Курăк академикĕ

Юхма Мишши


Хам курăк-чечек çинчен питех те сахал пĕлнине чухлатăп-ха. Çавăнпа ĕнтĕ:

— Микулай пичче, — терĕм пĕррехинче, — май пулсан вăрман кĕнекин курăк-чечек çинчен çырнă сыпăкĕсене вулар-ха пĕрле…

Ку ватă вăрманçă килĕшрĕ.

— Юрĕ, ыранах кайăпăр акă, — сăмах пачĕ вăл.

Тепĕр кунне ирхине унпа çула тухрăмăр.Малаллине вулас

Шавлама (Юхма Мишши): Eptĕlmenĕn Kilĕnce

Eptĕlmenĕn kilĕnce te
Kilĕnce
Aj jytăsem ulaşşĕ te
Ulaşşĕ,
Aj, jytăsem mar,
jytsem mar ta
Arămĕsem jĕreşşĕ
Jĕreşşĕ.
Eptĕlmenĕn vunşic arăm,
Vunşic arăm,
Vunşiccĕsh te hĕvel pek,
Hĕvel pek.
Eptĕlmenĕn şirĕm şic jytă,
Şirĕm şic jytă,
Şirĕm şiccĕsh te kashkăr pek,
kashkăr pek…
Şirĕm şic jytti purănaş
Purănaş ulputla.
Vunşic arămĕ purănaş,
Purănaş hărhămla.

Шавлама (Юхма Мишши): Atăl Ajne Anajmarăm

Atăl ajne anajmarăm,
Cej lartsa ĕşejmerĕm.
Ep telejlĕ pulajmarăm,
Savănsa ĕşejmerĕm.

Atăl ajne annă pulsan,
Hăparajman pulăttăm.
Ep telejlĕ pulnă pulsan,
Şuralman ta pulăttăm.

Atăl ta humhancĕ pul’,
Sĕve te humhancĕ pul’.
Ikĕ humĕ pĕrle pulsa
Karapa putarcĕş pul’.

Anne te ylhancĕ pul’,
Atte te ylhancĕ pul’.
Ikĕ ylhan pĕrle pulsa,
Teleje putarcĕş pul’.

Atăl şine shur pir sarnă,
Tipĕ halĕ majĕpen.
Şamrăk puşa hujhă üknĕ,
Irtĕ halĕ majĕpen.

Илапай: Эпир Астампула кайиччен

Эпир Астампула кайиччен
Акмасăрах тырă пулать тетчĕç,
Вырмасăрах кĕлте тулать тетчĕç.
Эпир Астампула кайсассăн
Аксассăн та тырă пулмарĕ.

Эпир Астампула кайиччен
Шыв вырăнне юхать сĕт терĕç.
Çиес çăкăр хуплу пулать терĕç.
Сĕчĕ çеç мар, шывĕ те пулмарĕ,
Хуплу çеç мар, çăкăрĕ те пулмарĕ.

Эмине: Атте-анне йăлипех

Пире пылпа хаклаççĕ
Тутар тĕнне йышăнма.
Мулласем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Аллах ырлăхне курар!»

Пире турăшпа хăвалаççĕ
Христус тĕнне йышăнма.
Пупсем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Туррăн телейне тупар!»

Пире хĕçпе хăвалаççĕ
Патша умне пуç тайма.
Салтаксем калаççĕ:
«Пăшал парар, хĕç парар,
Патша парнине чăтар!»

Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
Пире ним те кирлĕ мар.
Христус турă — ырă турă,
Эс те пире кирлĕ мар.
Атте-анне йăлипех
Пурăнар виличченех.

Эмине: Атте-анне чĕлхипе

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.

Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.

Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!

Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.