Юрий Скворцов: Шанпа Шак

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


(Уках Хурăнĕ повĕçрен)

Аякрах та мар училни кайăкĕ а-а-ах! тесе çухăрса ячĕ. Унтан юманлăх айĕнчен такама чĕннĕ евĕр:
—Ша-ан! – тесе кăшкăрчĕ темĕнле кайăк хурлăхлăн.Малаллине вулас

Телей ][ Виталий Елтов / Vittalĭ Jelttof

Больница палатинче эпир тăваттăн. Тăватă шăпа, тăватă кун-çул. Кăнтăрлахи апат хыççăн канма выртиччен сăмах çăмхи сÿтĕлет. Калаçу пурнăç çинчен пынă май, кашниех хăй чунне уçать. Пĕр эпĕ çеç ăш-чикри капланăва уçма васкамастăп. Пырта темле кÿренÿ чăмакки тăрать. Хам çине хам кÿренни. Палаттăри хĕрарăмсене пурнăçри пăтăрмахсене уçма намăсланнипе стена енне çаврăнса выртатăп та куçран куççуль юхать. Пĕр кĕтмен çĕртен хампа хам тулашса илетĕп. Иртнĕ кунсене аса илсенех пит, çан-çурăм пĕçерсе каять.
– Пăрахăр-ха пĕрмай пурнăç çинчен пакăлтатма! Эсир сăмахланипех тĕнче улшăнас çук, парăр мана канлĕх,– кÿренÿллĕн тархаслатăп палаттăрисене.
– Çук, Елюк, эсĕ тĕрĕс мар. Эпир тĕнчене улăштарма хăват çитерес çук. Хамăр пурнăç нушине, хуйхă-суйхăсене каласа парса чуна лăплантаратпăр. Эсĕ çамрăк-ха, çирĕм иккĕне çеç пыратăн. Тен, сан пурнăçăнта çак хăрушă чирсĕр пуçне урăх нимĕнле хуйхă та, нуша та пулман. Вĕсем пулнă-тăк, пĕр вăтанми уç чунна, каласа пар вăрттăнлăхусене. Вара сан чуну сиплĕ мунча хыççăнхи ÿт-тир пек çăмăлланĕ, чирĕ те хăвăртрах тамалĕ…
– Намăс мана хам çинчен каласа пама, намăс. Анчах карланкăра тем чăмакки тăрать, ниепле те çăтса яраймастăп. Тен, чăнах та, сире чуна уçсан çăмăлрах пулĕ. Капла ялан хама айăплă пек туятăп.
…Эпĕ чухăн çемьерен мар. Атте усламçă, ĕçĕсем унăн ăнса пыраççĕ. Часах оликарх пулатăп тесе мухтанма та пăхать. Анне ниçта та ĕçлемест, апат пĕçерет, кил хушшинче кăштăртатать. Хваттерĕ пирĕн пысăк, сакăр пÿлĕмлĕ. Вĕсене тирпейлеме аванах вăй-хăват кирлĕ.

