Николай Айзман: Кай, кай Ивана

Николай Айзман



Виçĕ пайлă музыкăллă комеди

Sijen1

• Чăнлăха пăccа элеклени

• Ырă мар тĕслĕх (Суицида пули-пулми япала пек кăтартни)

Чăваш драматургийĕн классикăлла хайлавĕ. Николай Спиридонович Айзман ăна 1955-мĕш çулта, Василий Воробьев композитор тата Никифор Ваçанкка сăвăçă хайланă “Кай, кай Ивана” юрăпа хавхаланса çырнă. Халăх çак юрăна питĕ юратнă.
Пьесăна Чăваш Енĕн профессионаллă театрĕсенчен 1955-мĕш çулта пĕрремĕш хут лартнă хыççăн 20 çул хушши темиçе хут та кăтартнă. Драма кружокĕсемпе халăх театрĕсенче “Кай, кай Ивана” спектакле кăмăлласа вылянă. [Чув.Энц.]
Пьесара ĕлĕкхи йăларан тăрăхлани, çыннăн ирĕкне хÿтĕлени тĕп вырăн йышăнаççĕ [Чув.Энц.]. Ĕлĕкхи йăласене автор камăннине кура уйăрмасть, авалхи чăваш йăли-йĕркине (хулăм, хĕр вăрласси) Христос тĕнĕн паллисемпе пĕлмесĕр е ятарласа пăтраштарать. Çын ирĕкне хÿтĕлесси тени, ахăртнех, Анюк ятлă тĕп персонажа вăйпа качча парассине хурлани. “Вăл тискер йăла халĕ те пĕтмен-и?” тесе ыйтать комсомолец Хветĕр. Анчах вулакан е спектакле куракан пьесăри информаци тăрăх авалхи йăлана объективлă хак парса, ăнланма пултараймасть, япăх пулнине туйăм-сисĕм урлă вĕренме тивĕçет кăна.

Илемлĕхĕ енчен пьеса пуян та илĕртÿллĕ. Автор чĕлхепе питĕ ăста усă курса куç умне вăр-вар диалогсем, чĕрĕ персонажсем кăларса тăратать.

 

 Комедири çынсем

Пĕрремĕш пайĕ

НАÇТАÇ — тăлăх арăм.
АНЮК — унăн хĕрĕ.
КĔТЕРУК — Наçтаçăн йăмăкĕ.
ХВЕТĔР—ялти каччă (комсомолец).
МИША, ПĔТЕР  —Хветĕрĕн юлташĕсем (комсомолецсем).
ПРАСКИ — ватă хĕр.
ЙĂКĂНАТ — ялти кулак, нэпман.Малаллине вулас

Геннадий Айхи ][ Çуллахи çыру

Хуллен, пуçа мĕн килнине, çыратăп,
юри сана аса илес тесе,
епле шухăшланать — çав йĕркепе.
Тулта, лутра тĕкме çумĕпеле,
пĕр вĕлтĕрен çинчен тепри çине шевле,
кăрт-кăрт йĕр ÿкерсе куçать.
Пĕр шухăш пур: çапла çыру çырасчĕ,
шухăшăма йĕркеллĕн пĕлтерсе»
пуçласчĕ: «Эп ирех паян вăрантăм,
чие тĕмне сăнарăм кантăкран,
вара сана асилтĕм. Пĕлтерем-и:
кашни сехетĕм ман çапла иртет.
Ак халĕ те: вĕлтĕренсем çинче
шевле кăрт-кăрт йĕр ÿкерсе куçать,
ман шухăшăн йĕрки пек: кунĕпе
сана аса илетĕп: тĕл пуласчĕ;
кунсем иртеççĕ; таврăн хăвăртрах».
1955

Охатер: Ristan Pultăm Shupashkarta

Ristan pultăm Šupaškarta
Tuhsa tartăm armana
Ristan pultăm Husanta,
Tuhsa tartăm vărmana.

Armanta usal armanşă
Husa jacĕ şav kunah.
Vărmanta usal vărmanşă
Jytă jacĕ şav kunah.

Armanta ta purnăş şuk.
Vărmanta ta purnăş şuk.
Hal’ ăşta kajsa căvaš,
Tupăn es hăvna jultaš?

Šăllă tăvălman jultaš,
Şută hĕş ta man jultaš.
Kaškărpa upa tata
Pulĕş pirĕnšĕn jultaš.


Охатерĕн юррисене 1955 çулта Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Питукасси ялĕнче, 86 çулхи С.П. Самойлов (Сеттер-мучи) ват çынран çырса илнĕ. [wiki] Википедире çырнă художественнăй  текста Юхма Мишшинчен кивçен илнĕ пулмалла.