Пĕлĕтсем ][ Ухсай Яккăвĕ / Uhsaj Jakkăvĕ

Сăртран та аслă Атăлтан
Тата ытти çырмасенчен
Шыв илчĕç пĕлĕтсем паян
Чăваш çĕршывĕ çийĕнче.

Малтан шап-шурă та хитре
Çуса кăларнă пек таса
Вĕсем тăратчĕç тӳпере
Пĕрер-пĕрерĕн карăнса.

Хуллен-хуллен пыра-киле
Килсе пĕрлешрĕç те вара
Çурхи çĕре нӳрлетмелле
Ярах та пачĕç çумăра.

Чăваш хура вăрманĕпе
Çаранĕ, сад пахчи, пусси
Çĕкленнине ырланă пек
Кĕрлерĕ аслати сасси.

Чӳречене ярах уçса
Пăхатăп пĕлĕтсем çине.
Чăваш çĕршывĕнчен куçса
Вĕсем шăваççĕ мал енне.

Кайран та манăн асăма
Юлма пек, симĕс те сенкер
Тĕспе яр карчĕ асамат
Пиншер ракетăллă кĕпер.

Чăваш çĕршывĕнчен инçе
Кĕр те кĕр аслати-хăват
Кĕрлет Йошкар-Ола çинче,
Хусан çинче та авăтать.

Сăртан та аслă Атăлтан
Çĕкленĕ шыв шӳтернипе
Уй-хирсем тутарăн та,
Марин те халĕ йĕп-йĕпе.

Вĕсен кăçал та тепĕр çул
Хура тăпра сĕткенĕнче
Кашлатăр ашкăрса тыр-пул,
Кая ан юлтăр пиртинчен.

Сипетлĕ çумăр таврама
Шӳтернĕ хыççăн, ирхине,
Хаваслă сăввăма çырма
Ларатăп эп сĕтел умне.

Чупкаласа поэт пĕри
Çӳренĕ ыр сехетсенче
Кĕрлет-тĕр аслати юрри
Инçе Агрыз станци çинче.

Пăртак пулин те аркăрта
Телейлĕ çумăрăр çитсен,
Çул майăн пирĕн Пушкăрта
Пырса тухасчĕ, пĕлĕтсем!

Эсир унта çĕре ачаш
Шӳтернĕ хыççăн — ун çинчен
Ман тус-поэт Сайфи Кудаш
Пĕлтерĕ хăйĕн сăввинче.

Ухсай Яккăвĕ: Чăваш чĕлхи

Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,
Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,
Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ
Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.Малаллине вулас

Шыв вăкри ][ Яков Ухсай / Jakkăv Uhsaj

Эп хам курса-илтсе çӳренинче
Сире çырса парам-ха пĕр ӳкерчĕк.
Кирек ăçта та шурлăх хĕрринче
Пулать сар шывлă шăршăллă кӳлленчĕк.

Пĕрре кӳлленчĕк хĕррипе çулла
Иртсе пыраттăм ним те шутламасăр.
Шывран тухать сехре хăпартмалла
Шуйттан вăкри пек мĕкĕрсе пĕр сасă.

Пăхса ларма кӳлленчĕк пысăк мар,
Шапа та çук, сархайнă шывĕ тăрă.
Мĕскер-ха ӳхĕрет апла хаяр?
Пĕр пĕчĕк чун, хура çунатлă нăрă.

Ăна кунта Карач чăвашĕсем
Ят панă: — Шыв вăкри, — тесе калаççĕ.
Ун пек ултавлă саслă вăкăрсем
Поэзире те пирĕн пулкалаççĕ.

— Пĕрре те эп, тепре те эп, — тесе
Пĕри кĕрлет те çухăрать хăрушă.
Анчах тытса вулатăн пикенсе:
Сасси ытла та мăн, тĕшши пуш-пушă.

Кун килет те каять çаврăнса…

Любовь Мартьянова


Кун килет те каять çаврăнса,
Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать.

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —
Пăтăр-пăтăр ÿкет сар улма.
Улма мар та-и, тен… тĕтрере
Минутсем патлатаççĕ ума.