Аттепе аннен вăрах вăхăт ача пулман. Кичем пурнăç. Уйрăмах аннене. Атте виç-тăват уйăх командировкăсенче çÿрени чылай пулнă. Анне ÿкĕтленипе Хусанти ача çуртĕнчен пиллĕкри арçын ачана усрава илеççĕ. Атте ăна хăй хушаматне парать, иккĕшĕ те Палюка хăйсен тăван ывăлĕ пек юратаççĕ. Вăл, çемье ăшшине пиллĕке çитиччен туйса курманскер, хăйĕн çине çапла пысăк тимлĕх уйăрнипе иртĕхмест, сăпайлăхпа тĕрĕслĕхре ÿсет. Ача çуртĕнчи пурнăçа астивнĕскер, ăнсăртран йăтăнса аннă ырлăха çухатасран шикленнĕ-ши е аварие лексе вилнĕ ашшĕпе амăшĕ те сапăр кăмăллисем пулнă-ши? Тен, вăл аттепе аннен хăйсен ачи çуралсан хăй мĕн тĕшне тăрса юласси пирки те шухăшланă?
Чăнах та, Палюка усрава илнĕ хыççăн, вăл шкула çÿреме тытăнсан аттепе анне мана çуратнă. Эпĕ çуралсан ун çине урăхларах пăхĕç тесе Палюк кăлăхах пăшăрханнă. Ун пурнăçĕнче нимĕн те улшăнман, ăна мĕнле юратнă, çаплах юрату малалла тăсăлнă.
Палюк та мана тем пекех юрататчĕ: уçăлма илсе тухатчĕ, тĕрлĕ вăйăсене хăнăхтаратчĕ, велоссипетпа та ярăнма вăлах вĕрентрĕ. Вулама, çырма та шкула кайичченех хăнăхтарчĕ. Пĕр сăмахпа, эпир унпа çывăхран та çывăх туссемччĕ. Çав туслăх нихăçан та татăлмĕ тесе шутлаттăм. Виççĕмĕш класа çÿренĕ çул пĕррехинче шкултан таврăннă чух икĕ хурăн хушшинчи сак çинчен пĕр шăлсăр карчăк тăчĕ те манпа сăмах хускатрĕ.
– Хĕрĕм, эсĕ Моторкинсен ачи-и?
– Ăхă.
– Палюка эсĕ тăван пиччÿ пек юрататăн пуль-ха?
– Кам пек юратмалла-ха ăна ман?
– Пĕл, ачамккă, вăл усрава илнĕ ача çеç. Ăçтан пĕлен, тен, вăл çапкаланчăкран çуралнă. Халь кăна сăпай, ÿссе çитсен еплерех кăмăллă пуласси паллă мар…
Мĕншĕн карчăк çак вăрттăнлăха мана уçнине ăнкараймарăм, анчах вăл Палюка, аттепе аннене темшĕн курайманнине ăнлантăм. Карчăка хам пĕлнĕ пек тавăрас килчĕ.
– Улталатăр эсир! Ачасене суеçтерме мĕнле намăс мар?
– Эх, тăмсай, ун çине пăх та ху çине. Сăнăрта пĕрпеклĕхсем тупайăн-и?
Калаçăва пирĕн пата пырса тăнă кинеми татрĕ.
– Эх, Вĕçелис, Вĕçелис, санри усаллăх пин-пин çынна та çитĕ. Мĕн турĕ-ха сана çав мĕскĕн Палюк? Мĕншĕн кĕвĕçетĕн эсĕ ăна?
– Эпĕ мĕн, эпĕ тĕрĕссине çеç калатăп…
– Хăш-пĕр тĕрĕслĕх ултавран та ытларах çын пурнăçне пăсать, çавна сан пĕлмеллех.
Эпĕ вĕсен тавлашăвне итлемерĕм, килелле утрăм. Анчах çак самантран ман чуна кĕвĕçÿ, шанманлăх вăрлăхĕсем акăннине малашнехи пурнăç тĕпĕ-йĕрĕпех кăтартрĕ.
Палюкпа иксĕмĕр хушăри туслăх, пĕрне пĕри тăванла хисеплес туйăм ерипен сÿнсе пычĕ. Пĕтĕм сăлтавĕ те манра çеç. Çиме ларсан анне Палюка пысăкрах татăк аш е тутлăраххине уйăрса панăн туйăнчĕ. Татăкĕсем пĕрпекех пулсан та манра кĕвĕçÿ вĕре пуçларĕ. Аннепе те темиçе хутчен харкашнă. «Эсир Палюка çеç юрататăр, тăван хĕрĕр сирĕншĕн амаçури хĕр вырăнĕнче. Апла мĕншĕн çут тĕнчене çуратса ятăр?» – чĕрре кĕреттĕм пĕр сăлтавсăр.
Анне чун-чĕринчен тухакан сăмахсемпе Палюк шăпине темиçе хутчен те мана ăнлантарнă. Темшĕн витместчĕç ун сăмахĕсем ман чуна, ăса. Пыра-киле Палюкран веçех писрĕм. Пирĕн хушăран хура кушак иртнине вăл та ăнланчĕ пулас: манран пăрăна пуçларĕ.
Çапла шурĕç çулсем. Туслăх шăнса хăрчĕ. Палюк тăхăр класс хыççăн професси училищине вĕренме кĕчĕ, пурăнма общежитие куçрĕ. Килте харкашу.
– Мĕн туса хутăн хăвăн кĕвĕçĕвĕпе? – тулхăрать анне.
– Таси паха, – тавăратăп хыттăн. – Тупăннă мăнкăмăлли! Çапкаланчăк вĕт вăл.
– Мĕн, мĕн? – тĕлĕнчĕç аттепе анне.
– Çапкаланчăк, пĕр вырăнта тĕпленмен çын! Эсир усрава илмен пулсан çÿрĕччĕ вăл çапкаланса.
– Чар чĕлхÿне, Елюк! –пĕрремĕш хут хытă кăшкăрчĕ ман çине атте.– Пĕр сăлтавсăр кĕвĕçÿ сан чĕрÿне шăнтса лартнă, чунсăрлăх тарăн тымар янă ăш-чикне. Пирĕн йăхра ун пек киревсĕрлĕх пулман. Ăçтан сăвăратăн эс çав курайманлăха?!
– Ăçтан пултăр, саманаран, урамран, пирĕн ертÿçĕсенчен, – хутшăнчĕ анне те. – Ырри патне çитерес çук çак кăмăл сана, Елюк. Сапăртарах, ыр кăмăллăрах пулма тăрăшмалла…
Атте хăтăрни, анне сăмахĕсем чуна мăка çĕçĕ тирнĕн ыраттарчĕç, ăш-чикре кÿренÿ капланчĕ. Апата çимесĕрех хам пÿлĕме кĕрсе çухалтăм. Палюка, пĕтĕм тĕнчене ылханса макăртăм.
Сĕтел хушшине ларсан эпĕ ÿлĕмрен Палюк пирки пĕр сăмах та хускатмарăм. Хам туятăп-ха, аттепе анне Палюк патне опçешиттие час-часах кайса килеççĕ. Эп килте çук чух хăй те пирĕн пата кĕркелесе тухать пулас. Часах эпĕ хам пекех ытлă-çитлĕ пурнăçра ÿсекен Викторпа паллашрăм, Палюк хăй тĕллĕнех ман асран тухса ÿкрĕ. Вăтам пĕлÿ илсен иксĕмĕр те культтурă инститтутне вĕренме кĕтĕмĕр. Пушă вăхăтсенче дискотекăсенче кăмăл туличчен киленнĕ. Пĕрре те ывăннине туймастăм. Çирĕм икке кайсан ĕшене пуçларăм. Хăш-пĕр чухне пуçа та çĕклейми пултăм. Манра темле чир хунав янă. Аттепе анне те сехĕрленсе ÿкрĕç. Поликлиникăра тĕрлĕ анализсем тунă хыççăн ман юн пăсăлнине (белокрови) пĕлтерчĕç. Чир хăвăрт аталанса пырать, пурнăçран çакланса юлма пĕр шанăç çеç – операци. Мана çав кунах больницăна вырттарчĕç те юрăхлă донор шырама пуçларĕç. Ик эрнене яхăн шырарĕç ăна. Ман хал кунсерен чакса пычĕ.
– Ну хĕрĕм, савăн! Юрăхлă çын тупăнчĕ, анализсем те пачĕ. Эрне вĕçĕнче сана операцци тăваççĕ, – пĕлтерчĕ анне савăнăçлă хыпара.
– Кам вăл, кама ман тав тумалла? – тĕмсĕлсе пăхатăп аннен куçĕнчен.
– Вăхăт çитсен хăвах пĕлĕн…
…Операцци ăнăçлă иртрĕ. Эпĕ халь кунран-кун вăй хушăнса пынине туятăп. Мана пĕр шухăш çеç канăç памасть: «Кам çав донор, кама тивĕçлĕ эпĕ хамăн телейпе?» Паллах, Виктор мар. Вăл эп чирлине пĕлсенех манран ютшăнчĕ. Пирĕн хушăра юрату та пулман-тăр. Юратакан йывăр вăхăтра савнине пăрахмасть. Апла-тăк, таси паха. Çак сăмахсенех эпĕ Палюк пирки те каланăччĕ. Халь ÿкĕнетĕп. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн аттепе анне çав ырă çынна пульниццана илсе килчĕç: алăк уçăлчĕ те палатăна чечек çыххи йăтса Палюк кĕрсе тăчĕ.
– Акă çав ырă çын,– терĕç аттепе анне пĕр харăс.– Саншăн вăл пурнăçне пама та хатĕр.
Эпĕ нимĕн калама та пĕлмерĕм. «Епле пысăк телей иккен вăл çут тĕнчере пичче пурри»,– мĕлтлетрĕ пуçра шухăш, куçăмран куççуль юхса анчĕ.
*

