Кăшманла

Сюжетлă вăйă

Ку вăййа «çарăкла» та теççĕ.

Çуллахи урамри вăйă. Ушкăнпа вылямалла.

Малтанах шăпа ярса икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕрисем — кăшмансем, теприсем — кăшман пăхакансем.

Вара тĕп вăйă пуçланать: кăшманла выляканĕсенчен чи вăйли тĕпе ларать, ыттисем ун умне — пĕри теприн чĕрçи çине ларса тухаççĕ, пĕрне-пĕри пилĕкрен хытă ыталаса лараççĕ. Унтан юрă пуçланать.Малаллине вулас

Иван Одюков: Улăп халапĕсем

Иван Одюков — Фольклорист, литературовед. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрле институтсемпе университетсенчен чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрĕнтес тĕлĕшпе нумай вăй хунă… Тĕплĕнрех→


Улăп халапĕсем

Улăп халапĕсем Чăвашра анлăн сарăлнă. Вĕсене республикăри ялсенче те, республика тулашĕнче (Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Самар, Пенза, Оренбург, Саратов облаçĕсенче) пурăнакан чăвашсем хушшинче те илтме пулать.

Улăпсем çинчен калакан халапсем, пысăк калăплă эпос тĕсĕсем, тĕрĕк халăхĕсен: Алтайра — хакассен, Вăтам Азире — казахсен, туркменсен, Кавказра — азербайджансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнче — пушкăртсемпе тутарсен те, чăвашсен те пур. Пурин те вĕсем паттăр Алп е Алпамыш ятлă, чăвашсен — Улăп.

Малаллине вулас

Куян тус

Сăвăлла юмах

Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.

Малаллине вулас

Хĕллехи кунсенче

Н. Охотников


Пурте килте чухне арçынсем çăпата тăваççĕ, мунчаларан кантра-пăяв, ут таврашĕ (сÿсмен-йĕвен) тÿрлетеççĕ. Асаттепе атте хăш чухне каскалаççĕ. Асатте тĕрлĕ ырçа-çÿпçе, чĕрес чавса юсать, атте çуна сиплет.

Хĕрарăмсем апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлесен кĕнчеле арлама тытăнаççĕ.Малаллине вулас

Хветĕр Уяр: Йăла-йĕрке

Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…Малаллине вулас