Эс чирлĕччĕ ][ Геннадий Айхи



Эс чирлĕччĕ. Пуçна усса çÿрерĕн,
Салху шальпе хупларăн çут сăнна.
Хам чирлĕ пек, эп ним тума пĕлмерĕм
Çапла эп пултăм— айккинчи кăна.
Халь эс хаваслă, сăн-питÿ те уçă,
Ăна хура пĕркенчĕк пĕркемест.
Ман кăмăла хупланă тĕксĕм тум çеç
Епле сирес тесен те сирĕлмест.

1952

Ÿпкев ][ Геннадий Айхи

Çивĕч санăн куçусем!
Манăн çамрăк чĕрене
Ăшă пачĕç те вĕсем
Тек пăхмарĕç ман енне.

Ху чĕрÿн хĕмне манра
Шеллемен пулсан акма —
Пултаратчĕ ман чунра
Шĕл-кăвар чечек шăтма.

1952

Геннадий Айхи: Тĕкĕр

Верăна

Эп кĕнĕ чух тăраттăн эсĕ
Тăр шыв пек тĕкĕр умĕнче.
Эп сан куçусене тĕл пултăм
Малтан çав тĕкĕр хумĕнче.
Таса та ирĕклĕ чиперлĕх,
Илемлĕ, ырă ăраскал!..
Хуçасене ыр каç сунма та
Ун чух çитмерĕ ман вăй-хал.
Халь, тĕкĕрсем çине пăхсассăн,
Тем курăнать пек ман тĕле.
Мĕскер-ши вăл? Анчах пĕр мар-и:
Е пулĕ хурлăх, е телей!
1952

Сан пит-куçу çунса тăрать ][ Геннадий Айхи

Сан пит-куçу çунса тăрать, —
Эс пит вĕри иккен!
Сан питÿпе хам кăкăра
Ăшăтайма пĕлсен…

Вĕри-вĕри илемÿпе
Чуна хăват парса,
Ана кунçулăн тăршшипе
Упрасчĕ ăшăтса!..

1952