Владимир Левуков: Куриччен – Курманни

Владимир Левуков


Куриччен – Курманни

Аякран килнĕ хăнасене пуйăс çине лартса ăсатрăм та каялла таврăнатăп. Ир-ха. Самар урамĕсем пушă. Канать, паллах, хула халăхĕ, праçник кунĕсем тăсăлаççĕ вĕт. Шĕкĕр хуларан тухаспа Тольяттине каякан çул çинче пĕри сасăласа тăрать. Машинăра вырăн пур, чарăнтăм хайхи. Тен, хыпаланать çынни – рейслă автобуса та кĕтсе тăман, тен, инкек-синкек пирки çул çине тарăхса тухнă. Хăй пĕчченех. Ку çын хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăм пулчĕ. Вăтам пÿллĕ, тирпейлĕ çи-пуçлă, пит-куçĕ темшĕн салхуллă. Самаях çăмăл тумланнă хăй – Самарта шап-шурă юр ларнине пăхмасăрах çара пуçăн. Тĕрĕссипе эпĕ хам та шутламанччĕ кунта хĕл çитнĕ тесе, ара, пирĕн патра, Тольяттире, пĕр пĕрчĕ юр та ÿкменччĕ-ха, икĕ хула хушши çĕр çухрăма яхăн кăна пулсан та.

