Анатолий Кибеч: Намăс çурчĕ

Анатолий Кипеч

Анатолий Кипеч — поэт, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ, обществăлла деятель. Университетсенче вĕрентÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах эстетикăна хăнăхтарасси тĕлĕшпе чылай тĕпчев ĕçĕ тунă. Литература ĕçĕ нумай енлĕ: юррисем, сăввисем, драма хайлавĕсем анлă сарăлнă, халăх кăмăлласа йышăннă… Тĕплĕнрех→


 


Повесть

Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çÿлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков — чăвашсен паллă купци». Тÿрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.

Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.Малаллине вулас

Анатолий Кибеч: Kĕlĕsem

Sijen3

• Çын

ушкăнне усал

сунни

• Ушкăна хирĕç

юри суйса

элеклени

• Тĕн

пăтрашăвĕ

• Суя

япаласене

пуççапма

чĕнни

• Тĕшмĕш,

ăрăм

Ej, Şülti Tură, Aslă Tură, Căvaš Turri! Şĕr şince pĕr pek kurăk şuk, pĕr pek jyvăş şuk, pĕr pek şyn şuk, pĕr pek halăh şuk. Kašnin hăjĕn săn-săpacĕ, cunĕ, hăjne syhlakan Turri. Căvaš şynnin te şavah.
Ej, man Turrăm! Sana kürentereken sahal mar tupăncĕ. Esĕ pĕrten-pĕrre pulsa pirĕn pata tĕrlĕ jatpa kiltĕn. Sanran: Hĕvel turrincen, Ujăh turrincen, Şĕr turrincen, Šyv turrincen kulcĕş! Hăjsen turri şyn jevĕrlĕ pulnipe muhtancĕş. Căvaš šutlat’ urăhla: şyn văl nihaşan ta Tură šajne şĕklenejmest. Şynran Tură tuma kirlĕ mar. Căvaš Turri hăjne jevĕr — kašnine purnăş parsa pulăšsa pyrakan, usalran syhlakan hăvat, halăh hütlĕhĕ, tĕrekĕ. Căvaš valli Căvaš Turri pur.
* * *
Ej, türĕ Turrămăr! Esĕ pire ĕmĕr-ĕmĕr ĕnenĕve, ĕmĕte, juratăva cĕrere uprasa yrlăh şulĕ şine tuhma vĕrentse pyratăn, văjna-halna šellemestĕn. Epir vara San parhatarna tivĕş şynsem pulajmarămăr.
Numaj šutlarăm, puşăma vatrăm: mĕnšĕn-ha şakă şută tĕncere telejsĕrrisem şav teri jyšlăn? Pĕrisem kalarĕş — šăpamăr şapla, teprisem — samanana hurlarĕş. Epĕ vara šutlatăp urăhla: ci telejsĕrrisem Sana, hamăr Turrămăra mannisem. Un pekkisen mulĕ te, sumlă jacĕ te pulĕ, telejĕ — ajkkine tărsa julĕ.
Yră Turrămăr, San tivletüsĕr epir nihăşan ta parhatar kuras şuk.
* * *
Ej, Căvaš Turri! Kamsem-ha vĕsem Sana k
ürentereken jĕksĕksem?
Sana tirkeşşĕ, Sana sivĕleşşĕ căvašlăhran părănnisem, tăvan halăhne mannisem, usal ĕşpe şylăha kĕnisem, urăh halăh turrine puşşapakansem. Şyn văl şapla: mĕn cuhlĕ şylăhĕ numajrah, şavăn cuhlĕ Turăran ajakkarah. Ăna Tură kirlĕ mar. Esĕ şuk pulsan javaplăh ta şuk, irtĕhse purănma irĕklĕ. Ăšra usal syvlăš huşalanat’, şynlăh manăşa julat’. Sana ĕnenmen şyn kĕşeh Esrel curine şavrănat’.


