Геннадий Айхи: Вунсаккăра ярса пусатпăр

Геннадий Айхи

Геннадий Айхи — … Тĕплĕнрех→


Вунсаккăра ярса пусатпăр,—
Кунçул — шăвать хăй юххипе,
Çитет,— чĕре пĕр харăс таптăр
Васкавлă пурнăç таппипе,
Кашни таппи мала васкаттăр,
Мала — кунçулăн тăршшипе!

Малаллине вулас

Геннадий Айхи ][ Туслăх çулĕ тумхахлă…

В. А.
Туслăх çулĕ тумхахлă пулсассăн,
Чун та пулĕ — татах та хĕрÿ.
Адресу сан ыран улшăнсассăн,
Улшăнма пултараймĕ — чĕрÿ.
1950

Геннадий Айхи ][ Паллах, халь Шупашкар çаплах шавлать…

Паллах, халь Шупашкар çаплах шавлать,
Çаплах ялтраççĕ Атăл хумĕсем.
Урамсенче çĕршер хунар çунать,
Çуртсем çине ÿкеççĕ шевлисем.
Ăçта эсир, телей сунан кунсем,
Мĕскершĕн вăрататăр чĕрене?
Ăçта эсир?.. Халь манăн шухăшсем
Пурте вĕçеççĕ Шупашкар енне…
1948

Геннадий Айхи: Тĕкĕр

Верăна

Эп кĕнĕ чух тăраттăн эсĕ
Тăр шыв пек тĕкĕр умĕнче.
Эп сан куçусене тĕл пултăм
Малтан çав тĕкĕр хумĕнче.
Таса та ирĕклĕ чиперлĕх,
Илемлĕ, ырă ăраскал!..
Хуçасене ыр каç сунма та
Ун чух çитмерĕ ман вăй-хал.
Халь, тĕкĕрсем çине пăхсассăн,
Тем курăнать пек ман тĕле.
Мĕскер-ши вăл? Анчах пĕр мар-и:
Е пулĕ хурлăх, е телей!
1952

Геннадий Айхи ][ Çуллахи çыру

Хуллен, пуçа мĕн килнине, çыратăп,
юри сана аса илес тесе,
епле шухăшланать — çав йĕркепе.
Тулта, лутра тĕкме çумĕпеле,
пĕр вĕлтĕрен çинчен тепри çине шевле,
кăрт-кăрт йĕр ÿкерсе куçать.
Пĕр шухăш пур: çапла çыру çырасчĕ,
шухăшăма йĕркеллĕн пĕлтерсе»
пуçласчĕ: «Эп ирех паян вăрантăм,
чие тĕмне сăнарăм кантăкран,
вара сана асилтĕм. Пĕлтерем-и:
кашни сехетĕм ман çапла иртет.
Ак халĕ те: вĕлтĕренсем çинче
шевле кăрт-кăрт йĕр ÿкерсе куçать,
ман шухăшăн йĕрки пек: кунĕпе
сана аса илетĕп: тĕл пуласчĕ;
кунсем иртеççĕ; таврăн хăвăртрах».
1955