Малаллине вулас

Çĕр доллар ][ Виталий Елтов / Vittalĭ Jelttŏf

Ялта çитĕнсе пыракан хĕрупраçсенчен Митрюксен Маруçне çитекенни çук. Епле савмăн-ха çинçе пилĕклĕ, йăрăс пÿллĕ, тулли кăкăрлă хĕре? Кулли тата мĕне тăрать: ик питçăмарти те илемлĕн путать те пайтахлăха асра юлать. Калаçăвĕ те шăнкăртатса юхакан çăлкуç евĕр, чĕлхи те çепĕç. Пайтах йĕкĕт ун çумне «çыпçăнма» хăтланнă – пĕрин те ĕç ăнман. Темшĕн сивленĕ вăл ял каччисене, ăна никам та пĕлмест. «Ытла илемлĕ пулнипе хăйне мăна хурать», – тенĕ Маруç юратăвне ниепле те çĕнсе илеймен йĕкĕтсем. Кĕвĕç чунлă хĕр-тантăшĕсемшĕн çакă чухах килнĕ – темле те хурланă вĕсем маттур хĕре.
Çемйи вĕсен пысăк. Митрюксен çичĕ ача ÿсет. Чи асли – Маруç. Вун пĕр класс хыççăн ĕне ферминче икĕ çул тар тăкрĕ, укçа илсе кураймарĕ. Ашшĕ-амăшпе канашларĕ те хăй телейне хулара тупма шут тытрĕ. Ĕмĕт пур-тăк – çын çунатлă-çке.
– Асту унта, хулара шух каччăсем йышлă. Сан пек чечек çине аслăрах арçынсем те куç хывĕç. Чысна нимрен ытла упра, – ăс пачĕ ăна ăсатнă чух амăшĕ.
Хусан Маруçа шавлă урамсемпе кĕтсе илчĕ. Вокзалтах çĕр каçкаларĕ малтанхи вăхăтра. Кунсерен ĕç шырарĕ те тупрĕ. Предприяти пуçлăхĕ общежитие те вырнаçтарчĕ. Ĕçĕ лайăх, аван тÿлеççĕ, анчах йывăр. Каçпа киле таврăнсан халтан кайнипе хĕр тÿрех вырăн çине тÿнет. Пÿлĕмре пурăнакан юлташĕсем каçхи апата чĕннине те илтмест. Канмалли кунсенче çеç вĕсемпе тăраниччен калаçать.
– Маруç, эсĕ какая, ытти ĕçме-çимене патшалăх лавккисенче ан туян, – ăс парать шатра питлĕ Тарук. – Хаклă унта вĕсем. Хуларан инçех мар апат-çимĕç сутакан ятарлă пасар пур. Унта продуктăсем самай йÿнĕрех. Эпир пурте çавăнта çÿретпĕр. Укçана перекетлесе моднăй кĕпесем çĕлеттертĕмĕр. Хулара пурăнма пĕлес пулать.
Унтан хĕрсем пасара мĕнле автобуспа çитмеллине ăнлантарчĕç те пляжа хĕвелпе хĕртĕнме кайрĕç. Маруç капрун михĕрен çĕленĕ пысăках мар сумка илчĕ те çав пасара васкарĕ.
Автобус хуларан тухрĕ те асфальтлă çулпа йăрă чупрĕ. Çул хĕррипе лартнă йывăçсем çине пăхнă май хĕр шухăша путрĕ. «Ах, шур пикесем, савнисĕр ытла та пурнăç кичем. Ăçта çÿрет-ши ман чун савни?» Пулнă унăн, пулнă шкулта вĕреннĕ чухнех куç хывни. Ял каччиех. Ав çав хурăнсем пек яштака Ванюк. Çавăнпах хĕр ытти каччăсене те сивленĕ. Маруçран икĕ çул аслăрах пулнипе Ванюк шкула икĕ çул маларах пĕтерчĕ те ялтан кайрĕ. Маруç ăна хăй юратăвĕ çинчен систерме те ĕлкĕреймерĕ. Ванюк кайсан ăна тĕнче сÿннĕн туйăнчĕ, клуба та тухми пулчĕ. Çĕрĕпе юратнă çын çинчен шухăшларĕ, ĕмĕтленчĕ, хăçан та пулсан тĕл пуласса шанчĕ. Те Турă пулăшрĕ, те шăпи çапларах килсе тухрĕ, вĕсем тĕл пулчĕç. Тата еплерех…
Маруç хăйне мĕн кирлине туянчĕ те пасар кĕрлевĕнчен хăпса автобус чарăнăвне васкарĕ. Салонра ик-виç çын çеç. Пĕр ларкăч çинче хаклă костюм тăхăннă çын шĕлепкипе питне хупланă та кантăк çине пуçне тайса курăс хуппи турттарать. Аллинче витĕр курăнакан полиэтилен пакет. Ун ăшĕнчи çĕр долларлăх укçа тÿрех Маруç куçне тирĕнчĕ. Хĕр çав çынна хирĕç ларчĕ те ют çĕршыв укçи çинчен куçне ниепле те илеймест. «Эх, çак çĕр доллар манăн пулсан, аттене кирлĕ эмелсем туянса парăттăм та пĕр хуйхă пĕтĕччĕ», – шутларĕ пике. Хăй те сисмерĕ, унăн алли пакет ăшне шăвăнчĕ, пÿрнисем хаклă хута хĕстерчĕç. Аллине кăларса та çитернĕччĕ, ал тунине вăйлă та çирĕп пÿрнесем хĕскĕчĕ пек çатăрларĕç. Хирĕç ларакан çын шĕлепкине хыврĕ те икĕ сенкер куç Маруçа пăталарĕç. Çан-çурăм сÿлетрĕ.
– Ай-яй-яй! Епле намăс мар сана, çамрăк пике, çын укçине вăрлама? Хуравла халех.
Маруç пичĕ самантрах кĕренленчĕ. Чĕрнепе тĕкĕн – юн пĕрĕхсе тухĕ. Пĕр пĕлмен çын пулсан татахчĕ. Ун умĕнче вăл савнă Ванюк ларать. Пуçĕнче çавра çил пек шухăшсем пăтранчĕç, ашшĕ каланисем аса килчĕç. «Хĕрĕм, килпетсĕр ĕçе суяпа тÿрре кăларма ан тăрăш. Суялăх кирек камăн чысне те тĕп тăвать», – тетчĕ ăна ашшĕ. Хĕр хăйне алла илчĕ.
– Мĕн, Ванюк, эсĕ халĕ мана милици аллине паратăн-и е каçаратăн?
– Ак тамаша, ман ята та пĕлет çак вăрăскер, – тĕлĕнчĕ Ванюк.
– Пĕлетĕп. Эпир пĕр ялсемех, пĕр шкултах вĕреннĕ. Ял пирĕн пысăк, эпĕ пĕр вĕçĕнче, эсĕ – тепринче пурăннă, шкулта çеç пĕр-пĕринпе курнăçнă. Ытла та яка тумпа, ху чăнкине кăтартма долларсене те витĕр курăнакан пакетра чиксе çÿретĕн…
– Чим, Митрюк Карачăмĕн хĕрĕ Маруç мар-и эсĕ?
– Тавтапуçах, хăть ята манман.
– Маруç, ытла та хÿхĕмленсе кайнă эсĕ. Санăн аçу та, аннÿ те ялта сумлă çынсем, мĕнле терт хĕтĕртрĕ-ха сана ман сумкăна кĕме?
– Эх, Ванюк, камшăн çĕр çинче çăтмах, камшăн – тамăк. Атте чирлесе тăрать, çавна пулăшас тесех илĕртÿллĕ çĕр доллар патне алă тăсăлчĕ. Вăрă ĕçĕпе çыхăннă тесе ан шутла. Эпĕ ĕçлетĕп, укçине те аванах илетĕп, пурпĕрех нухрат çитмест, укçан пысăк пайĕ шăллăмсемпе йăмăксене ура çине тăратма кайса пырать. Ванюк, пĕл, эпĕ халиччен çын япалине те, пĕр пусне те вăрламан, – ĕсĕклесех макăрса ячĕ хĕр. Ванюк унпа юнашар ларчĕ те Маруçа пуçĕнчен ачашларĕ.
– Ме, ил ик çĕр доллар Карачăм пиччене сиплеме…
– Э! Çук, илместĕп. Ман чуна лăплантарма эсĕ ху çинчен каласа пар. Сан пек пуян каччăна хула хĕрĕсем хусахра хăварман пуль-ха? – тĕмсĕлсе пăхрĕ Ванюка куçĕнчен Маруç. Хăй савнă çын авланманнине тем пекех пĕлес килчĕ унăн.
Каччă Хусана çитиччен хăй çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вăл шкул пĕтернĕ хыççăнах автотранспорт техникумне кĕнĕ те ăна пĕр çултах вĕçленĕ, экстернлă майпа экзамен парса хĕрлĕ диплом илнĕ. Унтан çăмăл машинăсем сутакан лавккана ĕçе кĕнĕ. Менеджер вăл, пысăк укçа илет. Çемье çавăриччен йăва çавăрма укçа пухнă та икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Халĕ çăмăл машина туянма укçа пухать.
Автобус чарăнăвĕнче иккĕш те анса юлчĕç. Кăштах калаçса тăрсан уйрăлчĕç.
– Тепре куриччен, – йăл кулчĕ Ванюк.
– Темле çав, укçа вăррипе тĕл пулма хирĕçлемĕ-и кăмăлу?
– Ун çинчен ман, Маруç, ун çинчен никам та пĕлмĕ, – шантарчĕ Ванюк уйрăлас умĕн.
Унтанпа ик кун та иртмерĕ, каç енне пÿлĕмĕн алăкне такам шаккарĕ. Ирĕк паричченех пÿлĕме Ванюк кĕрсе тăчĕ. Хĕр-тантăшĕсем тÿрех ăнланчĕç те пÿлĕмрен тухрĕç.
– Эсĕ, хÿхĕм вăрă, долларпа пĕрле ман чун-чĕрене те вăрларăн. Пултараймастăп сансăр пурăнма. Çĕркаç хваттерти пÿлĕмсем тăрăх Америкăна çитмелĕх утрăм пуль. Тух мана качча, пул ман мăшăрăм, – тархасларĕ Ванюк.
Маруç шухăша кайрĕ. «Пÿрни çынна çитетех-мĕн. Пĕлмест вĕт Ванюк эпĕ ун çинчен мĕн чухлĕ шухăшланине, чĕрене çунтарнине. Турă та пире пĕрлештересшĕн пулас».
– Килĕшетĕп, – терĕ хĕр шăппăн. Хăй çав самантрах хĕрелсе кайрĕ. Ку вăл намăс писевĕ мар, савăнăç кĕренĕ пулчĕ.

