Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Священник Петр Егоровъ


Юпа 1-мĕшĕ

Турă Амăшĕ хăй вилес умĕн çынсене каласа хăвар­нă: „Епĕ сире нихăçан та пăрахмăп“, тенĕ. Ђăнах та Турă Амăшĕ Христоса ĕненекен çынсене нихă­çан та пăрахмаст̌, Вăл пĕр май вĕсене пулăшса тăрат̌. Турă Амăшĕ халĕ те Христоса ĕненекен çынсене пĕр май пулăшса тăрат̌; Турă Амăшĕ темĕн ђухлĕ çынсене ырă кăтартнă, мĕн ђухлĕ ырă кăтартнине шутласа та кăларас çук.

Пĕрре Константинопольри çынсене пит пысăк хуйхă килнĕ: вĕсене йут тăшмансем пĕтере пуçланă, хăйсем те пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнайман, вăрçса тавлашса ан­ђах пурăннă; тата выçлăх пулнă, вырăнĕ вырăнĕпе мур та пулнă. Çынсем пур те хăраса ÿкнĕ: пайан мурпа вилĕпĕр-и, ыран йут тăшмансем килсе пĕтерсе кайĕç-и? тесе анђах шухăшласа, хăраса пурăннă. Пĕрре çынсем (пай­анхи кун) ђиркÿре кĕлĕре тăнă. Çынсем хушшинђе Святой Андрейпе унăн вĕренекенĕ Епифаній пулнă. Сасартăк ђиркÿре çÿлте Турă Амăшĕ курăннă, ун тавăра ангелсем тăнă; Турă Амăшĕ халăха тутăр пеккипе витсе тăнă. Андрей çавна курсан хай куçĕсене шанмасăр Епифаніяна каланă: „авă тĕнђе хутне Кĕрекен тăрат̌, куратăн-и есĕ?” тенĕ. Лешĕ каланă: „куратăп та, ђун темшĕн хăрат̌”, тенĕ. Çавăнтан кайранах вара Турă Амăшĕ пулăшнипе Константинопольри çынсем хăйсен тăшманĕсене хуса йанă, мур та ђарăннă, вара самана тÿрленсе кайнă. Çавна асăн­са халĕ çуллен октябрĕн 1 кунĕнђе праçник тăваççĕ.

Малаллине вулас

Николай Патшана Корона Тăхăнтарни

Священникъ Петр Егоровъ


Май 14-мĕшĕ

Император Николай Патшана Корона Тăхăнтарнине Аса Илсе Вĕрентсе Калани

II-мĕш Николай император.

1896 çулта майăн 14 кунĕнђе пĕтĕм Россія çыннисем аслă праçник тунă. Мускав хули хĕпĕртесе савăннă, Мускав хули анђах мар, пĕтĕм Россія савăннă. Мускав хулинђе урамсенђе çапса хунă пек халăх вĕшкенĕ; пурте Кремле кайасшăн, пур те Патша корона тăхăннине курасшăн çун­нă. Çав тĕрлĕ ђаплă пысăк ĕçе курма Мускава таçти таçти инçетри çынсем пынă: улпутсем те, аслă çынсем те, хура халăхран та старшинасем пынă; пур те вĕсем Пат­ша корона тăхăннине курма пухăннă; патшапа пĕрле Тур­ра кĕл-тума пынă. Пур çынсенĕн те ђунĕсем савăнса хĕ­пĕртесе тăнă, пур те ђиркÿре, Успенскій соборта, мĕн-мĕн тунине куç илмесĕр шăтарас пек пăхса тăнă. Пур те таса аван тумтир тăхăннă; улпутсем çинђе, священник­сем çинђе ылттăн та кĕмĕл анђах йăлтăртатса тăнă. Мал­та, ђиркÿ варринђе, çÿлĕ вырăн çинђе Патшапа арăмĕ тăнă; вĕсен тумтирĕ çине пăхсан, куç шарса кай­малла пулнă.

