Питрав типпи тытнă чухне вĕрентсе каламалли

5 проповѣдей во время говѣнія въ Петровскій постъ

1) Ђуна Çăласси Çинђен Вĕрентсе Калани

Ей йуратнă тăвансем, пирĕншĕн пур йапаларан та пахараххи, кирлĕреххи, хаклăраххи мĕн-ши? Пирĕн ђун. Ун çинђен Іисус Христос акă мĕн калат̌: „ђун апатран, ÿт тумтиртен пахарах мар-ши?“ тет. Апла пулсан пирĕн пур йапаларан та ытларах ђуна çăласси çинђен тăрă­шас пулат̌. Анђах епир ђуна çăласси çинђен пĕртте тă­рăшмастпăр; ÿтшĕн анђах тăрăшса пурăнатпăр. Мĕн те пулса лайăхрах апатсем çисе, тумланса çÿреме йуратат­пăр. Епир ђун çимĕçĕпе унăн тумтирĕшĕн пĕртте тăрăш­мастпăр. Епир ÿте кирлĕ йапаласемшĕн мĕн пур вăйпа тăрăшса, кунĕ-çĕрĕ, ырми-канми ĕçлетпĕр; ђуна çăлас тесе пĕртте тăрăшмастпăр, ун çинђен мансах кайатпăр. Пирĕн ђуна Турă панă; çавăнпа вăл Турă патне кайас­шăн тăрăшат̌. Анђах епир ăна хамăр çылăхсемпе Турă патне çывăхарма ђаратпăр. Çапла вара çылăхсемпе тĕт­тĕмленсе пĕтнĕ пирĕн ђунтан Турăпа Унăн ангелĕсем уйăрăлса кайаççĕ.

Акă вăл çакăнтан паллă: пĕрре Василій Блаженный урампа иртсе пынă ђухне пĕр пÿрт кĕтессине пырса ђуп тунă.—„Есĕ мĕншĕн унта ђуп-тăватăн“, тенĕ.—„Çын­сем ку пÿртре усал ĕçсем тăваççĕ, çавăнпа вĕсен анге­лĕсем кунта йĕрсе тăраççĕ, епĕ ангелсене ђуп-тăватăп“, тенĕ.

Малаллине вулас

Çынсене пулăшмалли çинђен вĕрентсе каламалли

Пире хуйхă пулнă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем кала-кала лăплантараççĕ. Хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă пулсан та, лăплантаракан пĕр ырă çын та çук

Тарасій Максимовъ

Тарасій Максимовъ


Раштав 1-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем, епир Турă ырăлăхĕпе пур тĕ­лĕшрен те телейлĕ: пирĕн мĕн кирли пурте пур. Астуса илер-ха, хамăр хушшăмăрти тăлăхсем, сывмарсем тата ыт­ти тĕрлĕ ђирлĕ асапланса пурăнакансем çинђен, вĕсем мĕн ђухлĕ асапланса пурăнаççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ аса­планнине каласа та пĕтерес çук.

Акă епир Турă панă тивлетпе тутă, ĕçес-çийес тĕ­лĕшрен ним те шухăшламастпăр. Хăшĕ-хăшĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ куççÿлли тăкса, хуй­хăрнипе сывмара кайаççĕ.

Малаллине вулас

Авăн Уйăхин 1-Мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани

Тарасій Максимовъ


Авăн 1-мĕшĕ

Ађасене шкулта вĕренес умĕн вĕрентсе калани.

Ађасем, пирĕн малтан вĕренме пуçлиђђен, Турра кĕлтуса, Унтан вĕренме пулăшу ыйтас пулат̌, мĕншĕн тесен епир Турă пулăшмасан, пĕр ырă ĕç тума та пултараймастпăр. Іисус Христос Хăй каланă: „Мансăр пуçне, пĕр ырă ĕç тума та пултараймăр“, тет. Тата Радонежри таса пурăнăçлă Сергій çинђен шухăшласа пăхар-ха. Вăл пит тăрăшса вĕреннĕ, çапах та вĕренме пултарайман. Вăл нађар вĕреннĕшĕн пит хуйхăрнă. Вара ангел ватă çын пек курăнса, уншăн Турра кĕл-тунă. Таса Сергій çавăнтан кайран пит лайăх вĕрене пуçланă. Ађасем, апла пулсан сирĕн те ђунтан-вартан Турра кĕл-тăвас пулат̌. Вара Вăл сире вĕренме пулăшса тăрĕ.

Малаллине вулас

Илія Пророка Асăнмалли

Тарасий Максимовъ


Илія Пророка Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли

Утă 20-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем! Епир пайан Илія пророка асăнса праçник тăватпăр. Илія пророк Израил патшалăхĕнђе Ѳесва йатлă хулара пурăннă. Çав вăхăтра Израил патши Ахав пулнă. Ахав патша ђăн Турă вырăнне Ваал тийекен кĕлеткене пуççапса пурăннă, хăй халăхне те кĕлеткене пуççапма вĕрентнĕ. Çапла пурăннăшăн, пĕрре Илія пророк Ахав патша патне пырса каланă: „есĕ çапла кĕлеткене пуççапса пурăннăшăн, епĕ Турăран çумăр йăлăнса вилиђђен, Турă çĕр çине çумăр та çутармĕ, çывлăм та ÿкермĕ“, тенĕ.

Малаллине вулас

Евангеліе Çыракан Святой Апостол Іоанн Богослов çинђен Вĕрентсе Каламалли

Тарасий Максимовъ


Авăн 26-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем, пайан таса ђиркÿ святой апостол Іоанн Богослова асăнса праçник тăват̌. Іоанн Богослов Іисус Христосăн йуратнă вĕренекенĕ пулнă. Çавăнпа вăл Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђухне, Унăн хĕресĕ патĕнђе хуйхăрса тăнă. Унта тата таса Хĕр Марія та пулнă. Таса Хĕр Маріяна, Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнине курма, тÿссе ирттерме пит хĕн пулнă. Вăл ђунтан-вартан татăлса, хуйхăрса, йĕрсе тăнă. Іисус Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнă ђухне, Хăйĕн Амăшĕ çине пăхса, Іоанна пуçĕпе кăтартса каланă: „акă санăн ывăлу“,тенĕ. Вара Іоанн çине пăхса каланă: „акă санăн Аннÿ“,Малаллине вулас