Чăвашла Коран тафсирĕ

(1) Кĕнекене уçакан пай

 

Йышăнманни

Çак Ислам тĕнĕпе çыхăннă текста кăларса тăратни VulaCV проект Ислам тĕнне ырлани шутланма пултармасть. Тĕрлĕ культурăсене тата тĕнсене тарăнрах тĕпчес, тĕрĕс хак парас текенсем валли усăллă хатĕр пултăр терĕмĕр. Çак текстра тĕрĕсси те, йăнăшши те пулни çинчен те асăрхаттаратпăр. Кĕнекен хăш пĕр пайĕсене куçармасăр хăварнă.


(1) Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе!

(2) Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мĕн пур мухтав!

(3) Вăл Хăй ырăлăхне çут тĕнчери мĕн пур чуна парать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать.

(4) Шухăшăмăрсемпе ĕçĕмĕрсемшĕн явап тытмалли кун патши пĕр Вăл кăна.

(5) Турăçăм! Эпир пĕр Сана кăна ĕненсе пуç çапатпăр, Эсĕ хушнă пек пурăнатпăр! Турăçăм! Пире тĕрлĕ усал-тĕселрен, çылăха кĕресрен упрасам, йывăрлăхра пулăшса пырсам!

(6) Турăçăм! Пире тÿрĕ çул çине кăларсам, пире чăн тĕне çирĕп тытса пурăнмалла тусам!

(7) Турăçăм! Пире Сана чун-чĕререн ĕненсе Сан сăвапна тивĕçнĕ çынсен çулĕпе утма пиллесем, тĕрĕслĕхе ăнланмасăр улталаннă тата чăнлăха курайманнипе ыттисене те суя çул çине пăрса яма тăрăшакансем хыççăн каясран упрасам!Малаллине вулас

Александра Лазарева: Aйăп

Александра Лазарева — ача-пăча çыравçи, куçаруçă. Авиаци техникумĕнче вĕренсе тухса хĕрарăмсен пĕрремĕш эскадрильине кĕнĕ, анчах сывлăхĕ япăхланнă пирки Шупашкара куçнă. Журналсенче тата радиора редактор пулса ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Сайтран:

 

«Турăçăм, чăлах пулма ан парах, çын куçĕнчен пăхмалла ан тăвах мана!» – тет калавăн тĕп сăнарĕ Елампи. Ватăлнă кинемее, «тĕн сĕрĕмне»  парăннă хĕрарăма пĕр енчен шеллесе, тепĕр енчен питлесе тухса тăратать вулакан умне религи çинчен çырма кăмăллакан Александра Лазарева.  Хăйĕн тепĕр вăрăмрах повеçĕнче тĕп геройинисенчен пĕрин çăварнĕ «Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхех юлать. Никам та çĕнеймест ăна. Ăнланатăр-и çавна, хĕрачасем?»Малаллине вулас

Пилпе сунăм-хушăм

Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ


Пил — асли кĕçĕннине, ача-пăчана, яш-кĕрĕме, килен-каяна, хăна-вĕрлене, çула каякана ырă сунса, парнепе е кучченеçпе пĕрле каланă сăмах.


Ачамсем, хĕрĕмсем! Аслисем каланине хăлхана чикме вĕренĕр: итле-ме йывăр пулĕ те, пĕлни кирлĕ пуласса ан манăр. Хушнă ĕçшĕн туртка-ланса ан тăрăр, аçăр-аннĕр пултарайми ĕç хушмĕ. Ют çын пулăшма ыйтнине илтмĕш пулса ан иртĕр. Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăршăнах пулать.
Хирĕç пыракана салам парăр, пуç тайăр. Уншăн пуç татăлса ÿкмест. Шыв ыйтакана тулли курка парăр. Уншăн шыв пĕтмест. Ватă çынна лар-ма вырăн туса парăр. Уншăн вырăн пĕтмест.
Ватăпа вĕтĕрен кулма кулăр та, хăвăр та вĕтĕ пулнине, хăвăр та ватă пуласса шута илĕр. Юратса кулнăшăн сиен пулмасть.

Малаллине вулас