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!
Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле
Янăратăр-и вăл халлĕхе
Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

Кун килет те каять çаврăнса.
(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)
Шăнкăрав сассилле çывхарса,
Кайăк хур сассилле çухалать…

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Любовь Мартьянова


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,
Ютшăнмастăп çынран та хамран.
Çут хĕвел вăййипе,
Çутă кун юррипе
Пурăнса —
юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп,
Ÿкĕнместĕп паян та ыран.
Аслă çул варрипе,
Шурă юр юррипе
Ăнтăлса —
хăрас çук ют куçран.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,
Култармастăп тусран, тăванран.
Савнă кил çутипе,
Асатте пилĕпе
Пурăнса —
тухас çук çынлăхран.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян… ][ Любовь Мартьянова / L’upof Martjanăvă

Сăвăç мар эп паян.
Çулçӳревçĕ.
Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче
Эп çӳретĕп,
Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне
Тинкеретĕп.
Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе
Асаттен мăн аслашшĕ патне те
Çитетĕп.
Юррине,
Куллине,
Мĕн калас тенине
Йăлт куратăп,
Илтетĕп,
Тимлетĕп.
Пĕр суймасăр вара,
Ун манукĕн мăнукĕ,
Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе
Паянхи çут куна,
Паянхи ыр куна мухтаса —
Килентерĕп.
Е кайран,
Темиçе çĕр çултан,
Ман мăнукăн мăнукĕ
Ман ума килессе,
Чăвашлах пуплессе
Ĕнентерĕп!..

Виçйĕркелĕхсем ][ Алина Сосаева / Alină Sossajĕvă

Çавра кӳлĕре
Шевле пурăнать тейĕн.
Сап-сарă куçлă.

Кашăкпах çисем
(Сар çăвăн тутине пĕл).
Асăма килсем.

Кил тĕлĕ çук пек
Çӳрерĕ чун йĕрмĕшсе –
Тĕлне тупасшăн.

Эс – çăлтăр.
Йăлт-йăлт тăвать чĕрӳ сассийĕ.
Эпĕ пĕлĕт, тен?

Курăп та кайăп.
Каялла чĕнме ан хăй.
Кайăп та килĕп.

Курманçи пулни –
тĕлĕк. Ĕсĕклесе вырт.
Эпĕ çук мар-çке.

Айăпа кĕртни –
Пуç çапма хушни пекех.
Хăвăнтан кулни.

Элчелĕм çитрĕ тенĕн.
Куçа хупас-и?
Е ташша ярас?

Чĕнĕкĕлтетме-и
хĕрарăм, е савăшма?
Чĕнмесĕр тăрăп.

Тараса чĕмми
Унталла кунталла-и?
Хăравçă çын эс.

Вăл ним те чĕнмест.
Е айăпсăррисене
каçарма вăхăт?

Çăка чечекĕ
евĕр пурнăçу санăн.
Сĕрĕм сирĕлтĕр.

Чечеклĕхре эп.
Чунăмпа санпа, савни.
Чеченлĕхре чун.

Чĕллĕн-чĕллĕн кас
та туйăма. Пулчĕ те
чĕнтĕрлĕ кĕпер!

Чĕре çурăлсах
тухтăр тесен мĕн тăвăн?
Атăпа тапта.

Çĕрĕ тăхăнман
Пурăнăç (Чĕрĕ мăшкăл
тăвăн-ши?) Эп – сан.

Ача пекех-çке
çуйăхрăм сана курсан.
Шурхайнă питӳ

Пĕр шута хурсам
хăвна – мана, савниçĕм.
(Хĕвел çути пĕр).

Тавралăха каç
сĕмĕ ыталарĕ. Уç
куçна. Шыра… Эп…

Ытлашши сивĕ
кăкăрта. Йăл кулсамччĕ.
(Иккĕн. Сивĕре).

Такам килет-и
кунта? Ним те курмастăп.
Йĕпрен – пĕрене.

Ытларах чухне
ыткăнса кĕрĕттĕм эп.
Ыртартăм та-им?

Тайлăк шăпа-и?
Çынран тайлăк мар,
тетĕп хам пирки.

Такăнтарасшăн
пултăн пурнăçа, савни,
Такăр çул пултăр.

Кашни çыннăн хăй
тайăнĕ пур, пĕлсем эсĕ.
Ман ум – такăр çул.

Эс вăрттăнлăх-и
ман е пăшăлти сăмах?
(Чĕмсĕр юрату).

