Кăшманла

Сюжетлă вăйă

Ку вăййа «çарăкла» та теççĕ.

Çуллахи урамри вăйă. Ушкăнпа вылямалла.

Малтанах шăпа ярса икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕрисем — кăшмансем, теприсем — кăшман пăхакансем.

Вара тĕп вăйă пуçланать: кăшманла выляканĕсенчен чи вăйли тĕпе ларать, ыттисем ун умне — пĕри теприн чĕрçи çине ларса тухаççĕ, пĕрне-пĕри пилĕкрен хытă ыталаса лараççĕ. Унтан юрă пуçланать.Малаллине вулас

Мулкач

Пулмасла халап

Эпир пĕррехинче асаттепе сунара кайрăмăр, пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кÿскепе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.

Малаллине вулас

Куян тус

Сăвăлла юмах

Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.

Малаллине вулас

Мăйăр юмахĕ

Вĕçсĕр юмах

Чăхпала автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ тет те чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ тет. Пырать чăх çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ тет.

— Чăхă, чăх! Ма макăратăн? — тесе ыйтаççĕ унран.Малаллине вулас

Улăпсем

Улăп халапĕ

Ĕлĕк-авал, çĕр çине шыв туличчен малтан, питĕ пысăк çынсем пурăннă теççĕ. Вĕсене Улăпсем тесе чĕннĕ. Пĕрре ярса пуссан вун икĕ çухрăм ярса пусатчĕç тет. Вăрманти юмансене йĕм пĕççине чĕрет тесе армути вырăнне кăкла-кăкла ывăтатчĕç тет. Улăпсем утса çÿресе ывăнсан канма ларнă. Çăпатисене салтса тулнă тăприне силленĕ те — çав вырăнта Улăп тăприсем пулса тăнă.Малаллине вулас