‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs

Пĕр блоггер Геннадий Айхи пухса кăларттарнă Чăваш литературин анталогийĕнче хăйне тĕлĕнтерекен, туйăм вăратакан сăвăпа паллашать. Спиридон Михайлов çырнă сăвă ăна Морокко юрăçин сăввине аса илтерет. Çакă каçăпа усă курса паллашма пулать: ‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs Спиридон Михайловăн сăввине асăнса хăварсан та лайăх: Юнкă Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван […]

Çпирка школĕ

Спиридон Михайлович тăван халăхшăн, унăн литературишĕн, историпе-этнографийĕшĕн калама çук пархатарлă ĕçсем туса хăварнă. Унăн чĕринче яланах тăван халăха аслă вырăс халăхĕпе çывăхланас, хут вĕрентсе çутта кăларас, вырăссен пуян культурипе паллаштарас, вырăс культури витĕмĕпе вара чăвашсене ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхрен хăтарас ĕмĕт-шухăш вĕресе тăнă.

Дмитрий пиччĕшĕ каласа панă тăрăх, пĕррехинче вăл яла хăй алăпа çырса ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ чăвашла букварь, хут, кăранташсем
илсе килнĕ те ашшĕ килĕнче кÿршĕри темиçе ачана Микола шăллĕпе
хут вĕрентме пуçлать. Ялта вара çакна «Çпирка школĕ» теме пуçлаççĕ.

Хăйсен ялĕнчех вулама-çырма вĕреннине курма Литуш Михали патне кÿршĕ-аршă та пухăннă, тĕлĕннĕ, çап-çамрăк учитĕле çăвара карса итленĕ. Кайран та Спиридон Михайлович ялти çамрăксене хăй патне вĕренме чĕннĕ. Ун патне час-часах çÿрнисем вулама-çырма самаях вĕренсе çитнĕ пулнă, иккĕшĕ Чикмере вĕренсе, яла учитель пулса ĕçлеме кайнă.

Вăл ăсласа хатĕрленĕ букварь ашшĕ килĕнче турăш хыçĕнче упраннă.

Ăна Дмитрий пиччĕшĕ кайран учитĕльсене кăтартнă. 1840-1850 çулсенче Чăвашра пирвайхи шкулсем уçма пуçласан, Спиридон Михайлович Етĕрне ялĕсенчи, çавăн пекех Чемейри шкулсене уçассишĕн чылай вăй хунă. Вăл хăй вăхăтĕнчи çынсемшĕн чăннипех те чи ырă тĕслĕх пулнă. Ваттисем те унăн кашни сăмахне ырласа тăнланă. Унтан илтнĕ сăмах каларăшĕсене ялйышра халĕ те астăваççĕ тата унăнах тесе шутлаççĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: «Тăван чĕлхÿне маниччен хăвăн ятна ман». «Çын ăслă калаçма, лайăх вулама, илемлĕ çырма, хăвăрт шутлама пĕлтĕр». «Нумай чĕлхе пĕлни ăса нумайлатать». «Икĕ чĕлхе-икĕ ăс, виçĕ чĕлхе-виçĕ ăс». «Чăвашпа чăвашла калаç, вырăспа вырăсла калаç, çармăçпа çармăçла калаç». «Асли ăслă мар, ăсли аслă». «Упа вăйлă, анчах этем ăслă, çавăнпа этем упаран вăйлăрах» т.ыт.те.
(Муркаш рай-чи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат, 1972 ç.,5-мĕш №.).

Халăхра çакăн пек ырă сăмах та юлнă. Каланă тăрăх кантур таврашĕнче хут ĕçĕпе пурăннă май, Спиридон Михайлович 1842 çулта Шурча вăрçине тата 1852 çулта Ёлкăн ялĕнчи И.Цветков улпута вĕлерме хутшăннă хресченсене влаçсем умĕнче тÿрре тухма та пулăшнă пулать.

С.Михайловăн малтанхи вĕрентекенĕ, хăй каланă тăрăх, А.Писриев чиновник пулнă. Чăваш историне юратма чи малтан çав вĕрентнĕ. С.Михайлова наука çулĕ çине тухма вырăссен паллă археологĕ, этнографĕ тата нумизмачĕ П.Савельев та сахал мар пулăшнă.

