Митта Ваçлейĕ: „Тайăр” Ярăмран

* * *

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем.
Пар ирĕк — çутăрах çунма.Малаллине вулас

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн ][ Геннадий Айхи

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,
Сив сăнра вара — нимĕн те çук.
Ыр сунам пек тăван,— амантасшăн!
Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

Чĕрÿне тăнламастăн эс халĕ,
Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.
Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,
Туслăха — тупаймастăн унпа.

1953

Василий Волгин: Савнă тусăм тухсамччĕ…

Кăн-кăвак тӳпере çутă çăлтăр
Паçăрах йăлкăшать йăлтăр-йăлтăр.
Вăйăра та паян тунсăхларăм,
Çавăнпах-ши ăна эп сăнарăм.

Тантăшсем савăнса юрласан та
Ман юрлассăм килмерĕ çав темшĕн,
Ах, чĕремçĕм, кама тунсăхлатăн?
Мĕнле савăк сăмах эс илтесшĕн?

Пилĕк çул ăна кĕтрĕм — сахал-им?
Ун çинчен çеç шутларăм — ахаль-им?
Паян çитрĕ яла кĕтнĕ сар хĕр,
Ун вăййа тухмаллаччĕ-çке кĕçĕр.

Анчах çук, вăл тухман кĕçĕрхи çĕр,
Хавас мар вăйăра чун-савнисĕр.
Савнă тусăм, тухсамччĕ, кĕтетĕп
Чăтас çук, ху патнах халь вĕçетĕп.

Шартах сикрĕ сасартăк чĕреçĕм,
Илтрĕм эпĕ: «Сывах-и, чĕкеçĕм»
Умăмрах ав, çиçет йăлтăр-йăлтăр
Пуçне çыхнă кĕрен пурçăн тутăр.

1954

Василий Волгин: Юлташăм, куратни, çитет кĕркунне

Алик Петрова
Юлташăм, куратн-и, çитет кĕркунне?
Кам савмĕ ун ылтăн та капăр тумне
Часах уйрăлатпăр, часах ăсату, —
Кĕтет сана пысăк хула, институт.

Халь эсĕ каятăн; анчах та нихçан
Пĕр тантăшсемпе туслăха эс ан ман.
Уйри сукмака, шăматкун каçсене,
Ачалăхри пысăк çут ĕмĕтсене.

Эпир ак юлатпăр кунтах. Вăтам шкул
Пире те çул парĕ. Анчах килес çул…
Сана ăшăтинччĕ ман савнă салам,
Телей те сĕнем, ырă сывлăх сунам.

Ăсла-шухăшла, сан ĕçӳ тӳпере
Çӳретĕр вĕçсе çӳлерех, инçерех.
Юрат çынсене, пул хастарлă ялан,
Тăван халăхна нихăçан та ан ман.

Юлташăм, часах-çке çитет кĕркунне
Çитет пĕркенсе капăр ылтăн тумне.
Часах эс каян вĕренме: Сывă пул,
Сунатăп сана чи телейлĕ кун-çул.

1953

Василий Волгин: Хурăн айĕнче

Шурă хурăн, эс тăратăн
Сарпике пек ман умра.
Лăпкăн-лăпкăн хумханатăн, —
Вăрăм пӳлĕ те кăтра.

Пĕчĕк чух илсе килсеччĕ
Сана эпĕ вăрмантан.
Эс чеченччĕ те имшерччĕ,
Ун чух хам та эп айван.

Илемлентĕн, пысăклантăн,
Сана çук халь паллама.
Тараватлăн йыхăратăн
Сулхăнна ларса канма.

Ĕнтĕ эп те çитĕнетĕп,
Сывă ӳсрĕм çултан-çул,
Çитес çул ак пĕтеретĕп
Эпĕ, тусăм, вăтам шкул.

Ман ачалăх иртсе кайрĕ,
Час кĕреп арçын шутне.
Юрату та çулăмларĕ
Манăн çамрăк чĕрене.

Çамрăк тусăм, шурă хурăн,
Эсĕ пĕчĕккĕ чухне
Сан çинчен хывсаттăм юрă,
Юрласаттăм çуркунне.

Хамăн савнă хĕр юрлатчĕ
Çав юрра хăшпĕр чухне.
Çĕклететчĕ, çунтаратчĕ
Сассипе поэт чунне.

Ăна эпĕ юрататтăм
Мĕнпур чун-чĕремĕмпе.
Яланах çунатланаттăм
Шанчăкпа та ĕмĕтпе.

1953

Василий Волгин: Савап сана сентябрĕн сулхăн каçĕ

Савап сана, сентябрĕн сулхăн каçĕ,
Сан илемне саватăп чĕререн
Çывăх сăнсем умма килсе тухаççĕ,
Мĕн иртнине йăлтах асна илен.

Тавралăха чаршав пек хупăрланă
Вĕçĕ-хĕррисĕр тĕксĕм пĕлĕтсем;
Кĕрхи çилпе хĕрӳллĕн канашланăн
Урамсенче кашлаççĕ йăмрасем.

Кантăксенчен çут пайăрсем юхаççĕ,
Сирсе ывăтасла каç сĕмлĕхне.
Хуллен, янравлăн пралуксем юрлаççĕ,
Пуçларĕ вĕтĕ çумăр пĕрĕхме.

Ăшă пӳртре, ялйышăм, канлĕ çывăр,
Эп халь пĕччен çӳретĕп урамра.
Лере, сăртра, ман чунăмшăн чи çывăх,
Чи савнă çутă ăшшăн ялтăрать.

Çав çутăпа каç сĕмлĕхне сиретĕн,
Тăран илемлĕн куçăм умĕнче.
Ыйтатăн: тусăм, ма пĕччен çӳретĕн?
Асаилӳ çав… Урăх—нимĕн те.

Эс аякра кунтан, инçе-инçе çав,
Халь веренетĕн пысăк хулара.
Анчах сан куçусем умрах çиçеççĕ,
Ху та утатăн пек юнашарах.

Сана нумайăшĕ савма пултарĕ,
Эс ху та, тен, саван урăххине.
Ан тив, пит шел пулин те пĕрех мар-и,—
Чунтан савсам эппин эс тепĕрне

1953