‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs

Пĕр блоггер Геннадий Айхи пухса кăларттарнă Чăваш литературин анталогийĕнче хăйне тĕлĕнтерекен, туйăм вăратакан сăвăпа паллашать. Спиридон Михайлов çырнă сăвă ăна Морокко юрăçин сăввине аса илтерет. Çакă каçăпа усă курса паллашма пулать: ‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs Спиридон Михайловăн сăввине асăнса хăварсан та лайăх: Юнкă Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван […]

Эс чирлĕччĕ ][ Геннадий Айхи



Эс чирлĕччĕ. Пуçна усса çÿрерĕн,
Салху шальпе хупларăн çут сăнна.
Хам чирлĕ пек, эп ним тума пĕлмерĕм
Çапла эп пултăм— айккинчи кăна.
Халь эс хаваслă, сăн-питÿ те уçă,
Ăна хура пĕркенчĕк пĕркемест.
Ман кăмăла хупланă тĕксĕм тум çеç
Епле сирес тесен те сирĕлмест.

1952

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн ][ Геннадий Айхи

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,
Сив сăнра вара — нимĕн те çук.
Ыр сунам пек тăван,— амантасшăн!
Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

Чĕрÿне тăнламастăн эс халĕ,
Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.
Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,
Туслăха — тупаймастăн унпа.

1953

Левитан ][ Геннадий Айхи

Эп, ун кашни ÿкерчĕкне курса,
Хама ялан ачалăхра туятăп.
Пăхатăп та хама манса тăнлатăп
Çил вăрманта вăратакан сасса.
Çапла малтан хăй чĕркуççи çинче
Пире тĕлĕнтерет пуль çут тĕнче.

1950

Ÿпкев ][ Геннадий Айхи

Çивĕч санăн куçусем!
Манăн çамрăк чĕрене
Ăшă пачĕç те вĕсем
Тек пăхмарĕç ман енне.

Ху чĕрÿн хĕмне манра
Шеллемен пулсан акма —
Пултаратчĕ ман чунра
Шĕл-кăвар чечек шăтма.

1952

Кĕр енне çулсем тап-такăр ][ Геннадий Айхи

В. Пыркина

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Янкăр уяртан-тăр-и,
Юриех çуран утатпăр,
Калаçма тесе — юри.

Вунă çул пĕрле вĕреннĕ,
Ларнă иккĕн юнашар,
Халĕ, уйрăлма тивсен ак,
Пĕр сăмах та путлĕ мар.

Шÿт тума ăстаччĕ шав эс,
Халь — пуплетĕн ерипе…
Молотилка кĕрĕ-шавĕ —
Пăрçасем ташланă пек.

Инçетре хуллен пуçларĕç:
«Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт…»
Пур çĕрте те хаклă мар-и
Хамăр ен те хамăр çурт.

Грузовик иртсе çухалчĕ —
Тутăр сулчĕçĕ хĕрсем…
Яланах асра пулсанччĕ
Çакă кĕмĕл эрĕмсем.

Хурсене пĕрле пухасшăн
Ачапча йăслать, куран.
Тек чупаймăпăр, юлташăм,
Хăмăл çийĕн çаруран.

Сукмаксем халь уйрăлаççĕ:
Йăлтăр кÿлĕ хĕррине
Шăвăнса вĕсем тухаççĕ,
Улăхаççĕ ту çине…

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Çат выртать машин йĕрри.
Юлашки тесе утатпăр
Юриех çуран, юри.

1953