Діаконъ Іаковъ Стекловъ.
Юпа 22-мĕшĕ
Пайанхи кун, тăванăмсем, пирĕн Рсссіяри таса ђиркÿ Хусанта тупнă Турă Амăшĕ сăнне асăнса Турă Амăшне
хисеплесе тав-тăват̌. Çакă Турă Амăшĕ сăнне вырăсла Казанская икона Божіей Матери, теççĕ. Çавăнпа праçникне те Казанская, теççĕ. Çакă Турă Амăшĕ сăнне асăнса патшалăхра çулталăк хушшинђе икĕ хут праçник туса Турă Амăшне хисеплеççĕ; пĕре çулла утă уйăхин Июлĕн) 8 кунĕнђе, тепĕре кĕр-кунне йупа уйăхин (октябрĕн) 22 кунĕнђе. Утă уйăхин (іюлĕн) 8 кунĕнђе çакă таса сăна тупнине асăнаççĕ, тупассине ăна 1579 çулта тупнă. Йупа уйăхин (октябрĕн) 22 кунĕнђе пĕтем Россія патшалăхĕ пĕтесрен çăлнине асăнса Турă Амăшне тав-тăваççĕ. 17-ш ĕмĕрте пирĕн Россія патшалăхĕ, унти ђăн тĕн йут патшалăхри çынсем пусмăрланипе пĕтĕмпех пĕтес патне çитнĕ. Анђах çÿлти Турă Амăшĕ хута кĕнипе Тура пĕтĕм Россіяна пĕтесрен хăтарнă. Çакă тĕленмеле ĕç çапла пулнă.Малаллине вулас