Тухни 37

37

1 Веселеил ситтим йывăçĕнчен саккун арчи тунă; унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă, çÿллĕшĕ чике çурă;

2 ăна шалтан та, тулашĕнчен те таса ылтăн сăрнă, ун тавра ылтăн кăшăл туса çавăрнă;

3 ун валли ылтăнран тăватă ункă шăратса тунă, вĕсене аялти тăватă кĕтессине çыпăçтарнă: икĕ ункине — унăн пĕр енне, икĕ ункине — унăн тепĕр енне.

4 Ситтим йывăçĕнчен каштасем тунă, вĕсене ылтăн сăрнă;

5 саккун арчине çĕклесе çÿремешкĕн унăн икĕ айккинчи ункăсене каштасем тăхăнтартнă.

6 Арча хупăлчине таса ылтăнран тунă: унăн тăршшĕ икĕ чике çурă, сарлакăшĕ чике çурă пулнă.

7 Ылтăнран икĕ херувим хывса-çапса тунă: вĕсене арча хупăлчин икĕ вĕçне туса лартнă,

8 пĕр херувимне — пĕр вĕçне, тепĕр херувимне тепĕр вĕçне туса лартнă; икĕ вĕçĕнчи херувимне те арча хупăлчинчен тухса тăнă пек тунă;

9 херувимсем çуначĕсене çÿлелле сарса тăнă, çапла çуначĕсемпе арча хупăлчине хупăрласа тăнă, пичĕсем тĕлме-тĕл пулнă; херувимсен пичĕ арча хупăлчийĕ çинелле пăхнă.

10 Ситтим йывăçĕнчен сĕтел тунă: тăршшĕ икĕ чике, сарлакăшĕ пĕр чике, çÿллĕшĕ чике çурă пулнă,

11 ăна таса ылтăн сăрнă, ун тавра ылтăн кăшăл çавăрнă;

12 ун тавра ывăç тупанĕ сарлакăш шакăлча туса çаврăннă, шакăлчи тавра ылтăн кăшăл тунă; 13 ун валли ылтăнран тăватă ункă шăратса тунă, вĕсене унăн тăватă кĕтессине, тăватă ури çумне çирĕплетсе лартнă;

14 сĕтеле каштапа çĕклесе çÿремешкĕн каштине чикмелли ункисем шакăлча çумĕнче пулнă;

15 сĕтеле çĕклесе çÿреме ситтим йывăçĕнчен каштасем тунă, вĕсене ылтăн сăрнă.

16 Унтан сĕтел çинче тыткаламалли савăтсем — тирĕксем, тĕтĕркĕчсем, ăсса ямалли куркасемпе чашăксем — тунă, вĕсене таса ылтăнран тунă.

17 Таса ылтăнран çутаткăç тунă, ăна хывса-çапса тунă; унăн туни пулнă, тунинчен турачĕсем, чечек чăмăрккисем, улмисем, чечекĕсем тухса тăнă;

18 унăн аяккинчен ултă турат тухса тăнă: çутаткăçăн виçĕ турачĕ — пĕр енчен, виçĕ турачĕ — тепĕр енчен;

19 пĕр турачĕ çинче миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулнă, тепĕр турачĕ çинче те миндаль чечекĕ евĕрлĕ виçĕ чечек чăмăркки, улми, чечекĕсем пулнă: çутаткăçран тухса тăракан пур ултă турачĕ çинче те çапла пулнă;

20 çутаткăç туни çинче вара миндаль чечекĕ евĕрлĕ тăватă чечек чăмăркки, улмисем, чечекĕсем пулнă;

21 тунаран тухса тăракан ултă туратăн малтанхи икĕ турачĕ айĕнче пĕр улма, тепĕр икĕ турачĕ айĕнче те пĕр улма, виççĕмĕш икĕ турачĕ айĕнче те пĕр улма пулнă;

22 улмисемпе турачĕсем унран тухса тăнă; çутаткăçа пĕтĕмпех таса ылтăнран, пĕр катрамран хывса-çапса тунă.

23 Ун валли таса ылтăнран çичĕ лампада, хĕскĕчсем, ăскăчсем тунă;

24 ăна, унăн мĕнпур хатĕр-хĕтĕрне пĕр талант таса ылтăнран тунă.

25 Ситтим йывăçĕнчен тĕтĕрмелли парне вырăнĕ тунă: унăн тăршшĕ пĕр чике, сарлакăшĕ пĕр чике, тăватă кĕтеслĕ, çÿллĕшĕ икĕ чике пулнă; унран мăйракисем тухса тăнă;

26 ăна — унăн çине те, йĕри-тавра аяккисене те, мăйракисене те — таса ылтăн сăрнă тата ун тавра ылтăн кăшăл туса çавăрнă;

27 кăшăлĕ айне икĕ кĕтессине икĕ ылтăн ункă туса хунă; тĕтĕрмелли парне вырăнне çĕклесе çÿреме каштасем чикмешкĕн вĕсене унăн икĕ енне тунă;

28 каштисене ситтим йывăçĕнчен тунă, вĕсене ылтăн сăрнă.

29 Тасалăх тивлечĕ кÿме сĕрекен мирă тунă, ырă шăршă тĕтĕрмелли таса хутăш хатĕрленĕ — çакна сĕрĕш тăвакан çыннăн ăсталăхĕпе тунă.

Тухни 33

33.

(1) Çÿлхуçа Моисее каланă: тапран, хăв та, эсĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухнă халăх та Эпĕ Авраама, Исаака тата Иакова «ăна санăн йăхна парăп» тесе тупа тунă çĕре кайăр;

(2) сан умăнтан [Хамăн] Ангелăма ярăп, Ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хăваласа ярăп,

(3) [вăл сире] сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре [илсе] çитерĕ; Хам Эпĕ, сире чурăс халăх пулнăран çул çинче пĕтерсе пăрахас мар тесе, сирĕн хушшăрта пымăп, тенĕ.

(4) Çакă хаяр сăмаха илтсессĕн, пĕтĕм халăх йĕрсе янă, пĕри те эрешĕсене çакмантăхăнман.

(5) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Моисее каланă: Израиль ывăлĕсене кала: эсир чурăс халăх; сирĕн хушшăрта пырас пулсассăн, Эпĕ сире пĕр самантра пĕтерсе пăрахăп; эппин, эрешĕрсене хăвăр çийĕртен хывăр; Эпĕ сире мĕн тумаллине курам, тенĕ.

(6) Израиль ывăлĕсем Хорив тăвĕ патĕнче хăйсен эрешĕсене хывса хунă.

(7) Моисей тапăр тулашне, тапăртан аякра, хăй валли чатăр лартнă, вăл ăна пуху чатăрĕ тенĕ; Çÿлхуçана шыракан кашни çынах тапăр тулашĕнче ларакан пуху чатăрне пынă.

(8) Моисей кĕлĕ чатăрне кайма тухсассăн пĕтĕм халăх ура çине тăнă, кашнийĕ, хăйĕн чатăрĕн алăкĕ умне тăрса, Моисей кĕлĕ чатăрне кĕрсе кайичченех ун хыçĕнчен пăхса тăнă.

(9) Моисей кĕлĕ чатăрне кĕрсессĕн, пĕлĕт юпа анса кĕлĕ чатăрĕн алăкĕ умне тăнă, вара [Çÿлхуçа] Моисейпе калаçнă.

(10) Кĕлĕ чатăрĕн алăкĕ умĕнче тăракан пĕлĕт юпана пĕтĕм халăх курса тăнă; пĕтĕм халăх ура çинче тăнă, кашнийĕ хăй чатăрĕн алăкĕ умĕнче кĕлтуса тăнă. пÇÿлхуçа Моисейпе куçакуçăн, туспала тус калаçнă пек, калаçнă; унтан Моисей тапăра таврăннă; ăна итлесе, ăна ĕçлесе тăракан Иисус вара — Нав ывăлĕ, яш ача — кĕлĕ чатăрĕнчен хăпман.

(12) Моисей Çÿлхуçана каланă: акă Эсĕ мана: ертсе кай çакă халăха, тетĕн, Эсĕ: «Эпĕ сана ятранах пĕлетĕп, эсĕ Манăн куçăм умĕнче ырăлăх тупрăн» терĕн пулин те, манпа пĕрле кама ярассине уçса памарăн;

(13) эппин, эпĕ Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, йăлăнатăп: Хăвăн çулна кăтартсам мана, Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупмашкăн эпĕ Сана пĕлсе çитем; астуха: çакă çынсем санăн халăхуçке, тенĕ.

(14) [Çÿлхуçа ăна] каланă: [сан умăнтан] Эпĕ Хам пырăп, сана канăçлăха илсе кĕрĕп, тенĕ.

(15) [Моисей] Ăна каланă: [пирĕнпе пĕрле] Эсĕ Хăв пымастăн пулсассăн, пире кунтан илсе те ан тух,

(16) эпĕ тата Санăн халăху Санăн куçу умĕнче ырăлăх тупнине эпир ăçтан пĕлĕпĕрха? Эсĕ пирĕнпе пĕрле пынинчен мари? ун чухне эпĕ тата Санăн халăху çĕр çинчи пур халăхран та чаплăрах пулăпăр, тенĕ.

(17) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Моисее каланă: Эпĕ эсĕ каланине тăвăп, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Манăн куçăм умĕнче ырăлăх тупрăн, Эпĕ сана ятран пĕлсе тăратăп, тенĕ.

(18) [Моисей] каланă: Хăвăн мухтавлăхна кăтарт мана, тенĕ.

(19) [Çÿлхуçа Моисее] каланă: Эпĕ Хамăн пĕтĕм мухтавлăхăма сан умăнтан ирттерсе ярăп, Яхве ятăма сан умăнта пĕлтерĕп, кама каçармаллине — каçарăп, кама хĕрхенмеллине — хĕрхенĕп, тенĕ.

(20) Унтан Вăл тата каланă: санăн Манăн сăнăма курма юрамасть, мĕншĕн тесессĕн Мана курнă çын чĕрĕ юлаймĕ, тенĕ.

(21) Турă тата каланă: акă Манăн çывăхăма, çакă чул çине, тăр;

(22) Хамăн мухтавлăхăм иртнĕ чухне Эпĕ сана чул çурăкне тăратăп та Хам иртсе кайиччен сана аллăмпа витсе тăрăп;

(23) аллăма илсессĕн, эсĕ Мана хыçран курса юлăн, Манăн сăнăм [сана] курăнмĕ, тенĕ.

Тухни 27

27

(1) Ситтим йывăçĕнчен парне вырăнĕ ту: тăршшĕ пилĕк чике, сарлакăшĕ те пилĕк чике пултăр, вăл тăватă кĕтеслĕ, виçĕ чике çÿллĕш пултăр.

(2) Унăн тăватă кĕтессине мăйракасем ту, мăйракисем унран тухса тăччăр; ăна пăхăр сăр.

(3) Унта тыткалама кĕл ямалли чÿлмексем, калаксем, чашăксем, юплешкесем, кăмрăк ăскăчĕсем ту; çак хатĕрхĕтĕре пурне те пăхăртан ту.

(4) Тата пăхăртан ала евĕрлĕ решетке ту, çав ала евĕрлĕскерĕн тăватă кĕтессине тăватă пăхăр ункă ту;

(5) ăна парне вырăнĕ хĕррипе хурса çавăр, вăл аялтан пуçласа парне вырăнĕн çуррине çитмелле пултăр.

(6) Парне вырăнĕ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывăçĕнчен ту, вĕсене пăхăр сăр;

(7) каштисене ункăсенчен витĕрсе хур, парне вырăнне çĕклесе кайнă чухне каштисем унăн икĕ айккинче пулччăр.

(8) Ăна, шалта хăвăл хăварса, хăмаран ту: сана ту çинче епле кăтартнă, [ăна] çавăн пек туччăр.

(9) Кĕлĕ чатăрĕ валли картиш ту: картишĕн кăнтăр еннелли кăнтăр каррисене пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тумалла, пĕр енчи тăршшĕ çĕр чике пулмалла;

(10) вĕсем валли çирĕм юпа, юписене лартма çирĕм пăхăр тĕп кирлĕ; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсем кĕмĕл пулччăр. пÇавăн пекех çурçĕр енче те — çĕр чике тăршшĕ карă; вĕсем валли çирĕм юпа, вĕсене лартма çирĕм пăхăр тĕп кирлĕ; юписен çекĕлĕсемпе хытаркăчĕсем [тата вĕсен тĕпĕсем] кĕмĕл пулччăр.

(12) Картиш урлăшĕ валли, хĕвеланăç енне — аллă чике тăршшĕ карă; вĕсем валли вунă юпа, юписене лартма вунă тĕп.

(13) Картишĕн мал енчи урлăшĕ валли те, хĕвелтухăç енне — аллă чике тăршшĕ [карă]; [вĕсем валли вунă юпа, юписене лартма вунă тĕп].

(14) Пĕр енчи карăсен [çÿллĕшĕ] вунпилĕк чике пултăр, вĕсем валли виçĕ юпа, юписене лартма виçĕ тĕп;

(15) тепĕр енчи карăсен [çÿллĕшĕ те] вунпилĕк [чике] пултăр, вĕсем валли виçĕ юпа, юписене лартма виçĕ тĕп.

(16) Картишне кĕмелли çĕре çакмалли чаршавăн [çÿллĕшĕ] çирĕм чике пултăр, ăна сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тĕрĕпе эрешлесе тумалла; ун валли тăватă юпа, юписене лартма тăватă тĕп кирлĕ.

(17) Картиш тавра лартнă юпасене пурне те кĕмĕл хытаркачпа сыпантармалла; весен çекелĕсене — кĕмĕлрен, тĕпĕсене пăхăртан тумалла.

(18) Картиш тăршшĕ çĕр чике, сарлакăшĕ пур çĕрте те аллă чике, пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран тунă карррисен çÿллĕшĕ пилĕк чике; юписен тĕпĕсем пăхăр пулччăр.

(19) Кĕлĕ чатăрĕнче тĕрлĕ ĕçре тыткалакан пĕтĕм хатĕрхĕтĕре те, унăн пĕтĕм шалчине те, картишĕн пĕтĕм шалчине те пăхăртан тумалла.

(20) Израиль ывăлĕсене çапла хуш: çутă çутмашкăн вĕсем сана çу йывăçĕн çырлинчен çапса юхтарнă таса çу кÿрсе тăччăр, çутаткăç пур вăхăтра та çунса тăтăр;

(21) ăна Турă ирĕкне пĕлтерекен саккун арчи умĕнчи чаршав тулашĕнче, пуху чатăрĕнче, Ааронпа унăн ывăлĕсем каçран пуçласа ирччен Çÿлхуçа умĕнче çунтарса тăрĕç. Çакă Израиль ывăлĕсемшĕн сыпăкран сыпăка пыракан ĕмĕрхи йĕрке пултăр, тенĕ.

Тухни 7

7

(1) Анчах Çÿлхуçа Моисее каланă: асту, Эпĕ сана фараоншăн Турă туса хутăм, Аарон пиччÿ вара санăн пророку пулĕ:

(2) Эпĕ мĕн хушнине эсĕ пĕтĕмпе [ăна] каласа тăрăн, Аарон пиччÿ вара фараона Израиль ывăлĕсене хăйĕн çĕрĕнчен кăларса яма калĕ; Занчах Эпĕ фараон чĕрине хаярлантарăп, Египет çĕрĕнче Хамăн паллăмсемпе Хамăн хăватăмсене темĕн чухлĕ туса кăтартăп;

(4) фараон сире итлемĕ, вара Эпĕ Хамăн аллăма Египет çине хурăп та, аслă сут тăватăва, Хамăн çарăма, Хамăн халăхăма — Израиль ывăлĕсене — Египет çĕрĕнчен илсе тухăп;

(5) Египет çине Хамăн аллăма тăсса Израиль ывăлĕсене вĕсен хушшинчен илсе тухсассăн, Египет çыннисем [пурте] Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлĕç вара, тенĕ.

(6) Моисейпе Аарон вара çапла тунă, хăйсе не Çÿлхуçа епле хушнă, вĕсем çапла тунă та.

(7) Фараонпа калаçма пуçăннă вăхăтра Моисей сакăрвуннăра, Аарон [унăн пиччĕшĕ] сакăрвун виççĕре пулнă.

