Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
Парăнман ялсемпе хуласене тăшман вăйпа илеймен чухне чеелĕхпе те пулин çавăрса илме е аркатса тăкма тăрăшнă. Чăваш халăх сăмахлăхĕнче тутар-монголсем Пÿлер хулине, вырăс çарĕ Хусан хулине çунакан çĕмренсем персе, вут çыхнă кайăксем ярса çунтарни çинчен калакан халапсем пур.
Иван Юркин — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă çыравçă, фольклорист тата этнограф. Чăваш литературин малтанхи прозаиксенчен пĕри. Халăхри юрăсене, юмахсемпе шÿчĕсене пухса 5 кĕнеке кăларнă… Тĕплĕнрех→
Aваллăх йĕрĕпе
(Иван Юркин çырнинчен)
Теччĕ районĕнче, Аслă Таркăн ялĕ умĕнче, ĕлĕкхи кивĕ масар (çăва) çинче авалхи çыруллă чул ларать. Çав чул çинчи çырăва куçарса илме шухăшласа эпĕ Чăваш Таяпи ялĕнчен унта çуран тухса утрăм. Мăкшă Таяпи ялне çитрĕм. Ку ял витĕр тухрăм. Вăл ял умĕнчен юхса выртакан Питенкĕ шывĕ урлă та каçса кайрăм. Таркăн шывĕ тăрăх çÿлелле утса Кĕçĕн Таркăн ялне çитрĕм. Унти çынсенчен чăваш масарĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл ялтан тухсан тата малалла çуран çÿрекен çулпа, сукмакпа, тÿрех Аслă Таркăна утрăм. Çул çинче пĕтес çук типĕ çырмасем урлă каçа-каçа кайрăм.
Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →
Эп — чăваш ачи, саватăп Хамăрăн Чăваш çĕрне. Вăл — кипке те ман, сăпка та, Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас