
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Мĕншĕн пирĕн маларах
Ăслă çынсам пулман-ши?
Мĕншĕн халь те майлăрах
Ăссем пĕртте тухмаç-ши?
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Мĕншĕн пирĕн маларах
Ăслă çынсам пулман-ши?
Мĕншĕн халь те майлăрах
Ăссем пĕртте тухмаç-ши?
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Каçхи пĕлĕт тап-таса,
Кирек ăçта çăлтăрсем.
Уйăх тухать çутăлса,
Шăп çеç тăраç йывăçсем.
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Пуçра шухăш нумай та
Пуçра шухăш нумай та –
Алă-ура çаврăнмасть;
Çырас шухăш чылай та –
Юрăллă стих тухаймасть.
Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→
Пуян: «Хамран пиçмесен,
Маншăн укçа тăвать», – тет.
Çукки: «Чипер май килсен,
Эпĕ çеле тухăп», – тет.
Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→
Эпĕ пин те сакăрçĕр тăхăрвунтăваттăмĕш çулта, нарăс уйăхĕн вун иккĕмĕш числинче çуралнă. Манăн атте Прокопий ятлă; хамăр ялта, халăх хушшинче Милли Праки теççĕ. Анне манăн Екатерина ятлă; унпа тантăшла хĕрарăмсем ăна Кĕтерне теççĕ. Майăн атте тăлăха юлса ÿснĕ, анне те çавăн пекех тăлăх пулнă.
Малаллине вуласФедор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→
Пит хитре хĕр,
Шет ырă хĕр —
Куç-пуç çуталать.
Çÿхе тути йăл кулать,
Яштак пилĕк авăнать.
Чăмăр кăкри хумханать…
Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→
Кутсăр-пуçсăр çил-тăман,
Çавра çил пек çаврăнса,
Тĕнче тăрăх кустарать.
Арçури пек ахăрса,
Пин шăпăрпа шăлнă пек,
Шурă юра вĕçтерсе
Çил улать те шăхăрать.
Çĕрпе уйăх хушшинче,
Вĕри çĕлен пек ярăнса,