Мускав Кремлĕн башни

Юрий Сементер: Раççей Федераци Гимнĕ

Юрий Сементер çыравçă.

Юрий Cементер — поэт, çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ… Тĕплĕнрех →



Раççейĕмĕр — пирĕн сăваплă патшалăх,
Раççейĕмĕр — эсĕ ялан чĕрере.
Чысу, хисепÿ сан — тĕнче ăмсанмалăх,
Яту çĕкленет ĕмĕртен ĕмĕре!

Чаплă, мухтавлă пул, ирĕк Раççейĕмĕр,
Пирĕн тĕрек — тăванла туслăхра.
Халăх ăс-хакăлĕ — çутă тивлетĕмĕр!
Савăн, çĕршыв! Пирĕн шанăç санра!

Малаллине вулас

Эмине: Атте-анне чĕлхипе

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.

Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.

Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!

Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.

Пайтул: Халал

Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,
Тăлăп тăхăн, хăна.
Сивĕнмест-ха çын чунĕ
Хĕл сиввишĕн кăна.

Чăвашпа чăваш пултăр
Çывăх тус та юлташ.
Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,
Усалпа ан аташ.

Çак сăмах — ман йыхравăм,
Çак сăмах — ман халал.
Çак сăмах — ман ялавăм,
Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.

 

Пайтул: Эпир чăваш йăхĕнчен

Хура курак ялан хура, —
Шуратса пĕтерес çук.
Тăшман тени ялан кăра, —
Хăраса тарассăм çук.

Хăраса пурăнар мар, —
Эпир хамăр çĕр çинче…
Пуç усса пурăнар мар, —
Эпир чăваш йăхĕнчен.

Урхамаха йĕнерлер те
Тăшмана хирĕç каяр.
Çут хĕçе çӳле çĕклер те
Тăшмана йăлт тĕп тăвар.

Ăнлантаркăч

1937 çулта Ишек ялĕнче 90 çулхи Пархиле Федоров старикрен П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.

Пайтул: Чăваш тăшманĕ пĕтмелле

Ялтан тухса, мăн Атăл хĕррипе
Урхамаха сиктертĕм васкатса.
Кĕрешĕве чĕнеп чăвашсене, —
Хĕçе çĕклерĕм, ĕмĕт çуратса.

Вăрмансенче те аслă хирсенче
Хăравçă кайăк пек пытанар мар.
Ытарайми чăваш çĕршывĕнче,
Чăваш çынни, сассуна пар!

Кала эс хыттăн: “Эпĕр чура мар.
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле!”
Чăваш çынни, хăватлăн сасă пар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!

Чăваш çынни, тăван, хастар пулар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!
Чăваш çылнни, халь курăр, чура мар,
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле.

Ăнлантаркăч
1935
çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильин ватă юрăçăран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. П.Ф. Филиппов ăна 1991 çулта “Вучах” хаçат редакцине, Юхма Мишши патне упрама, май пулсан, пичетлеме ярса панă. Юхма Мишши архивĕнче упранать. 

Пайтул: Ej Şilsem

Ej, şilsem, kăra şilsem,
Ăşta kăna şitmestĕr-shi?..
Ăşta kăna pulmastăr-shi?..
Atăl şince vĕşetĕr –
Humsem hyşşăn cupatăr,
Kimĕsene silletĕr.
Ej, şilsem, kăra şilsem,
Sirĕnpe ep pyrăttăm,
Şunat sarsa vĕşĕttĕm.
Atăl şince, sir şince
Carlan pek ep cămăttăm,
Irĕkre ep şürĕttĕm.
Ej, şilsem, kăra şilsem,
Ma esir jĕretĕr-shi?..
Ma cuna kasatăr-shi?..

Ăнлантаркăч
1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ. Валем Ахун пухса хатĕрленĕ “Палнай” кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ.