
Тег: Chuvash Ethnic Religion


Анатолий Кибеч: Чăваш Турри – Кĕлĕ

Анатолий Кипеч —поэт, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ, обществăлла деятель. Университетсенче вĕрентÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах эстетикăна хăнăхтарасси тĕлĕшпе чылай тĕпчев ĕçĕ тунă. Литература ĕçĕ нумай енлĕ: юррисем, сăввисем, драма хайлавĕсем анлă сарăлнă, халăх кăмăлласа йышăннă … Тĕплĕнрех→
Анатолий Кибеч / Anatolij Kipec
Ефимов Анатолий Ильич Чăваш Енĕн Канаш районне кĕрекен Чулкăмака ялĕнче çуралнă. РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977). [wiki] «Юратнă юрăсем» (1995); «Пурнăç çулĕ такăр мар» (1995); «Чăваш пулма çăмăл мар» (1996); «Хĕç тумалли хурçă» (1997); «Юратусăр телей çук» (2000); «Улăп таврăнни» (2001); «Пурнăç кĕнеки» (2002); «Кĕлĕ» (2004); «Шартлама» (2005) кĕнекесен авторĕ. [wiki]
“Кĕлĕ” кĕнекинчен илнĕ малаллахи текстра Анатолий Кибеч хăйĕн тытса тăракан е шухăшласа кăларнă тĕн кĕллисемпе пайлашать. Калуçăн шухăшĕ тăрăх кашни халăхăн хăйĕн турри пур. Автор турă вăл – усалтан хăтаракан пĕр-пĕр хăват тесе, суя турă тăратса лартать. Кĕнекене этнорелиги, нью эйдж, ăрăмпа тĕшмĕш тавраш вĕрентекенĕсем куллен цитатăлаççĕ. Вапа çакă кĕнеке хăйне евĕр культ пулса тăчĕ. VulaCv ку проза хайлавне ăс-хакăлĕ енчен хавшак тата турра пĕлми çынсемшĕн ырă мар тĕслĕх, унсăр пуçне нацилĕх туйăмĕсене урлă кĕрсе çынна тĕрĕс тĕнрен суптаракан сиенлĕ вĕрентÿ шутне кĕртет. Анчах çак хайлав урлах халăхла çĕнĕ е çĕнĕрен чĕртнĕ тĕнсен хавшак, теологи енчен ансат тата пăтрашуллă шухăшĕсем çинчен пĕлÿ илме пулать. Малаллине вулас