Халăхла ĕненÿ: Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем

Виталий Родионов / Vittalĭj Rotionăf


Кирек хăш халăх та сăмахăн асамлă хăватне авалтанах ĕненсе пурăннă. Калăпăр, пĕр-пĕр çын чирлесе ÿксессĕн ăна сыватма пултаракан е унăн сăлтавне пĕлекен çынсене (пĕлÿçĕ, вĕрÿçĕ, юмăç т.ыт.те) чĕлхе вĕртернĕ, суртарнă е çÿлти вăйсенчен ырлăх-сывлăх ыйтса кĕлĕ сăмахĕсем каланă. Тахçан авал чĕлхе тата кĕлĕ сăмахĕсем пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вĕсем çут çанталăкри тĕрлĕ вăйсемпе хутшăннă самантсенче кала-нисенчен йĕркеленсе кайнă. Чăвашсемпе чĕлхе тĕлĕшĕнчен хурăнташлă якут, алтай, шор, хакас тата ытти халăхсен сăмахлăхĕнче эпир пăхса тухакан жанрсене паян кунчченех пĕр сăмахпа палăртаççĕ: алгыш, алгыс. Çак форма авалхи тĕрĕк чĕлхинчи алха (мухта, ырла, ырă сун) тымартан пулса кайнă. Ăна хирĕç пĕлтерĕшлĕ сăмах алхан пулнă, вăл пирĕн чĕлхере ылхан тенипе тÿр килет. Алгыш вара чĕлхемĕрте ылхаш формăллă пулмаллаччĕ, анчах та çав пĕлтерĕшпе пирĕн урăх сăмах çÿрет: пил (пехил). Ахăртнех, çак араб сăмахĕ чăн чăвашла формăна вăтам ĕмĕрсенчех (XIII—XIV) хĕссе кăларнă.

Малаллине вулас

Advertisements

Чăваш Турри – Кĕлĕ ][ Анатолий Кибеч

Анатолий Кибеч / Anatolij Kipec

Ефимов Анатолий Ильич Чăваш Енĕн Канаш районне кĕрекен Чулкăмака ялĕнче çуралнă. РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977). [wiki] «Юратнă юрăсем» (1995); «Пурнăç çулĕ такăр мар» (1995); «Чăваш пулма çăмăл мар» (1996); «Хĕç тумалли хурçă» (1997); «Юратусăр телей çук» (2000); «Улăп таврăнни» (2001); «Пурнăç кĕнеки» (2002); «Кĕлĕ» (2004); «Шартлама» (2005) кĕнекесен авторĕ. [wiki]

“Кĕлĕ” кĕнекинчен илнĕ малаллахи текстра Анатолий Кибеч хăйĕн тытса тăракан е шухăшласа кăларнă тĕн кĕллисемпе пайлашать. Калуçăн шухăшĕ тăрăх кашни халăхăн хăйĕн турри пур. Автор турă вăл – усалтан хăтаракан пĕр-пĕр  хăват тесе, суя турă тăратса лартать. Кĕнекене этнорелиги, нью эйдж, ăрăмпа тĕшмĕш тавраш вĕрентекенĕсем куллен цитатăлаççĕ. Вапа çакă кĕнеке хăйне евĕр культ пулса тăчĕ. VulaCv ку проза хайлавне ăс-хакăлĕ енчен хавшак тата турра пĕлми çынсемшĕн ырă мар тĕслĕх, унсăр пуçне нацилĕх туйăмĕсене урлă кĕрсе çынна тĕрĕс тĕнрен суптаракан сиенлĕ вĕрентÿ шутне кĕртет. Анчах çак хайлав урлах халăхла çĕнĕ е çĕнĕрен чĕртнĕ тĕнсен хавшак, теологи енчен ансат тата пăтрашуллă шухăшĕсем çинчен пĕлÿ илме пулать. Малаллине вулас