
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Д-на
Нумай çĕмĕрт пахчара,
Нумай лĕпĕш ун тавра.
Анчах пĕрин тĕлĕнче
Сĕмĕ те çук вылянаç.
Мĕншĕн тесен ун пекки
Хăй те пĕрех тĕнчере:
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Д-на
Нумай çĕмĕрт пахчара,
Нумай лĕпĕш ун тавра.
Анчах пĕрин тĕлĕнче
Сĕмĕ те çук вылянаç.
Мĕншĕн тесен ун пекки
Хăй те пĕрех тĕнчере:
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Самай лайăх вырăнта
Шап-шур чечек ларатчĕ.
Пĕтĕм кайăк вăрманта
Ăна курса савнатчĕ.
Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →
Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе, кÿрĕшри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма. Алăкран пырса кĕтĕм те: «Ман килес!» – терĕм. Мĕтри матки: «Килях, килях, Ваçка пăяхам, маларах ирт», — тет. Мĕтри сÿтсе-явса йăмахлама юратакан çын. Йăмахлама питĕ ăста. Ун патне кÿрĕшсем чĕлĕм туртма пухăнкалаççĕ.
Малаллине вуласИлле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →
Çанталăк çуркунне енне кайнă. Уяр кун, кăнтăрла çитесси нумай мар. Хĕвел ăшă çутине пĕтĕм вăйĕпе çĕр çине ярать. Çÿлте пĕр пĕлĕт те хĕвел çутине ÿкерме хупăрласа тăмасть. Паян ăшă кун, Хусанта пурăнакансем питĕ нумайăшĕ Воскрсеснский ятлă урама уçăлма тухнă. Икĕ-виçĕ хутлă çуртсем умĕнче улпутсем майрисемпе алла-аллăн тытăнса шăкăлтатса çÿреççĕ. Вĕсен тÿр пилĕклĕ ывăлĕсем пике майрисемпе пăшăлтатса, пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулаççĕ. Ку урамра лайăх тумтирлисем, пуянтараххисем анчах купет тăваççĕ…
Малаллине вуласМарфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→
Хăма хапха кичемлĕн уçăлса выртать,
Унăн юпи çумĕнче тупăк çийĕ тăрать.
Чĕрене çурса каякан йĕнĕ сасă илтĕнет,
Курăнать вилнĕ çынна ăсатма вăхăт çитет:
Акă тупăка пÿртрен çĕклесе тухрĕç;
Ял-йышсем, тăванĕсем ăсатма кайрĕç.
Авалхи йăлана тумасăр ан хăварам:
Эпĕ те ĕмĕрлĕх пурнăçа ăсатса ярам
Çак çынна… Акă тарăн шăтăк. Хуллен ярса
Тупăка шăтăка антарчĕç; тăпра витрĕ Ăна…
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
И.Н.
Пĕтĕм лайăх кайăк та
Ăшă çĕртен килет-çке:
Вĕсем килсен, халăх та
Хавасланса çÿрет-çке:
Инкекĕсем пĕтеççĕ,
Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →
Халь те куçăм умĕнче
Арман хуçи Пĕтелмей.
Çил арманĕ ту çинче
Катаранах курăнать.
Темĕн тĕслĕ тыр пĕрчи
Кунĕн-çĕрĕн авăртать.