Ej, Tură! Epir San umra ajăplă. Şapah San yrlăhna, juratăvna tivĕş. Pirĕn urăh Tură şuk, Sanăn ta urăh halăh şuk. Epir te, Esĕ te pĕr hujhăpa, pĕr asappa, pĕr savănăşpa purănatpăr. Tivĕşeh mar pulsan ta, San şumra hütlĕh šyratpăr. Kaşar pire, ajvan acusene. Hăv hăvatna an šelle, hajarlăhna an pusar, halăha sijenleken sutăncăksene an hĕrhen. Şuntar vĕsene, pĕter vĕsene, purlăh săptărsa pirĕnten kulsa purănakansene. Şavsene pulah pĕrlĕh şuk. Tĕp tu vĕsene. Ütne te căvaš şĕrĕ an jyšăntăr, vyşă şăhansem, jytăsempe šakkalsem şise jaccăr. San hajarlăhu ytlarah usal văjsem valli pultăr.Малаллине вулас

Анатолий Кибеч: Пахчари Кушак

Анатолий Кипеч

Анатолий Кипеч — поэт, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ, обществăлла деятель. Университетсенче вĕрентÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах эстетикăна хăнăхтарасси тĕлĕшпе чылай тĕпчев ĕçĕ тунă. Литература ĕçĕ нумай енлĕ: юррисем, сăввисем, драма хайлавĕсем анлă сарăлнă, халăх кăмăлласа йышăннă… Тĕплĕнрех→


Пахчари Кушак

Кĕтмен çĕртенех пахчаçă пулса тăтăм. Çынсем мĕн тунине кура-курах вĕренетĕп. Халĕ эпĕ туман ĕç те çук. Тимĕр пăрăх касса сыпасси те ним те мар. Кăçал ав пĕчĕк пÿрт лартма шут тытрăм. Иртен пуçласа каçченех хам пĕлнĕ пек каскалатăп, савалатăп, пăта çапатăп. Вăхăт çитсен кăнтăрлахи апата ларатăп.

Малаллине вулас

Анатолий Кибеч: Чăваш Турри – Кĕлĕ

Анатолий Кипеч —поэт, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ, обществăлла деятель. Университетсенче вĕрентÿçĕ пулса ĕçленĕ. Ытларах эстетикăна хăнăхтарасси тĕлĕшпе чылай тĕпчев ĕçĕ тунă. Литература ĕçĕ нумай енлĕ: юррисем, сăввисем, драма хайлавĕсем анлă сарăлнă, халăх кăмăлласа йышăннă … Тĕплĕнрех→


Анатолий Кибеч / Anatolij Kipec

Ефимов Анатолий Ильич Чăваш Енĕн Канаш районне кĕрекен Чулкăмака ялĕнче çуралнă. РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977). [wiki] «Юратнă юрăсем» (1995); «Пурнăç çулĕ такăр мар» (1995); «Чăваш пулма çăмăл мар» (1996); «Хĕç тумалли хурçă» (1997); «Юратусăр телей çук» (2000); «Улăп таврăнни» (2001); «Пурнăç кĕнеки» (2002); «Кĕлĕ» (2004); «Шартлама» (2005) кĕнекесен авторĕ. [wiki]

“Кĕлĕ” кĕнекинчен илнĕ малаллахи текстра Анатолий Кибеч хăйĕн тытса тăракан е шухăшласа кăларнă тĕн кĕллисемпе пайлашать. Калуçăн шухăшĕ тăрăх кашни халăхăн хăйĕн турри пур. Автор турă вăл – усалтан хăтаракан пĕр-пĕр  хăват тесе, суя турă тăратса лартать. Кĕнекене этнорелиги, нью эйдж, ăрăмпа тĕшмĕш тавраш вĕрентекенĕсем куллен цитатăлаççĕ. Вапа çакă кĕнеке хăйне евĕр культ пулса тăчĕ. VulaCv ку проза хайлавне ăс-хакăлĕ енчен хавшак тата турра пĕлми çынсемшĕн ырă мар тĕслĕх, унсăр пуçне нацилĕх туйăмĕсене урлă кĕрсе çынна тĕрĕс тĕнрен суптаракан сиенлĕ вĕрентÿ шутне кĕртет. Анчах çак хайлав урлах халăхла çĕнĕ е çĕнĕрен чĕртнĕ тĕнсен хавшак, теологи енчен ансат тата пăтрашуллă шухăшĕсем çинчен пĕлÿ илме пулать. Малаллине вулас