Талăрса çитет
сана, чунăмçăм. Васка,
читлĕхре эпĕ.

Виçкĕтеслĕхре
чуну сан, Ирĕклĕхе…
Тан виçкĕтеслĕх.

Тапкалашуран
Çăлăнăç тупасчĕ ман.
(Ик хура куçу).

Тапратаймастăп
аллăма та çак самант.
Таптанчăк кăмăл.

Чун. Куçу курсан
таптамăн та çав…
Эсĕ сĕм суккăр, Ăнсăр.

Вĕри куççуль
тăктарнă, имĕш, эсĕ.
Çăлтан, ав, шыв та тарнă.

Юррăмсем юман
сунтăхра, уççисем, ав,
ылтăн, çăри çук.

Сана нихçан та
усал туманччĕ эпĕ. Çиллӳ ăçтан-ши?

Сума суса пуç
тайăттăм… Сумсăрлатрăн.
Тайма пуç… вĕçĕ.

Унăн куçĕнче
сулхăнлăхчĕ, тейĕç те.
Эсĕ – ташша яр,

Ылхану çитрĕ.
Куçăм чарăлать.
Эсĕ мана кирлĕ халь.

Паянлăхра эп.
Санпа чухне çеç ырă.
Ачашлăхра эп.

Эп пур та çук-мĕн,
саншăн çакă пурнăçра.
Эп кирлĕ мар-мĕн…

—Эсĕ мана кирлĕ…
—Эсĕ мана кирлĕ мар!
(Эслĕхпе манлăх).

Кăвайт. Çунать-и
сан чуну. Е шăплăхра
эсĕ? Кă-вайт-лăх…

Пурах тĕнчен вăй.
(Сана валли çăлăнăç).
Ыйтма ан хăй вăй.

Куккук авăтĕ…
Ахрăм янăрашĕ çав.
Хевтӳ ав пĕтĕ.

Кăкшăмра сим пыл.
Чунăма сурчăкпа-и?
Çăварна хуп. Шăп…

Таракантан эс
ан хăра. Тав ту та – яр.
Каллех ман килес.

Юр çунăн… çурĕ…
куççуль. Питĕм-куçăмран
усал сăн пăхать.

Хĕвел майĕпен
йăраланса анать те…
(Васкаманлăх. Эс).

Çанталăк паян
ахăлтатса кулас пек.
(Каçăху евĕр).

Каймăп тенĕччĕ
вăрманне. Мăйăр тĕшши
илĕртрĕтейĕн.

Шур хурăн хăлха
çакки çакнă. (Илемçĕ –
илĕртӳçĕ… Вăл).

Тĕнче илемĕ
пĕтнĕн туйăнать. Чĕрӳ
чулланнă,тейĕн.

Юр пĕрчишĕн пит
те пур-им? Ман питĕме
сĕртĕнесшĕнччĕ.

Чун ахахĕ пур…
Сирĕн чунра. (Эппин – Çын).
..Хăй асапĕпе.

Çепĕç чунна та
таптама пăхрĕç. Эсĕ
парăнмарăн… ав.

Йăраланса та
тайкаланса пычĕ-çке
кĕвĕçӳ. Тартăр.

Тӳпене куçа
шăкăçтараймастăп-иç
(Сăну – куçра).

Куç кĕрет кулчĕ…
сĕмсĕркке. Пуçăнта
çавах кăвак çук.

Пĕлĕтсенче… Чăн…
Пурнăç? Ку енче вара –
Тытамак чирĕ?..

Тĕтреллĕ ирччĕ…
Чунăнта шевле ташла-ташла…
Хăшкăлчĕ.

Пĕчĕк тĕнче те
аслă, тенĕн… Сывлăм е
тумлам витĕр кур.

Лăпкăлăхусем —
Чун пуянлăхĕн терчĕ,
Телей те пултăр!

Тĕнче илемĕ –
Пĕтнĕн туйăнать паян.
Чунра пуш-пушă.

Тĕтĕм тĕксĕмĕ
куçа хупларĕ…
(Эсĕ – тĕлĕкре),

Сана хисепе
хуман чунсем пуррине
пĕлсен… Макăртăм.

Çумăр макăрнă
евĕр… Чĕрÿ сурать-и?
(Куççуль те… йĕпе).