Оскар Уайльд: Çывăх тус

Оскар Уайльд

Оскар Уайльд (Oscar Wilde) — … Тĕплĕнрех→


 

The Devoted Friend

Çывăх тус

I

Оскар Уайлд. Ирландин чаплă çыравçи.
Оскар Уайлд. Ирландин чаплă çыравçи.

Пĕр ялта сапăр кăмăллă çамрăк йĕкĕт пурăннă. Йăваш Ганс тесе чĕннĕ ăна. Вăл хăйĕн пысăках мар çуртĕнче пĕчченех пурăннă.

Кунĕ-кунĕпе хăйĕн пĕчĕк садĕнче ĕçленĕ вăл. Таврара унăн сачĕ пек тирпейли, илемли пулман. Темĕн тĕрлĕ йывăç-курăк ÿстернĕ унта Йăваш Ганс.

Йăваш Гансăн тусĕсем чылай пулнă. Анчах та унăн чи çывăх тусĕ тесе хăйне мăнтăркка арман хуçи шутланă. Вăл Ганс çурчĕ умĕнчен нихçан та пушă алпа иртсе кайман. Çыххи-çыххипе илемлĕ чечексем тата-тата кайнă, çимĕçсем пиçсе çитсен вара карçинкки-карçинккипе улма-çырла пуçтарнă.Малаллине вулас

Александр Галкин: Математика мыскари

Александр Галкин — чылай паллă юрă сăввисен авторĕ, культура ĕçченĕ. Чăваш кĕнеке издательствин, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕнче, «Капкăн» журналта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


 

Математика мыскари

I

Эпир Çимушпа иксĕмĕр — туссем. Эпĕ ăçта — Çимуш унта, Çимуш ăçта — эпĕ унта.

Çынсем каланă тăрăх, сăнран та, кĕлеткерен те эпир пĕр пекех имĕш. Чăн та, иксĕмĕр те пĕр тан ĕнтĕ. Иксĕмĕрĕн те çÿçсем сарă, сăмсасем каçăр, питсем кантăр вăрри хуппипе сапнă пек кук тĕрриллĕ. Çавăнпах пулĕ ялта пире йĕкĕрешсем тесе чĕнеççĕ, пĕр-пĕринчен уйăрса илеймесĕр хăшкăлаççĕ. Куншăн эпир Çимушпа иксĕмĕр савăнатпăр çеç.Малаллине вулас

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн ][ Геннадий Айхи

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,
Сив сăнра вара — нимĕн те çук.
Ыр сунам пек тăван,— амантасшăн!
Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

Чĕрÿне тăнламастăн эс халĕ,
Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.
Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,
Туслăха — тупаймастăн унпа.

1953

Кĕр енне çулсем тап-такăр ][ Геннадий Айхи

В. Пыркина

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Янкăр уяртан-тăр-и,
Юриех çуран утатпăр,
Калаçма тесе — юри.

Вунă çул пĕрле вĕреннĕ,
Ларнă иккĕн юнашар,
Халĕ, уйрăлма тивсен ак,
Пĕр сăмах та путлĕ мар.

Шÿт тума ăстаччĕ шав эс,
Халь — пуплетĕн ерипе…
Молотилка кĕрĕ-шавĕ —
Пăрçасем ташланă пек.

Инçетре хуллен пуçларĕç:
«Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт…»
Пур çĕрте те хаклă мар-и
Хамăр ен те хамăр çурт.

Грузовик иртсе çухалчĕ —
Тутăр сулчĕçĕ хĕрсем…
Яланах асра пулсанччĕ
Çакă кĕмĕл эрĕмсем.

Хурсене пĕрле пухасшăн
Ачапча йăслать, куран.
Тек чупаймăпăр, юлташăм,
Хăмăл çийĕн çаруран.

Сукмаксем халь уйрăлаççĕ:
Йăлтăр кÿлĕ хĕррине
Шăвăнса вĕсем тухаççĕ,
Улăхаççĕ ту çине…

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Çат выртать машин йĕрри.
Юлашки тесе утатпăр
Юриех çуран, юри.

1953

Геннадий Айхи ][ Туслăх çулĕ тумхахлă…

В. А.
Туслăх çулĕ тумхахлă пулсассăн,
Чун та пулĕ — татах та хĕрÿ.
Адресу сан ыран улшăнсассăн,
Улшăнма пултараймĕ — чĕрÿ.
1950

Тусăма — Тутар Çыруçине ][ Геннадий Айхи

К. Юлдашева

Çулçăсем вĕçсе ÿкеççĕ
Кантăкран сĕтел çине.
Ман килте паян, пиччеçĕм,
Эс ларан кĕрекене.

Чăвашра, эппин, тутарăм,
Эс те пул-ха чăвашла:
Алтăрпа сăра тытар-и,
Япăх мар пирте хăмла.

Чей вара — тутар йăли вăл,
Хам сăйланнă сахал мар.
Чашкăртăр мулла пек кивĕ
Çутă хырăм — сăмавар.

Эп «Урман кăзне» итлесшĕн —
Хисеп ту-ха ман çурта!..
Çул çине юрлар, иптешĕм:
«Чăт-чăт, хăта, чăт, хăта».

Туслăхшăн сăра чашлатăр,
Тыт-ха, пирĕн хурăнташ!
Ман кĕрекере янратăр
Çеçпĕлпе пĕрле Такташ.

1953