Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос Туррăмăра ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăватпăр.

Еврейсен законĕ тăрăх ађа çуратакан хĕр-арăм хĕрĕх кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав хĕрĕх кун хушшине „тасалмалли вăхăт“, тенĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве пыма йураман, таса йапаласене перĕнме те хушман. Хĕрĕх кун иртсен, вĕсем ђиркĕве пынă. Унта тасалмалли парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăмсем парне валли пĕр çулхи путек илсе пынă, ђухăннисем икĕ улатăпа, йе икĕ çамрăк кăвакарђăн илсе пынă. (Пирвайхи ађа пулсан, амăшне тасатакан йĕрке тусан, ађине Турра панă йĕркене тунă) Çав закон тăрăх пайанхи кун Іосифпа Марія Іисус ађана ђиркĕве илсе пынă. Хăйсем ђухăн пирки хаклă парне илсе пырайман, икĕ улатăпа анђах илсе пынă.Малаллине вулас

Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи праçнике Турра хирĕç тухса илнĕ праçник теççĕ. Çавăнпа евангеліе те ун çинђенех вуларăмăр.

Моисей законĕ тăрăх, Ветхій Завѣтра, ађа çуратнă хĕр-арăм ывăл пулсан, хĕрĕх кунђђен, хĕр ађа пулсан, сакăр-вун кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве те çÿреме йураман, нийепле таса йапалана та перĕнме йураман. Хĕрĕх кун иртсен, вăл ђиркĕве пырса тасатакан парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăм парнене пĕр-çулхи путек, тата икĕ çамрăк кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа илсе пынă. Ђухăнтарах хĕр-арăм йе икĕ кăвакарђăн, йе икĕ улатăпа анђах илсе пынă. (Лев. 12, 1—8). Малаллине вулас