Самуил 1

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Патшасен Пĕрремĕш Кĕнеки

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]

1

(1) Ефрем тăвĕ çинчи РамафаимЦофим хулинче пĕр çын, Ефрафа çынни, пурăннă. Ăна Елкана тесе чĕннĕ. Вăл Иерохам ывăлĕ пулнă, Иерохам — Илий ывăлĕ, Илий — Тоху ывăлĕ, Тоху вара Цуф ывăлĕ пулнă;

(2) Елканăн икĕ арăм пулнă: пĕрне Анна, тепĕрне Феннана тесе чĕннĕ; Феннанăн ача пулнă, Аннăн ача пулман.

(3) Палăртнă кунсенче çак çын Саваоф Çÿлхуçана пуççапма тата ăна парне кÿме хăйĕн хулинчен Силома çÿренĕ; унта [Илий тата] унăн икĕ ывăлĕ, Офнипе Финеес, Çÿлхуçа священникĕсем пулнă.

(4) Парне кÿнĕ кун Елкана унăн пайĕсене хăйĕн арăмне Феннанăна тата унăн мĕнпур ывăлĕпе хĕрне уйăрса панă;

(5) Аннăна вара [унăн ача çук тесе] ятарлă пай панă; Çÿлхуçа Аннăн варне хупă тытнă пулин те, упăшки ăна [Феннанăна юратнинчен ытларах] юратнă.

(6) Феннана Аннăна кулянтарсах тăнă, Çÿлхуçа унăн варне хупă тытнине аса илтерсе, ÿпкелешмелли сăлтав тупатупа панă.

Малаллине вулас

Иисус Навин Кĕнеки

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Иисус Навин Кĕнеки

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]

1

(1) Çÿлхуçа чури Моисей вилсессĕн, Иисуса — Нав ывăлне, Моисей çумĕнче ĕçлесе тăнă çынна — Çÿлхуçа каланă:

(2) Манăн чурам, Моисей, вилчĕ; ĕнтĕ тăр та çак Иордан шывĕ урлă каçса кай: ху та, çак мĕнпур халăх та Эпĕ вĕсене, Израиль ывăлĕсене, паракан çĕр çине каçăр, тенĕ.

(3) Моисее каланă пек, урăр çитсе пуснă кирек хăш çĕре те Эпĕ сире паратăп:

(4) хетсен пĕтĕм çĕрне — пушхирпе çак Ливан патĕнчен пуçласа аслă Евфрат юханшывĕ таранчченех — сире паратăп; сирĕн çĕрĕр хĕвеланăçĕ енчи аслă тинĕс хĕррине çитичченех сарăлса выртĕ.

Малаллине вулас

Саккуна Астутарни

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Пиллĕкĕмĕш Кĕнеки

Саккуна Астутарни

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 ]

Пай 1

(1) Çак сăмахсем вĕсем Моисей пĕтĕм Израиль халăхне каланă сăмахсем: кăна вăл Иордан леш енчи Суфпа тĕлметĕл тÿремлĕхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче,

(2) Хорив тăвĕ патĕнчен вунпĕр кун кайсассăн, Сеир тăвĕнчен КадесВарни патнелле выртакан çул çинче чарăнса тăрсассăн каланă.

(3) Египетран тухсассăн хĕрĕхмĕш çулхине, вунпĕрмĕш уйăхра, уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], Моисей Израилĕн [мĕнпур] ывăлне Çÿлхуçа Турă хăйне вĕсем çинчен мĕн калама хушнине пĕтĕмпех каласа кăтартнă.

(4) Моисей çак саккуна хăй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурăннăскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурăннăскере — вĕлернĕ хыççăн

Малаллине вулас

Йыша Шутлани

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Тăваттăмĕш Кĕнеки

Йыша шутлани

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 32 | 33 | 34 | 35 | 36 ]

Пай ‎1‎

(‎1‎) Израиль ывăлĕсен халăхĕ Египет çĕрĕнчен тухни иккĕмĕш çула кайсассăн, иккĕмĕш ‎уйăхăн пĕрремĕш [кунĕнче], Синай пушхирĕнче, пуху чатăрĕнче, Çÿлхуçа Турă Моисее çапла ‎каланă:‎

(‎2‎) Израиль ывăлĕсен халăхĕн мĕнпур арçыннине вĕсен йăхĕсем тăрăх, вĕсен кил-йышĕ ‎тăрăх, вĕсен ячĕсем тăрăх йăлтах шутласа тухăр:‎

(‎3‎) Израилĕн вăрçа юрăхлă пĕтĕм çыннине — çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан ‎аслăраххисене — хăйсен çар ушкăнĕсем тăрăх шутласа тухăр, Ааронпа иксĕр шутласа тухăр;‎

(‎4‎) сирĕнпе пĕрле каш ни йăхран пĕрер çын, хăй йăхĕнче пуç пулса тăраканскер, пулмалла.‎

(‎5‎) Сирĕнпе пĕрле пулмалли çынсен ячĕсем акă çаксем: Рувим йăхĕнчен Елицур, Шедеур ‎ывăлĕ;‎

Малаллине вулас

Левит

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Моисейĕн Виççĕмĕш Кĕнеки

Левит

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 ]

Пай 1

(1) Çÿлхуçа Турă Моисее пуху чатăрĕнчен чĕнсе каланă:

(2) Израиль ывăлĕсе не пĕлтер, кала вĕсене: сирĕн хушшăртан кам та пулин Çÿлхуçана парне кÿрес тесессĕн, вăл выльăхчĕрлĕх парни пулсассăн, хăвăр парнĕре шултăра тата вак выльăх кÿрĕр.

