Кăрлач

Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.Малаллине вулас