Митта Ваçлейĕ: Чул Çыран Хĕрринче

Чул Çыран Хĕрринче

Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пÿрт,
Юр тултарнă мăрйийĕ таран…
Мăнакка, хăвăртрах уçса кÿрт,
Çитсе ÿкрĕм паян эп аран.

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Икĕ Çыру

Икĕ Çыру

I

Хусанти юлташсене

Хăямата янисене ан манăр,
Харкамăн хăйĕн ăрăскал.
Салам сире! Аякри тăванăр
Упрать-ха сых ятне вăй-хал.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам…

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам…

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.
Ана тăван ыр кăмăлпа юрлатăр,—
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

Митта Ваçлейĕ: Элеги

Элеги

Савнă Ульхана

Каясси ман каллех — вăрăм çул,
Курасси ман каллех — темĕн чул…
Тусăм, тусăм, мĕн пулчĕ? Мĕн килчĕ?
Тĕрĕс-тĕкĕл пурнар тенĕ чух,
Ак каллех уйрăлмашкăн тĕл килчĕ…Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: И мĕн пуян?

И мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр çта каян?

И мĕн пуян, тăванăм?
Туслăх пуян.
Пин ылтăн мар, пин тус эс туян.Малаллине вулас