CăvašLa:

Jalta şitĕnse pyrakan hĕrupraşsencen Mitruksen Maruşne şitekenni şuk. Jeple savmăn-ha şinşe pilĕklĕ, jărăs püllĕ, tulli kăkărlă hĕre? Kulli tata mĕne tărat’: ik pitşămarti te ilemlĕn putat’ te pajtahlăha asra julat’. Kalaşăvĕ te šănkărtatsa juhakan şălkuş jevĕr, cĕlhi te şepĕş. Pajtah jĕkĕt un şumne «şypşănma» hătlannă – pĕrin te ĕş ănman. Temšĕn sivlenĕ văl jal kaccisene, ăna nikam ta pĕlmest. «Ytla ilemlĕ pulnipe hăjne măna hurat’», – tenĕ Maruş juratăvne nijeple te şĕnse ilejmen jĕkĕtsem. Kĕvĕş cunlă hĕr-tantăšĕsemšĕn şakă cuhah kilnĕ – temle te hurlană vĕsem mattur hĕre.

Şemji vĕsen pysăk. Mitruksen şicĕ aca üset. Ci asli – Maruş. Vun pĕr klass hyşşăn ĕne fermince ikĕ şul tar tăkrĕ, ukşa ilse kurajmarĕ. Aššĕ-amăšpe kanašlarĕ te hăj telejne hulara tupma šut tytrĕ. Ĕmĕt pur-tăk – şyn şunatlă-şke.

– Astu unta, hulara šuh kaccăsem jyšlă. San pek cecek şine aslărah arşynsem te kuş hyvĕş. Cysna nimren ytla upra, – ăs pacĕ ăna ăsatnă cuh amăšĕ.

Husan Maruşa šavlă uramsempe kĕtse ilcĕ. Vaxaltah şĕr kaşkalarĕ maltanhi văhătra. Kunseren ĕş šyrarĕ te tuprĕ. Preprijattĭ puşlăhĕ opşešittĭje te vyrnaştarcĕ. Ĕşĕ lajăh, avan tüleşşĕ, ancah jyvăr. Kaşpa kile tavrănsan haltan kajnipe hĕr türeh vyrăn şine tünet. Pülĕmre purănakan jultašĕsem kaşhi apata cĕnnine te iltmest. Kanmalli kunsence şeş vĕsempe tăraniccen kalaşat’.

– Maruş, esĕ kakaja, ytti ĕşme-şimene patšalăh lavkkisence an tujan, – ăs parat’ šatra pitlĕ Taruk. – Haklă unta vĕsem. Hularan inşeh mar apat-şimĕş sutakan jatarlă pasar pur. Unta protuktăsem samaj jünĕreh. Epir purte şavănta şüretpĕr. Ukşana pereketlese motnăj kĕpesem şĕlettertĕmĕr. Hulara purănma pĕles pulat’.

Untan hĕrsem pasara mĕnle avtopuspa şitmelline ănlantarcĕş te pl’aša hĕvelpe hĕrtĕnme kajrĕş. Maruş kaprun mihĕren şĕlenĕ pysăkah mar sumkkă ilcĕ te şav pasara vaskarĕ.