Сидорова Наталья: Паллă ентешĕмĕр çуралнă ялта

Юпа уйăхĕн 18 – мĕш кунĕ. Иртнĕ каç çĕрĕпех çумăр çунă та, ĕнер çеç кăшт типсе илнĕ пек пулнă çулсем каллех шыв кÿлленчĕкĕсемпе витĕннĕ.Çулçă тăкса çаралса юлнă йывăçсем те, тăм тивсе сарăха пуçланă курăк та, таврари çуртсем те- пурте йĕп- йĕпе, шăнса хытнăн ĕнтĕркесе лараççĕ. Хĕвелĕ те çук тата. Йывăр пĕлĕтсем халь-халь çумăр тăкма хатĕр пек купаланса шăваççĕ…

Malalline VULA: http://vulacv.googlepages.com/pallăjentesh’m’rs’uralnjalta

Пирĕн ентеш С.М.Михайлов–Янтуш

Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →



Пирĕн ентеш С. М. Михайлов–Янтуш

Спиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Чикме уезĕнчи Мăн Сĕнтĕр вулăсĕнче, Юнкăпуç ялĕнче (хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ) хресчен кил – йышĕнче, 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Вăл çичĕ çултах ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă.

Малаллине вулас

Спиридон Михайлов: Хам М.В.Ломоносовăн пушмак тĕпĕ çеç пулсан та, пуçланă ĕçрен пăрăнас теместĕп…

«Чăваш йăхĕнчен тухнă тата аслă шкулсенче вĕренмен çын путлĕ япалана ăçтан çырайтăр?» – тесе ыйтанçи пулать мăнттайланнă вырăс тÿри – шари. Вырăс сăмахлăхĕн патриархĕ Михаил Васильевич Ломоносов та пулăç ачи кăна пулнă. В.Жуковский çыравçă каларăшле, вăл аслашшĕнчен çăка шăхăрчăк илсе юлнă, мăнукĕсене вара пальма шăхличсем парса хăварнă…
Çапла шутласа, эпĕ те, хам М.В.Ломоносовăн пушмак тĕпĕ çеç пулсан та, пуçланă ĕçрен пăрăнас теместĕп…»

Спиридон Михайлов: Юнкă

Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван кĕтес,
Ман сăпкана сиктернĕ çĕрĕм,
Сыв пул, сыв пул – чунпа йĕрсе
Эп сансăр тăлăх пулăп ĕмĕр.
Тăван çĕршывăм, сывă пул,
Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунĕ.
Таçти юта кайсан та, чун
Сире савса пĕр вĕçсĕр çунĕ.
Йăлт илсе каймĕ урхамах,
Юлать кунта ман пурнăç пайĕ.
Илсем ăна яланлăхах –
Ман чĕрене санпа çеç лайăх!

Спиридон Михайлов: Sarri Pattăr

Husan patshisem ĕlĕk aval căvashsen ĕnsi şince pekeh purănnă. Han tarşisem Căvash jalĕsene pĕr japala hăvarmicceneh şaratsa şürenĕ, ilemlĕ hĕrsene tytkăna ile-ile kajnă. Şav samanara Sarri jatlă pitĕ pysăk kĕletkellĕ te kalama şuk văjlă şyn purănnă. Ăna căvash pattărĕ tese hiseplenĕ.
Pĕrre şapla tutar saltakĕsem jala şĕmĕrtterse şiteşşĕ te Sarri pattărăn hitre hĕrne tytkăna ilse kajma tiraşşĕ.Sarri pattăr şakna sisse pĕr ushkăn şar puhat’. Săr hĕrrince vărmanta tutarsem tavrănassa syhlasa tărat’. Tutarsem pyrsa şitsessĕn Sarri kaccisem kĕtmen şĕrten sikse tuhaşşĕ te tutarsene vĕlerse pĕtereşşĕ, lavsene turtsa ileşşĕ. Sarri pattărăn hĕrne tytkănran hătaraşşĭ.