Митта Ваçлейĕ: Çакă сăвă хыççăнах …

Çакă сăвă хыççăнах …

Çакă сăвă хыççăнах
Кирлĕ, теççĕ, хыçсăмах.
— Мĕншĕн?
Тем тусассăн та хресчен
Ăнтарайман пĕр-пĕччен.
Коллективлă пурăнăç —
Ак ăçта вăл çăлăнăç!
 
1926

Митта Ваçлейĕ: Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара…

Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,
Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.
Анчах сансăр пуçне, ыр çĕршывăм,
Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..Малаллине вулас

Уяв – Митта Ваçлейĕ

Митта Ваçлейĕ


И лапка-лапканăн
Лăпкă юр çăвать,
Çĕр çине чăлт-шурă
Кăкăрлăх çакать.
Тарлă, йăлăхтарнă
Канăçсăр çăва
Савăнса ăсатнăн
Сиккелет чакак.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Çамрăк Сăвăçсене

Çамрăк Сăвăçсене

Çамрăк ĕмĕрĕме илем кÿме
Çитĕнетĕп-шим-ха эп, айван?
Апла пулсан эсĕ, çĕрĕк хÿме,
Ман вут-хĕме ан чар, ишĕл ан!Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тăван Чĕлхене

Тăван Чĕлхене

Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп

Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм —

Вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.

 

Ĕçре çунан чĕрем хĕлхемĕ,

Чĕлхем, пĕр саншăн ывăнмасть.

Санпа сывлать тăван этемĕм,

Санпах сывлать çĕршывăм ман.

 

Ылхан кунçулĕн мур ĕмĕрĕ

Чылай туларĕ хăватна.

Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,

Çапах упрарăн ху ятна.

 

Кĕрешÿри тивлетĕн ячĕ

Сана çул пачĕ ирĕке.

Тасатĕ чăн этем хăвачĕ

Сана имретнĕ кирĕке.

 

— Килсем,

Килсем, чăваш поэчĕ!..—

Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.

Чĕлхем, вăл саншăн,

Саншăн йĕчĕ,

Хупланчĕ вилĕм чулĕпе.

 

Калам паян:

Вăл пурнăç иртрĕ,

Йĕрÿ паяншăн тĕлĕкре.

Чĕлхем, чĕлхем! эс чечекре,

Чечекленес вăхăт сан çитрĕ.

 

Часах чечек сан çимĕçленĕ,

Пуйтарĕ унăн илемне.

Калатăп эп, Митта Ваçлейĕ,

Çыртса чĕлхемĕн тÿлемне.

 

1926

Митта Ваçлейĕ: Тăван Çĕршыва

Тăван Çĕршыва

Çĕршывăм, çĕршывăм, каллех эп санра.

Хĕрÿллĕ ыр юррăм шăп саншăн янрать.

 

Кала-ха, çĕршывăм, кала-ха мана —Малаллине вулас