Иван Шухши
Павăл, Миккуль тата Петĕр
Ачасемшĕн паян уяв — шкулта кĕнеке валеçеççĕ. Кашни вĕренекен учитель сĕтелĕ патне тухать те пĕр çĕклем кĕнеке çĕклесе хăй вырăнне кайса ларать, çĕнĕ кĕнекесене уçкаласа пăхма пикенет. Пурте савăк кăмăллă.
Акă черет Павăла çитрĕ. Курать-ха вăл: сĕтел çине купаласа хунă кĕнекесенчен хăшĕсем вĕр çĕнĕ пекех, хăшĕсем вара пăру чăмланă пекех сÿсленсе кайнă. Мĕнле тăрлавсăр ача вĕреннĕ-ши вĕсемпе?
Кĕнекисем аптрасах кайманнисем лекрĕç Павăла, анчах юлашкийĕ, «Тăван сăмах», ачан пĕтĕм кăмăлне пăсса хучĕ. Хуплашкийĕ çине мĕн кăна ÿкерсе тултарман пуль! Хырăмпа шăвакан, шывра ишекен чĕр чунсенчен пуçласа инопланетянинсем таранах. Çитменнине тата, хуплашки кĕç-вĕç тăпăлса тухас пек çакăнса тăрать. Кĕнекере 5-мĕш, 6-мĕш, 118-мĕш страницăсенчен çурри кăна упранкаласа юлнă, 3-мĕш, 12-мĕш, 25-мĕш страницăсем вара пачах çук, таçта çĕтнĕ ĕнтĕ.Малаллине вулас