Митта Ваçлейĕ: Октябрь Ачисем

Октябрь Ачисем

Утар, утар пĕр харăссăн,
Октябрь ачисем!
Хĕвел шевли пек харсăрлăх,
Çиçсем, çиçсем, çиçсем!Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Сыв Пул, Хула!..

Сыв Пул, Хула!..

Кунта тĕнче! Тĕнчен хум-шавĕ.
Кунта автобус — урхамах!
Хĕрлĕ хĕвел пек хĕвелçаврăш
Кунта никам та курманах.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Асамат

Асамат

(Чăваш автономине)

Тĕнчене кисретсе аслати çĕхĕрсен,
Вăйлă тăвăл иртсессĕн тискеррĕн,
Ĕмĕрхи ĕмĕтри хĕвел тухрĕ хĕрсе,
Тухрĕ çут асаматăн кĕперĕ.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Юлташлăхра телей иккен-мĕн…

Юлташлăхра телей иккен-мĕн…

А. Беляева

Юлташлăхра телей иккен-мĕн.
Илем юлташлăхра кăна!
Сăвăланан чĕрем сĕткенĕ
Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.
 
Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕМалаллине вулас

Петĕр Хусанкай: Сăлпăран

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


*
Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

Малаллине вулас