Avttopŭs hularan tuhrĕ te asfal’tlă şulpa jără cuprĕ. Şul hĕrripe lartnă jyvăşsem şine păhnă maj hĕr šuhăša putrĕ. «Ah, šur pikesem, savnisĕr ytla ta purnăş kicem. Ăşta şüret-ši man cun savni?» Pulnă unăn, pulnă škulta vĕrennĕ cuhneh kuş hyvni. Jal kaccijeh. Av şav hurănsem pek jaštaka Van’uk. Şavănpah hĕr ytti kaccăsene te sivlenĕ. Maruşran ikĕ şul aslărah pulnipe Van’uk škula ikĕ şul malarah pĕtercĕ te jaltan kajrĕ. Maruş ăna hăj juratăvĕ şincen sisterme te ĕlkĕrejmerĕ. Van’uk kajsan ăna tĕnce sünnĕn tujăncĕ, klupa ta tuhmi pulcĕ. Şĕrĕpe juratnă şyn şincen šuhăšlarĕ, ĕmĕtlencĕ, hăşan ta pulsan tĕl pulassa šancĕ. Te Tură pulăšrĕ, te šăpi şaplarah kilse tuhrĕ, vĕsem tĕl pulcĕş. Tata jeplereh…

Maruş hăjne mĕn kirline tujancĕ te pasar kĕrlevĕncen hăpsa avttopăs carănăvne vaskarĕ. Salonra ik-viş şyn şeş. Pĕr larkăc şince haklă kost’um tăhănnă şyn šĕlepkipe pitne huplană ta kantăk şine puşne tajsa kurăs huppi turttarat’. Allince vitĕr kurănakan polettilen pakkett. Un ăšĕnci şĕr tollărlăh ukşa türeh Maruş kuşne tirĕncĕ. Hĕr şav şynna hirĕş larcĕ te jut şĕršyv ukşi şincen kuşne nijeple te ilejmest. «Eh, şak şĕr tollăr manăn pulsan, attene kirlĕ emelsem tujansa parăttăm ta pĕr hujhă pĕtĕccĕ», – šutlarĕ pike. Hăj te sismerĕ, unăn alli pakkett ăšne šăvăncĕ, pürnisem haklă huta hĕstercĕş. Alline kălarsa ta şiternĕccĕ, al tunine văjlă ta şirĕp pürnesem hĕskĕcĕ pek şatărlarĕş. Hirĕş larakan şyn šĕlepkine hyvrĕ te ikĕ senker kuş Maruşa pătalarĕş. Şan-şurăm sületrĕ.

– Aj-aj-aj! Jeple namăs mar sana, şamrăk pike, şyn ukşine vărlama? Huravla haleh.

Maruş picĕ samantrah kĕrenlencĕ. Cĕrnepe tĕkĕn – jun pĕrĕhse tuhĕ. Pĕr pĕlmen şyn pulsan tatahcĕ. Un umĕnce văl savnă Van’uk larat’. Puşĕnce şavra şil pek šuhăšsem pătrancĕş, aššĕ kalanisem asa kilcĕş. «Hĕrĕm, kilpetsĕr ĕşe sujapa türre kălarma an tărăš. Sujalăh kirek kamăn cysne te tĕp tăvat’», – tetcĕ ăna aššĕ. Hĕr hăjne alla ilcĕ.

– Mĕn, Van’uk, esĕ halĕ mana milizzĭ alline paratăn-i je kaşaratăn?

– Ak tamaša, man jata ta pĕlet şak vărăsker, – tĕlĕncĕ Van’uk.

– Pĕletĕp. Epir pĕr jalsemeh, pĕr škultah vĕrennĕ. Jal pirĕn pysăk, epĕ pĕr vĕşĕnce, esĕ – teprince purănnă, škulta şeş pĕr-pĕrinpe kurnăşnă. Ytla ta jaka tumpa, hu cănkine kătartma tollărsene te vitĕr kurănakan pakkete cikse şüretĕn…

– Cim, Mitruk Karacămĕn hĕrĕ Maruş mar-i esĕ?

– Tavtapuşah, hăt’ jata manman.

– Maruş, ytla ta hühĕmlense kajnă esĕ. Sanăn aşu ta, annü te jalta sumlă şynsem, mĕnle tert hĕtĕrtrĕ-ha sana man sumkkăna kĕme?

– Eh, Van’uk, kamšăn şĕr şince şătmah, kamšăn – tamăk. Atte cirlese tărat’, şavna pulăšas teseh ilĕrtüllĕ şĕr tollăr patne ală tăsălcĕ. Vără ĕşĕpe şyhănnă tese an šutla. Epĕ ĕşletĕp, ukşine te avanah iletĕp, purpĕreh nuhrat şitmest, ukşan pysăk pajĕ šăllămsempe jămăksene ura şine tăratma kajsa pyrat’. Van’uk, pĕl, epĕ haliccen şyn japaline te, pĕr pusne te vărlaman, – ĕsĕkleseh makărsa jacĕ hĕr. Van’uk unpa junašar larcĕ te Maruşa puşĕncen acašlarĕ.

– Me, il ik şĕr tollăr Karacăm piccene sipleme…

– E! Şuk, ilmestĕp. Man cuna lăplantarma esĕ hu şincen kalasa par. San pek pujan kaccăna hula hĕrĕsem husahra hăvarman pul’-ha? – tĕmsĕlse păhrĕ Van’uka kuşĕncen Maruş. Hăj savnă şyn avlanmannine tem pekeh pĕles kilcĕ unăn.

Kaccă Husana şiticcen hăj şincen kĕsken kalasa pacĕ. Văl škul pĕternĕ hyşşănah avttătranspărt tehnĕkkămne kĕnĕ te ăna pĕr şultah vĕşlenĕ, externăllă majpa examăn parsa hĕrlĕ tiplom ilnĕ. Untan şămăl maššinăsem sutakan lavkkana ĕşe kĕnĕ. Menătšăr văl, pysăk ukşa ilet. Şemje şavăriccen jăva şavărma ukşa puhnă ta ikĕ pülĕmlĕ hvatter tujannă. Halĕ şămăl maššină tujanma ukşa puhat’.

Avttopăs carănăvĕnce ikkĕš te ansa julcĕş. Kăštah kalaşsa tărsan ujrălcĕş.

