Турхан Яккăвĕ: Хăрушă парне

Турхан Яккăвĕ

Турхан Яккӑвӗ (Яков Васильевич Васильев) 1874 ҫулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.Малаллине вулас

Турхан Хĕветĕрĕ: Асап эрни

Турхан Хĕветĕрĕ


 

Асап эрни

(Матфей, XXVI:38, 39)

Тĕнчери мĕн пур кун-çулра,
Ах, эсĕ, çак эрне,
Хăвăн тăватă кунăнта
Тĕнчене хуйха ÿкернĕ.
Аллă ик эрне хушшинче
Санăн вăту кунĕнче
Йывăç пахчи ăшĕнче
Христос Туррăмăр тăратчĕ:
Ăшĕ хытă çуннипеМалаллине вулас

Хĕллехи ир

Турхан Хĕветĕрĕ


Турхан Хĕветĕрĕ Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Турханта 1876 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн малалла вĕренмен, тăван ялта пурăннă. 1932 çулта вăрман каснă чухне йывăç пырса çапнипе сарăмсăр вилнĕ.
Литература ĕçне XIX ĕмĕр вĕçĕнче кӳлĕннĕ, ăна ку ĕçре хăйĕн пиччĕшĕ Турхан Яккăвĕ хавхалантарса, пулăшса пынă. Пĕтĕмпе вăл хĕрĕхе яхăн сăвă çырнă. [lib]


Пӳрте сивĕ шаккаса
Çывракан çынсе(не) вăратать,
Малта шурăмпуç çутăлса
Тĕттĕме алăкран хăратать,
Тĕттĕм ери-ерипе
Куçран йăлтах çухалать,
Йăлтăр-йăлтăр куçĕпе
Пĕтĕм тĕнчене хăй пăхать.
Кӳршĕ ялсен тĕлĕнче
Вăрман ӳссе тăнă пек,
Пӳртри кăмакасен ăшĕнче
Вут йăлкăшать çиçĕм пек.
Тĕтĕм илемлĕ пăтранса
Пĕлĕт çине улăхать,
Хĕвел тĕтĕме шуратса
Ту хыçĕнчен хăпарать.
Юр хĕвелпе çуталса
Ытла çутă курăнать,
Йăлтăр-йăлтăр выляса
Ылтăн тĕслĕ курăнать.
Хĕвел çуталса тухрĕ те,
Тĕттĕм тĕнче çуталчĕ.
Çывракан чунсем тăчĕç те,
Яла сасă сарăлчĕ:
Хăшĕ шыва каяççĕ,
Хăшĕ выльăх шăвараççĕ,
Хăшĕ урампа чупаççĕ —
Йытăсем вĕрсе хăваççĕ.
Тараса кашти сивĕпе
Хаярланса кăшкăрать,
Шыв ăсакан ерипе
Пĕр пусать те пĕр ярать.
Çапла хĕлле ирсайран
Çакăн евĕрлĕ пулать вăл,
Кам та пулсан сăнасан
Ир еплине курать вăл.