Тăван чĕлхе – Валем Ахун

Анне каçсерен юрланă сăпка юррисенчен, асанне юптара-юптара панă тĕлĕнмелле асамлă халап-юмахсенчен, асатте кĕвĕленĕ хайлав-сăвăсенчен кĕтĕн эсĕ ман ăшăма, юратнă чĕлхем. Хуйхă-суйхăма та эпĕ санпа пусаратăп, савăнăçăма та эпĕ санпа çурмалла пайлатăп, ахах-мерчен чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!

Кала-ха, тăван чĕлхемĕм, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Маншăн эсĕ — хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ — анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ…

Çемен Элкер: Йывăр вăхăт

Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Йывăр вăхăт

Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест.

Малаллине вулас

Çуркунне

Куçма Турхан


Çуркунне…

Таврара пур çĕрте те юр выртать-ха. Анчах вăл йăшнă ĕнтĕ, хĕвел питтинче ура йĕпенмелĕх сĕлкĕшленнĕ. Тÿпене кăн-кăвак теме çук. Типме тухса çакнă кĕпе пек, унта та кунта кăтрашка пĕлĕтсем çакăнса тăраççĕ. Çапах та тÿпе кунсеренех тăрăлса, тасалса пырать.Малаллине вулас

Чăваш сăмахĕ

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →


220px-sespel
Çеçпĕл Мишши. Чаплă чăваш поэчĕ.

Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ — чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман чашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!

— Çеçпĕл Мишши

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