(3) Унăн парни пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмел ли шултăра выльăх пулсассăн, айăпсăр ар выльăх кÿтĕр; Çÿлхуçа умĕнче ырăлăх тупмашкăн вăл ăна пуху чатăрĕн алăкĕ умне çавăтса пытăр;

Малаллине вулас

Пултани 12

12

(1) Çÿлхуçа Аврама каланă: хăвăн çĕрÿнтен, тăванухурăнташу хушшинчен, аçу килĕнчен тух та Эпĕ сана кăтартакан çĕре кай;

(2) санран Эпĕ аслă халăх кăларăп, сана пиллĕп, санăн ятна мухтавлă тăвăп, эсĕ пиллĕхлĕ пулăн;

(3) Эпĕ сана пиллекенсене пиллĕп, сана ылханакансене ылханăп; сан урлă çĕр çинчи пур йăх та пиллĕх илĕ, тенĕ.

(4) Хăйне Çÿлхуçа каланă пек, Аврам тухса кайнă; унпа пĕрле Лот та кайнă. Харранран тухса кайнă чухне Аврам çитмĕл пилĕк çулта пулнă.

(5) Аврам хăйпе пĕрле хăйĕн арăмне Сарăна, хăйĕн тăванĕн ывăлне Лота, хăйсем пухнă мĕнпур пурлăхне тата Харранра чухне хăйсен аллинче тытнă мĕнпур çыннине илнĕ те Ханаан çĕрне кайма тухнă; унтан Ханаан çĕрне пырса çитнĕ.

(6) Аврам çав çĕр тăрăх Сихем теекен вырăна çитиччен, Море юманлăхне çитиччен, тăрăшшĕпех çÿресе тухнă. Çак çĕрте ун чухне Ханаансем [пурăннă].

(7) Аврама Çÿлхуçа курăннă, каланă [ăна]: çак çĕре Эпĕ санăн йăхна парăп, тенĕ. Унта Аврам хăйне курăннă Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă.

(8) Çав тĕлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухăç еннелле, тапранса кайнă; вăл унта чатăрне çапла карса лартнă: Вефиль чатăртан анăçалла, Гай тухăçалла пулнă; çакăнта вăл Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ туса лартнă та [хăйне курăннă] Çÿлхуçа ятне асăнса чĕннĕ.

(9) Вара Аврам тапранса тухнă та малалла, кăнтăралла, кайнă.

(10) Çав çĕрте выçлăх пулнă. Çав çĕрте выçлăх вăйлăланса çитнĕрен Аврам Египета пурăнма кайнă.

(11) Египет патнелле çывăхарса çитнĕ чухне вăл Сарăна, хăйĕн арăмне, каланă: акă эсĕ питĕ илемлĕ хĕрарăм пулнине эпĕ пĕлетĕп;

(12) сана курсассăн Египет çыннисем: «ку унăн арăмĕ» тейĕç; вара мана вĕлерĕç, сана чĕрĕ хăварĕç;

(13) эсĕ: эпĕ унăн йăмăкĕ пулатăп, те, сан тĕлĕшпе мана аван пултăр, сан урлă манăн чунăм чĕрĕ юлтăр, тенĕ.

(14) Çаплах пулнă: Аврам Египета çитсессĕн, Египет çыннисем Сара питĕ илемлĕ хĕрарăм иккенне курнă;

(15) ăна фараонăн аслă улпучĕсем те курнă та ăна фараон умĕнче мухтанă; вара ăна фараон çуртне илсе пынă.

(16) Ун майĕпе Аврама аван пулнă; унăн вак выльăх та, шултăра выльăх та, ашаксем те, арçын чурасемпе хĕрарăм чурасем те, лашалла ашаксем те, тĕвесем те пулнă.

(17) Анчах Çÿлхуçа Сарăшăн, Аврам арăмĕшĕн, фараона хăйне те, унăн килне те йывăр асап кăтартнă.

(18) Вара фараон Аврама чĕнтерсе илнĕ те каланă: эсĕ мана мĕн турăн капла? вăл санăн арăму иккенне мана мĕншĕн каламарăн?

(19) мĕншĕн эсĕ: «вăл манăн йăмăк» терĕн? эпĕ ăна хам валли арăм тума илсеттĕм. Акă халĕ санăн арăму, илсе каях [ăна], тенĕ.

(20) Фараон хăй çыннисене хушнă та, вĕсем вара Аврама хăйне те, унăн арăмне те, унăн мĕн пуррине пурне те, [унпа пĕрле Лота та] кăларса янă.

Киле таврăнни

Ю. Ковалёв / Jurĕj Koval’of


 

Тĕнчере тем те пĕр эпĕ куртăм,
Кăвак тинĕс, çӳллĕ сăрт-тусем.
Тем курсассăн та васкатрăм утăм,
Килеллех вĕçетчĕç шухăшсем.

Улăхпа утатăп киленсе эп,
Ман умра хаваслă чечексем.
Тахçанах мана кĕтеç, пĕлетĕп,
Пуç таяççĕ халь мана вĕсем.

Шăнкăртаттарса юхать çăл куçĕ,
Шăпланса итлеççĕ хурăнсем.
Хӳхĕм улăх пĕтсенех ял пуçĕ,
Эсĕ курăн çул вĕçленнĕçем.

Эс сывах-и, ман юратнă ялăм!
Сывă-ши, хисеплĕ тăвансем?
Телее таçта та эп шырарăм,
Ман телей — çуралнă вырăнсем.