(8) Çÿлхуçа Моисейпе Аарона çапла тесе каланă:

(9) эхер те фараон сире: [паллă е] хăват кăтартăр теес пулсассăн, эсĕ [хăвăн пиччÿне] Аарона кала: туюна ил те [çĕре] фараон умне [тата унăн чурисем умне] пăрах, те — вăл çĕлен пулса тăрĕ, тенĕ.

(10) Моисейпе Аарон фараон патне [тата унăн чурисем патне] пынă та [хăйсене] Çÿлхуçа хушнă пек тунă. Аарон хăйĕн туйине фараон умне тата унăн чурисем умне пăрахнă та — туя çĕлен пулса тăнă. иФараон [Египет] ăсчахĕсемпе асамçисене чĕнтерсе илнĕ; çав ăрăмçăсем те ăрăмласа çавнах тунă:

(12) вĕсем кашнийĕ хăйĕн туйине çĕре пăрахнă та — вĕсем çĕлен пулса тăнă, анчах Аарон туйи вĕсен туйисене çăтса янă.

(13) Фараон чĕри хаярланса кайнă, Çÿлхуçа [вĕсене] каланă пекех, фараон вĕсене итлемен.

(14) Вара Çÿлхуçа Моисее каланă: фараон хытă чĕреллĕ, вăл халăха ярасшăн мар.

(15) Ыран фараон патне кай; акă вăл шыв хĕррине тухĕ, эсĕ унăн çулĕ çине çыран хĕррине тухса тăр, çĕлен пулнă туюна аллуна тыт,

(16) вара кала ăна: Çÿлхуçа, еврейсен Турри, мана сан патна çакна калама ячĕ: Манăн халăхăма яр, вăл пушхирте Мана кĕлтутăр; анчах та эсĕ халиччен те итлемерĕн.

(17) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ Çÿлхуçа иккенне çакăнтан пĕлĕн: акă хамăн аллăмри туяпа çырмари шыва çапăп та, вăл юн пулса тăрĕ,

(18) çырмари пулă та вилсе пĕтĕ, çырми те шăршланса кайĕ, Египет çыннисене çырмари шыва ĕçме йĕрĕнчĕк пулĕ тесе калать, те, тенĕ.

(19) Çÿлхуçа Моисее каланă: Аарона [хăвăн пиччÿне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет çыннисен шывĕсем çине — вĕсен çырмисем çине, юхăмĕсем çине, кÿллисем çине, пĕтĕм шывшур çи не — тăс, пурте юн пулса тăрĕ, пĕтĕм Египет çĕрĕнче, йывăç савăтсенче те, чул савăтсенче те юн пулĕ, тенĕ.

(20) Моисейпе Аарон [хăйсене] Çÿлхуçа хушнă пек тунă. Акă [Аарон] фараон куçĕ умĕнче, унăн чурисен куçĕ умĕнче [хăйĕн] туйине çĕклесе çырмари шыва çапнă та, çырмари пĕтĕм шыв юн пулса тăнă,

(21) çырмари пулă та вилсе пĕтнĕ, шывĕ те шăршланнă, вара Египет çыннисем çырмари шыва ĕçеймен; пĕтĕм Египет çĕрĕнче юн пулнă.

(22) Египет ăрăмçисем те ăрăмласа çаплах тунă. Фараон чĕри хаярланса кайнă, Çÿлхуçа каланă пекех, фараон вĕсене итлемен.

(23) Фараон çаврăннă та хăйĕн килне кайнă; çакна курса та унăн чĕри хускалман.

(24) Çырмари шыва ĕçейменнипе, ĕçмелли шыв шыраса, мĕнпур Египет çынни çырма таврашне алта пуçланă.

(25) Çÿлхуçа çырмари шыва юн тунăранпа çичĕ кун иртнĕ.

Пултарни 28

28

(1) Исаак Иакова чĕнсе илнĕ те ăна пилленĕ, ăна ÿкĕтлесе каланă: хăв валли арăм Ханаансен хĕрне ан ил;

(2) тăр та Месопотамие Вафуилăн, аннÿ ашшĕн, килне кай, хăв валли арăм çавăнтан — Лаванăн, аннÿ пиччĕшĕн, хĕрĕсенчен пĕрне ил;

(3) Пурне те Пултаракан Турă сана пиллетĕр, сана ĕрчеттĕр, сана йышлă тутăр, санран темĕн чухлĕ халăх тухтăр;

(4) сана та, санпа пĕрле санăн тăхăмна та Авраамăн [манăн аттемĕн] пиллĕхне патăр, санăн хăв çÿресе тухнă çĕре — Турă Авраама панă çĕре — илмелле пултăр! тенĕ.

