Чăваш

Гурий Комиссаров (Вантер)


«Чăваш – йăваш халăх,
Чăваш – ырхан халăх,
Чăваш – теттĕм халăх,
Чăваш – чухăн халăх.

Юсаймĕ вăл пурăнăçне,
Кăтартаймĕ хăватне,
Чыслă халăх пулаймĕ,
Хăй культурине усраймĕ», –

Çапла çынсем калаççĕ,
Пирĕн çине шанмаççĕ.
Вĕсем каланă тăрăх,
Чăваш – вăл пĕтнĕ халăх…

Анчах чăваш ĕçчен-ха,
Унăн хастар пĕтмен-ха:
Кунĕн-çĕрĕн вăл ĕçлет,
Начар çĕрне кукалет

Вĕренме вăл ÿркенмест,
Кĕнекерен йĕрĕнмест;
Ăсталăха юратать,
Малаллах тапаланать.

Шанатăп: чăваш пуçĕ
Ăспа тухĕ-ха мала;
Унăн уçăлĕ куçĕ:
Пăхĕ ялан çутталла!

Вĕренсе çутта тухнипе
Чăваш юсĕ пурăнăçне,
Ăсталăха пĕлнипе
Хуса çитĕ çынсене!

Чĕмпĕр, 1903, январь.

Ĕмĕт

Гурий Комиссаров (Вантер) Курăк çеçки пулăттăм: Тутлă шерпет ĕçĕттĕм, Капăрланса ларăттăм – Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм. Партас пулă пулăттăм: Çутă кÿлĕре ишĕттĕм, Йăр-йар чăмса выльăттăм – Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм. Шăпчăк кайăк пулăттăм: Сад пахчинче вĕçĕттĕм, Кунĕн-çĕрĕн калăттăм, – Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм. Ăмăрткайăк пулăттăм: Ирĕклĕхре çÿрĕттĕм. Пĕлтрен çÿлте явнăттăм – Чуралăха пĕлмĕттĕм. 1908

Яшă Юрри

Гурий Комиссаров (Вантер)

Мĕншĕн эс, çуркунне,
Тек мана астаран:
Юрлама, выляма
Уява чĕнетĕн?

Хитре эс, çуркуннем,
Нумай сан савăнăç,
Нумай санăн янрав,
Нумай ыра шăршă.Малаллине вулас

Çуркуннехи çĕр

Гаврил Кореньков


Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Тем пек лайăх çутатаç;
Шурти ешĕл курăксем
Тем пек ыррăн курăнăç;

Вăрман çинчи уйăх та
Çĕре ыррăн çутатать;
Юман çинчи шăпчăк та
Тем пек лайăх янăртатьМалаллине вулас

Григорий Тимофеев: Тăхăр Ял

Григорий Тимофеев


Тăхăр Ял

Сĕве тăршшĕсем

Пирĕн Элшелсем хăйсене «тăхăр ял çыннисем» тесе хисеплеççĕ. Ĕлĕксенче, ку енчи чăвашсем Утиле ĕçлесе пурăннă чухне, кунти тĕнче пĕрре те хальхи пек пулман. Пÿркелĕнче Утилĕн «Приказ» пурччĕ, тет. Пĕтĕм çак таврари ялсем, Тинкеш-Рункă таврашĕ те, приказа çав Пÿркелне çÿретчĕç, тет. Çав вăхăтсенче Элшелсем, Таккаварсем, Раккассисем, Мертлĕсем, Киштексем, Пимĕрселсем, Пÿркелсем, Хирти Кушкăсем, Чăваш Саркамăшĕсем пĕрле пĕр хирте ĕç пуçласа, ĕç ĕçлесе, пĕрле ĕç пĕтеретчĕç, тет. Вĕсенĕн ана-çарансем Малаллине вулас

Константинопольри чăвашсем

Димитрий Архипов


Кĕскетсе тÿрлетнĕ вариант. Оригиналне те çитес вăхăтра туса çитерĕпĕр.

Константинопольри чăвашсем

Çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ килтен тухрăм. Килтен тухсан виç-тăват кунта чукун çулпа Одессăна çитрĕм. Константинополе каякан пăрахута кĕтсе пирĕн Одессăра пăртак пурăнмалла пулчĕ: унта эпир, Иерусалима каякансем, пайтахăн пултăмăр. Кĕтнĕ пăрахут пирĕн килчĕ. Вара эпир çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче ирхине çав пăрахут çине лартăмăр та талăк çурăран, çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче каçпа Константинополе çитрĕмĕр. Унта эпир Иерусалима каякансем, Пантелеймон монастырĕ ячĕпе тунă монахсем пурăнакан çурта кĕтĕмĕр.

Тепĕр кунĕ ирхине çав Пантелеймон монастырĕ çуртĕнче пурăнакан пĕр монах пире, кĕлле каякансене, мĕн паха, çав вырăнсене кăтартма хулана йĕртсе кайрĕ: монастырьсене, Христос тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене те кăтартма илсе кайрĕ.Малаллине вулас