– Tepre kuriccen, – jăl kulcĕ Van’uk.

– Temle şav, ukşa vărripe tĕl pulma hirĕşlemĕ-i kămălu?

– Un şincen man, Maruş, un şincen nikam ta pĕlmĕ, – šantarcĕ Van’uk ujrălas umĕn.

Untanpa ik kun ta irtmerĕ, kaş jenne pülĕmĕn alăkne takam šakkarĕ. Irĕk paricceneh pülĕme Van’uk kĕrse tăcĕ. Hĕr-tantăšĕsem türeh ănlancĕş te pülĕmren tuhrĕş.

– Esĕ, hühĕm vără, tollărpa pĕrle man cun-cĕrene te vărlarăn. Pultarajmastăp sansăr purănma. Şĕrkaş hvatterti pülĕmsem tărăh Amerĭkkăna şitmelĕh utrăm pul’. Tuh mana kacca, pul man măšărăm, – tarhaslarĕ Van’uk.

Maruş šuhăša kajrĕ. «Pürni şynna şiteteh-mĕn. Pĕlmest vĕt Van’uk epĕ un şincen mĕn cuhlĕ šuhăšlanine, cĕrene şuntarnine. Tură ta pire pĕrlešteresšĕn pulas».

– Kilĕšetĕp, – terĕ hĕr šăppăn. Hăj şav samantrah hĕrelse kajrĕ. Ku văl namăs pisevĕ mar, savănăş kĕrenĕ pulcĕ.


Пахчари Кушак ][ Анатолий Кибеч / Anattolĕj Kipec

Кĕтмен çĕртенех пахчаçă пулса тăтăм. Çынсем мĕн тунине кура-курах вĕренетĕп. Халĕ эпĕ туман ĕç те çук. Тимĕр пăрăх касса сыпасси те ним те мар. Кăçал ав пĕчĕк пÿрт лартма шут тытрăм. Иртен пуçласа каçченех хам пĕлнĕ пек каскалатăп, савалатăп, пăта çапатăп. Вăхăт çитсен кăнтăрлахи апата ларатăп.

Апачĕ пĕр майлăрах ĕнтĕ. Икĕ çăмарта, сĕт, тепĕр чух кăлпасси татăкĕ. Курăк ярса чей вĕрететĕп. Хăяр, улма-çырла…

Акă паян та апат вăхăчĕ çитрĕ. Пăсма пуçланă кивĕ дачăна кĕретĕп. Пăхатăп, апат хутаççи çук-мĕн. Тем чул шырасан та тупаймарăм. Типе пуçланă çăкăр таткипе хăяр илтĕм те тухрăм.

Хамран инçех мар дача лартнă Аркадий иртсе пырать.

– Ниепле те тавçăрса илейместĕп-ха. Кăнтăрлахи апатсăр тăрса юлтăм вĕт. Сĕтел çинчех выртатчĕ. Таçта кайса кĕнĕ-çке, – тетĕп.

– Йĕке хÿресем пуль. Çавсем ытла чăрсăр, – тет Аркадий.

– Ну, калăпăр, кăлпасси таткине çисе янă-ха вĕсем. Çăмартисем ăçта-ха, çинĕ пулсан хупписем пулмалла-çке.

– Чăмăрлах илсе кайма та пултарнă.

– Çăмарта вăл çаврака та яка вĕт-ха, йĕке хÿре мĕнле сĕтĕртĕр ăна.

– Э-э, вĕсем тавçăруллă. Пĕри çурăм çине выртать те çăмартана хăй çине хурать, тепри ăна хÿринчен туртать, шăтăкалла сĕтĕрет, – хăйĕннех перет Аркадий.

Тĕлĕнсех кайрăм. Ун пек каланине халиччен илтменччĕ.

Ну, юрĕ. Ĕçе тытăнтăм. Кăштах тăрсан хăма илме тесе кивĕ дача айккинелле кайрăм. Куратăп, ман хутаç вырта парать. Чăрмаласа çурса пĕтернĕ. Кăлпасси çук. Çăмартисем хутаçрах.

– Мĕне пĕлтерет-ха ку? Мĕнле майпа ман хутаç кунта çитсе выртнă вара (Çук, капла юрамасть, – калаçатăп хампа хам.

Тепĕр кун кăнтăр апатне хутаçран кăларса çăкăр хумалли тимĕр ещĕке вырнаçтартăм. Самай ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн апат çиме тесе кĕтĕм. Пăхатăп – ещĕк уçах. Кăлпасси каллех çук. Ещĕке хупма маннишĕн хама ÿпкелешсе илтĕм те мĕн пуррине çикелесе лăплантăм.

– Чим-ха, ыран лайăхрах сăнам. Кам хуçаланать-ха пахчара?

Тепĕр кун вăхăтран-вăхăта кантăк витĕр пăхкаласа тăтăм. Ак тамаша. Çăкăр хумалли тимĕр ещĕк çинче пĕр кăвак кушак лара парать. Малти урисемпе чăрмала-чăрмала ещĕке уçрĕ те…

Чăтса тăраймарăм, чупса кĕтĕм. Ним те шарламасан каллех апатсăр тăрса юлма пулать.

Кушак маччаналла тапса сикрĕ.

Тепĕр кун апат хутаççине ĕç хатĕрĕсем выртакан ещĕке хурас терĕм. Шанчăклă. Кушак та туртса уçас çук. Отпуск вĕçлениччен ĕлкĕресчĕ тесе çине тăрсах ĕçлетĕп. Кивĕ дачăра кĕмсĕрт! туни илтĕнсе кайрĕ. Кĕретĕп. Леш ещĕкре темскер шакăртатать. Туртса уçма ĕлкĕртĕм кăна, кушак ухă йĕппи пек сирпĕнсе тухса тарчĕ.