(5) Исаак вара Иаковпа сывпуллашнă, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей çыннин Вафуилăн ывăлĕ, Иаковпа Исав амăшĕн Ревеккăн пиччĕшĕ патне — тухса кайнă.

(6) Исаак Иакова пилленине, ăна Месопотамие çавăнтан арăм илме пиллесе янине, «Ханаан хĕрĕсенчен ху валли арăм ан ил» тесе ÿкĕтленине,

(7) Иаковĕ хăйĕн ашшĕпе амăшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнă.

(8) Исав хăйĕн ашшĕ, Исаак, Ханаан хĕрĕсене килĕштерменнине те курнă;

(9) вара вăл Измаил патне кайнă та ытти арăмĕсемсĕр пуçне тата Махалафăна — Авраам ывăлĕн Измаилăн хĕрне, Наваиоф йăмăкне — хăй валли качча илнĕ.

(10) Иаковĕ Вирсавияран тух

(са Харрана кайнă, ипĕр тĕле çитнĕ те хĕвел анса ларнăран çавăнта çĕр каçма чарăннă. Çав вырăнти пĕр чула илнĕ те, ăна пуçелĕк вырăнне хурса, çавăнта çывăрма выртнă.

(12) Вăл тĕлĕк курнă: акă çĕр çинче пусма тăрать, унăн çÿл вĕçĕ тÿпенех перĕнет; акă Турă Ангелĕсем ун тăрăх пĕр улăхаççĕ, пĕр анаççĕ.

(13) Акă ун çинче Çÿлхуçа тăрать, Вăл çапла калать: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн аçун Авраамăн Турри, Исаак Турри; [ан хăра]. Эсĕ выртакан çĕре Эпĕ сана, санăн йăхна парăп;

(14) санăн йăху çĕр çинчи хăйăр пек йышлă пулĕ; эсĕ анăçпа тухăç еннелле, çурçĕрпе кăнтăр еннелле сарăлăн; сан урлă, санăн вăрлăху урлă çĕр çинчи пур ăру та пиллĕхлĕ пулĕ;

(15) акă Эпĕ санпала пĕрле: эсĕ кирек ăçта кайсассăн та, сана пур çĕрте те сыхласа хăварăп; сана çак çĕр çине каялла çавăрса килĕп, сана Хам мĕн каланине туса çитермесĕр Эпĕ сана пăрахмăп, тет.

(16) Иаков ыйхинчен вăранса кайнă та: чăнах, ку вырăнта Çÿлхуçа пурăнать; эпĕ ăна пĕлмен! тенĕ.

(17) Вăл хăраса ÿкнĕ те каланă: ку вырăн епле хăрушă! ку ахаль вырăн мар, ку Турă çурчĕ, ку тÿпе хапхи, тенĕ.

(18) Иаков ирхине ирех тăнă та, пуç айне хурса выртнă чулне илсе, ăна палăк туса лартнă, ун çине çу юхтарнă.

(19) Вара [Иаков] çав вырăна Вефиль* {Турă çурчĕ} тесе ят панă, çав хулан ĕлĕкхи ячĕ Луз пулнă.

(20) Иаков тупа туса каланă: эхер те [Çÿлхуçа] Турă манпала пĕрле пулса эпĕ каякан çул çинче мана сыхă усрасассăн, çиме — çăкăр, тăхăнма тумтир парсассăн,

(21) эпĕ аттемĕн килне тăнăçлăн таврăнас пулсассăн, Çÿлхуçа манăн Туррăм пулас пулсассăн,

(22) çак хам лартнă чул, асăнмалăх лартнăскер, [маншăн] Турă çурчĕ пулĕ; эй Турă, Эсĕ мана мĕн парса тăнинчен вуннăмĕш пайне эпĕ Сана парăп, тенĕ.