Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Ун ятне этемлĕх манмĕ

И.П. Прокопьев


Ун ятне этемлĕх манмĕ

Этемлĕх ХХ ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем — пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут космоса вĕçсе хăпарчĕ. Унччен космосра Юрий Гагаринпа Герман Титов пулса курнăччĕ. Андриян Николаев Павел Поповичпа вĕçрĕ. Вĕсем хыççăн космонавтсем ушкăнпа вĕçме пуçларĕç. Тĕнчере пĕрремĕш хут Андриян космосра креслăран уйрăлса ирĕклĕн вĕçрĕ, «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем хушшинче радио çыхăнăвне йĕркелерĕ, пĕрремĕш хут космосран телерепортаж кăтартрĕ.Малаллине вулас

Çуйăн Хĕветĕрĕ: Улăп çинчен

Çуйăн Хĕветĕрĕ — фольклорист, сăвăçă. Учительре те тĕрлĕ учрежденисенче урăх должностьсене те пурнăçласа ĕçленĕ. Унăн тĕп еткерлĕхĕ — Улăп çинчен халăхра çÿрекен юмах-халапа пухасси… Тĕплĕнрех→


«Улăп. Халăх эпосĕ» кĕнеке хыçсăмахĕ

Эпĕ утмăл çич çул хушшинче «Улăп. Чăваш эпосĕ» алçырăвне тăхăр вариант таран çыртăм. Çиччĕмĕш вариантне çухатрĕç те, питĕ хытă куляннипе вăй-халран кайрăм. Тен, ун çинчен пĕлтерме те кирлĕ марччĕ пуль? Анчах та мана юлашки çулсенче «Улăп» алçырăвĕсем тĕлĕкре «пире мĕншĕн мантăн?» тесе хĕсĕрлеме тытăнчĕç.

Малаллине вулас