К. В. Ивановăн Пичетленмен Произведенийĕсем

Ухсай Яккăвĕ



Sijen1• Элек

Ку публикаци пĕр енчен Константин Иванов вулакана унăн пурнăçĕпе хăш пĕр паха деталĕсене уçса парса çывăхлатать, тепĕр енчен статьяна пичетленĕ 1935-мĕш çулта хуçаланакан идеологин çăварĕ Иванова идеологи майлă «çуса тасатма», çав тапхăрти литература обществисене килĕшекен ятсемпе (Софокл – Байрон – Лермонтов) сыпăнтарма, Ивановăн шухăш-кăмăлне чалăштарма хĕнĕшет. Вулаканăн кунта Ухсай мĕн пур каланине тĕрĕс пек йышăнмалла мар, Иванова кĕçĕнлетсе кăтартнăшăн та вырханмалла мар. Малаллине вулас

Пайтул: Халал

Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,
Тăлăп тăхăн, хăна.
Сивĕнмест-ха çын чунĕ
Хĕл сиввишĕн кăна.

Чăвашпа чăваш пултăр
Çывăх тус та юлташ.
Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,
Усалпа ан аташ.

Çак сăмах — ман йыхравăм,
Çак сăмах — ман халал.
Çак сăмах — ман ялавăм,
Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.

 

Пайтул: Чăваш тăшманĕ пĕтмелле

Ялтан тухса, мăн Атăл хĕррипе
Урхамаха сиктертĕм васкатса.
Кĕрешĕве чĕнеп чăвашсене, —
Хĕçе çĕклерĕм, ĕмĕт çуратса.

Вăрмансенче те аслă хирсенче
Хăравçă кайăк пек пытанар мар.
Ытарайми чăваш çĕршывĕнче,
Чăваш çынни, сассуна пар!

Кала эс хыттăн: “Эпĕр чура мар.
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле!”
Чăваш çынни, хăватлăн сасă пар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!

Чăваш çынни, тăван, хастар пулар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!
Чăваш çылнни, халь курăр, чура мар,
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле.

Ăнлантаркăч
1935
çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильин ватă юрăçăран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. П.Ф. Филиппов ăна 1991 çулта “Вучах” хаçат редакцине, Юхма Мишши патне упрама, май пулсан, пичетлеме ярса панă. Юхма Мишши архивĕнче упранать.