Харăс пусса пыр, тăванăм…

Турхан Энтри


Харăс пусса пыр, тăванăм,
Пурĕ пĕр çын пек утар.
Тăрăс! тапса пус, юлташăм,
Хамăр ĕçе палăртар. […]

Ĕмĕрĕпех тертре пултăр,
Савнă чăваш тусăмсем.
Хурланине нумай куртăр, –
Иртчĕр усал вăхăтсем.

Малаллине вулас

Ку таранччен пире çирĕç…

Турхан Энтри


Ку таранччен пире çирĕç,
Тÿрĕ ĕлле, крĕслеттер!
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç,
Кас, чик, вакла, тирĕнтер.

Халăх çарри! Шикленмесĕр,
Тавăр тăшман мăшкăлне!
Макăртнăшăн хĕрхенмесĕр
Хуç тăшманун ĕнсине.
1917

Тĕнчери буржуйсемпе улпутсем

Турхан Энтри


Тĕнчери буржуйсемпе улпутсем
Акăш-макăш
Тумланса,
Шурă акăш
Пек пулса,
Арĕ, арăмĕ пĕрлех –
Йăлтăр-ялтăр
Курăнса,
Чăнкăр-чăнкăр!

Малаллине вулас

Юлашки юррăм

Турхан Энтри


Тăван халăхăм! Сехет çитрĕ – вилеп!
Тăван çĕр-шывран ĕмĕре уйрăлап:
Сана юлашки хут савса пехиллеп.
Чăваш ятне çеç, вилес чух, асăнап.

Ача чухнерен, вулама пуçличчен,
Сана ман пекех савакан кам пулас?
Вĕри сăмахпа, юрăпа, виличчен
Чăваш чĕрине кам çĕклес, хăпартас?

Малаллине вулас

Тусăма

Турхан Энтри


Тусăм, сана ачаран юратса,
Саншăн кăна тĕнчере ÿсрĕм эп.
Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,
Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,
Сан пирки çеç юрлакан пултăм эп.
Юррăмсене чи малтан савăнса.
Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

Малаллине вулас

Турхан Энтри: Париж коммунарĕсене

Турхан Энтри


Париж коммунарĕсене

Пĕр çын пекех, пуянсем хĕснипе.
Тăнă карах пур Париж çыннисем.
Çут тĕнчене тĕпĕпех çĕнетме,
Юнлă вăрçа тухса кайнă вĕсем.
Пĕтĕм çĕртен буржуйсем пухăнса,
Шăлĕсене хăйраса йытă пек,
Вĕчĕрхенсе, кăшкăрса, чыхăнса,
Пынă пăлхав хулана çĕмĕрме,
Пĕчĕк ачасен, ватăсен юнĕпе
Пăлхавăра путарса пĕтерме.
«Тытăр пăшал, урама, граждансем!
Çак революци ĕçне хăтарар!Малаллине вулас

Турхан Энтри: Ачам тăпри çинче

Турхан Энтри


Ачам тăпри çинче

[…] Санăн черчен çеç чĕрÿ
Сÿнчĕ ирех, чарăнчĕ.
Çамрăк таса ĕмĕрÿ
Пит сасартăк татăлчĕ.
Ку тĕнчери асапа
Кураймарăн, хăтăлтăн,
Тĕксĕм, ултавçă çынпа
Кĕрмешмерĕн, пăрăнтăн.Малаллине вулас