | Хушăлкара | Çимĕк иртсен | Нарспи ĕçĕ | Силпире | Вăрманта | Атте-анне | Тăватă виле ]

Силпи ялĕнче

Пуш уйăхăн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Тусем, сăртсем хуп-хура

Малаллине вулас

Константин Иванов: Килсе çитрĕ кĕркунне…

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Килсе çитрĕ кĕркунне…
Йывăç пахчи çаралать.
Типсе кайнă çулçисене
Çил вĕçтерсе вылятать.

Малаллине вулас

Константин Иванов: Кĕркунне

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,
Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.
Вĕçен кайăк сассинчен
Хуйхă кĕрет чĕрене.

Карти-карти кайăксем
Вĕçет тинĕс леш енне.
Тăхăннă йывăçсем
Пурте сарă тумтирне.

Хĕвел кулать сайрарах,
Шăрши пĕтнĕ чечексен,
Йĕрсе ярĕ ак часах
Кĕркунне те вăрансан.

Малаллине вулас

Константин Иванов: Ешĕл вăрман айккипе…

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Ешĕл вăрман айккипе
Çырма юхать кĕрлесе,
Хĕвел çути шывĕпе
Вылять тĕрĕ тĕрлесе.

Таса çырма ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Мĕнпур, мĕнпур çут чĕнче
Ташлать, сикет, савăнать.

Малаллине вулас

Константин Иванов: Хальхи самана

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Хальхи самана

1908-мĕш çулхи октябрĕн 28-мĕшне

Ачаш кăна ачам пур,
Пĕртте хăпа пĕлмерĕ.
Апат çисе ларнă чух
Аран çилĕ килмерĕ.
«Çыру пĕлме, çын пулма
Ялти шкула яр-ха, — тет. —-
Çыру пĕлни мĕн тума
Кирлĕ çынна, атте?» тет.

Малаллине вулас