Ещĕк тавра пăхкалатăп, нимле шăтăк та çук. Ăна хупсан айккинчен пĕр пĕчĕк çурăк кăна тăрса юлать. Мĕнле хĕсĕнсе кĕме пултарнă-ха? Кăлпасси шăршине сиссен тем тума та хатĕр иккен.

Тепĕр тесен, пахчара пурăнакан кушака та ăнланма пулать. Веçех хăйĕн тăрăшмалла. Пурнăçшăн кĕрешмелле. Ман та унтан юлас килмерĕ. Текех апат хутаççине тимĕр витрене хурса çиелтен йывăр япалапа пусарма тытăнтăм.

Леш яштака кăвак кушака дача патĕнче тата темиçе хутчен те куртăм. Хăрарĕ пулас. Текех килми пулчĕ.

Ĕçленĕ чух пуçа темле шухăш та пырса кĕрет. Хăюллă кушак та аса киле пуçларĕ. Çуркунне дача алăкĕ умĕнче пĕр-ик хутчен хырăмне çурса янă йĕке хÿре виллисене асăрханăччĕ. Тавçăрса илтĕм. Çак кушакăн ырă ĕçĕ вĕт-ха ку.

– Çук, капла юрамасть. Ырă тăвакана ырăпах тав тăвасчĕ-ха.

Малашне хам апатран кăшт уйăрса кушака парса хăварма тытăнтăм. Каллех пыма пуçларĕ. Пĕрне-пĕри хăнăхса çитрĕмĕр. Туслă тесен те юрать.

Августа Степанова: Ÿкĕнÿ

Верăна усал хыпар пĕлтерчĕç. Хулана ĕçпе кайнă ашшĕпе амăшĕ аварие çакланнă. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă…

Кăшкăрса макăрчĕ хĕр ача. “Çук, ĕненместĕп! Ирхине мана юратса хăварчĕç. “Кĕçех таврăнăпăр”, – терĕç. Апла пулсан паян атте-аннене куратăпах”, – терĕ хĕр ача хăйне лăплантарса.Малаллине вулас

Николай Ишентей: Вутлă самана паттăрĕ

Пĕчĕк Петюкпа ватă аслашшĕ Çĕнтерÿ уявне каяççĕ. Утти-чуппи иккĕшĕн икĕ тĕрлĕ: пĕри – чипер ача чуппипе, тепри вăрăм ĕмĕр уттипе пыраççĕ.
– Пĕрре – Петюк, иккĕ – иук, виççĕ-тăваттă – марш! – салтак вăййи выляса, утăм сăвви каласа командир пек малта пырать Петюк.
– Пĕрре – кăштăрт, иккĕ – кăштăрт, хăштик-хаштик – ах! – ватлăх нушине сиресле, чун хавалне ĕненсе хыçалта лăкăштатать старик.
Çапах та аптăрамасть-ха вăл, мĕн пур вăй-халне пухса тикĕс утăмсем тума тăрăшать. Мăнукĕ хыççăн чиперех таплаттарать. Ватă салтакăн кăкăр тулли орден-медалĕ чăнкăртатса çемĕллĕ сасă кăларать: тĕнкĕлтик, тĕнкĕлтик, хыçа ан юл, хăшăлтик. Çÿреме хаваслă та, ах, анчах, çăмăл ача сиккине утса-çитсе пулмасть-çке!
Акă икĕ салтак – пĕчĕккипе ватти – чул палăк тĕлне çитрĕç.
– Асатте, кам ку? – ыйтать Петюк.
– Çĕнтерÿçĕ салтак вăл, – ăнлантарать аслашшĕ.
– Чулран тунăскер çирĕп ĕнтĕ, çавăнпа тăшмана çĕнтернĕ пулинех, – хăй шухăшне пĕлтерет ача.
– Çук, мăнукăм, вутлă самана салтакĕ тата çирĕпрех пулнă.
– Чул палăк ăçтан çынран çирĕпрех пултăр? – ĕненмест ача.
– Эх, Петюк! Пирĕн ăрăвăн шăпи çапла килчĕ – çирĕп пулма, чăтма тиврĕ. Çапăçура пуç хуни чылай пулчĕ, çапах Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме пултартăмăр.
Петюк ватă аслашшĕнчен тата тем те пĕр çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анчах старике тантăшĕсем – хăй пекех шурă çÿçлĕ кăштăр-кăштăр ватăсем – сырса илчĕç. Шавлă калаçу пуçланчĕ. Тертлĕ те асаплă йывăрлăх витĕр тухнăскерсен кашниннех мĕн те пулин каламалли пур.
Вăрçă ветеранĕсен аса илĕвне итлесен Петюк йăлтах ăнланчĕ: çĕнтерÿçĕ салтаксем чулран та, тимĕртен те çирĕпрех пулнă. Вĕсем çĕр çинче те, шывра та, сывлăшра та паттăрлăх кăтартнă. Çавăнпа хаяр тăшмана çĕнтернĕ.
Паттăрлăх – вилĕмсĕр. Вăл çынсен асĕнче пурăнать, чул палăк пулса хăй чăнах та çут тĕнчере пуррине аса илтерет. Вутлă самана алăкĕ тек нихăçан та ан уçăлтăр тесе ĕмĕрлĕх хуралта тăрать вăл.
Митинг вĕçленчĕ. Çынсем саланма пуçларĕç. Петюкпа аслашшĕ те киле таврăнаççĕ.
– Пĕрре – паттăр, иккĕ – паттăр, нумай паттăр пур! – пÿрне хуçса шутлать Петюк ватă салтаксене.
– Ĕмĕр вăрăм, кун кĕскелчĕ. Йыш чакать çав. Ах! – хуравлать аслашшĕ.

*