Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Ун ятне этемлĕх манмĕ

И.П. Прокопьев


Ун ятне этемлĕх манмĕ

Этемлĕх ХХ ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем — пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут космоса вĕçсе хăпарчĕ. Унччен космосра Юрий Гагаринпа Герман Титов пулса курнăччĕ. Андриян Николаев Павел Поповичпа вĕçрĕ. Вĕсем хыççăн космонавтсем ушкăнпа вĕçме пуçларĕç. Тĕнчере пĕрремĕш хут Андриян космосра креслăран уйрăлса ирĕклĕн вĕçрĕ, «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем хушшинче радио çыхăнăвне йĕркелерĕ, пĕрремĕш хут космосран телерепортаж кăтартрĕ.Малаллине вулас

Çемен Элкер: Вĕренме каясчĕ

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Малаллине вулас

Çемен Элкер: Чăваш хаçачĕ

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


 

Чăваш хаçачĕ

Пĕрре çуллахи хĕвеллĕ кун Хусанта крепостьри «Дворецра» чăваш салтакĕсен пухăвĕ пулать тенине илтрĕм те, эпĕ унта кайса курас терĕм. Вăхăт кăнтăрла тĕлнелле. Кĕретĕп крепăçне. Хĕвел хĕртсе пăхать… Çав вăхăтрах манăн умран икĕ чăваш салтакĕ ерипен пуплесе пынине куратăп. Пĕри сухаллăскер, тепри çамрăкрахскер. Çамрăкки сылтăм аллине «Хыпар» хаçетне тытнă та хуллен варкăшса пырать тата çав вăхăтрах хаçетне çĕклерĕ те, çухални еннелле пăхса, ак çапла кала пуçларĕ: Малаллине вулас