Малаллине вулас

Аслă Ерне Кун Плащаница Умĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ


Пайанхи кун пит тĕлĕнмелле, пит хăрушă ĕç пулнă; пайанхи кун пире çăлакан Христос Турра хĕрес çумне пăталаса вĕлернĕ. Çавна кура пайанхи кун пĕтĕм çĕр ђĕтĕресе, хăраса, кисренсе кайнă; виçĕ сехет хушши пĕтĕм тĕнђипе пăђ-тĕттĕм пулса тăнă, ђиркÿри ђаршав çурмаран çурăлса кайнă. Христос хĕрес çинђе, пăтасем çинђе çакăнса тăнине курсан, ђулсем катăлса çурăлса кайнă.

Малаллине вулас

Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Петр Егоровъ


Раштав 6-мĕшĕ

Сăваплă Николайа хисеплесе пайанхи кун епир ђир­кĕве Турра кĕл-тума килтĕмĕр: пирĕншĕн, çылăхлă çын­семшĕн, Турă умĕнђе хута кĕр, тесе сăваплă Николайа тархаслама çакăнта пухăнтăмăр. Сăваплă Николай хăйне хисеплекен çынсене пит пулăшат̌, Турă умĕнђе вĕсенĕн хутне кĕрсе, весене тĕрлĕ ырăлăх кăтартат̌, тĕрлĕ усалтан хăтарса усрат̌. Тĕнђери çынсем сăваплă Николай урлă Турăран мĕн ђухлĕ ырăлăх илнине каласа та пĕтерес çук. Çавăнпа пĕтĕм тĕнђери халăх сăваплă Николайа хисеплесе пурăнат̌.

Малаллине вулас

Св. Михаил Архангела тата Ытти Ангелсене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Священник Петр Егоровъ


Чÿк 8-мĕшĕ

Пайанхи кун Михаил архангелпа ытти ангелсене асăнса праçник тăваççĕ. Пайанхи праçник сирĕн ђунăра усă кÿтĕр тесе, епĕ сире ангелсем çинђен каласа парас тетĕп.

Ангелсене Турă ђăн малтан пултарнă. Ангелсем вĕ­сем ÿтсĕр, сывлăшсем. Çавăнпа пире, ÿтлĕ çынсене, курăнмаççĕ. Ангелсем сăваплă çынсене ђас ђасах курăннă, халĕ те хăш ђухне сăваплă çынсене курăнаççĕ. Çынсене ку­рăннă ђухне вĕсем çын пек пулса курăнаççĕ. Турăш çине те ангелсене çын пек тăваççĕ. Ангелсем вĕсем ни çимеççĕ, ни ĕçмеççĕ; вĕсем ватăлмаççĕ: пĕр май çамрăк тăраççĕ. Ангелсем пит нумай, вĕсем темиçе пин хут пин (Дан. 7, 40). Ангелсем пур те пĕр тан мар, вĕсен хушшинђе асли­сем те пур, кĕçĕннисем те пур. Ђăн асли вĕсен Михаил архангел.

Малаллине вулас

Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнмалли

Священник Петр Егоровъ


Çурла 29-мĕшĕ

Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли

Іоанн Ирода: сана тăвану арăмне ху патăнта усрама йурамаст̌, тенĕ (Мѳ. 14, 4).

Еврейсен çĕрĕнђе ĕлĕк Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне пĕр Ирод йатлă патша пурăннă, вăл пит усал, аскăн çын пулнă, вăй хăй пиђђĕшĕ Филиппăн арăмĕпе, Иродіадапа, пурăннă, çавăншăн ăна Христоса шыва кÿртекен, Іоанн пророк, ђас ђасах йатланă. Ирод çапах хăйĕн усал пурăнăçне пăрахман. Çапла усал пурăнсах вилнĕ, хăй ђунне пĕтернĕ.

Малаллине вулас

Алăпа Çырса Туман Христосăн Сăнне Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Петр Егоровъ


Çурла 16-мĕшĕ

Пайанхи кун алăпа çырса туман Христосăн сăнне асăнса праçник тăваççĕ. Çав алăпа çырса туман Христосăн сăнĕ-иконĕ, ăçтан пулса кайнă, епĕ сире çавăн çинђен каласа кăтартам. Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне тĕрлĕ хăватлă ĕçсем тунă: Христос вилнĕ çынсене вилĕмрен ђĕртсе тăратнă, ђирлĕ çынсене тÿрлетнĕ, Вăл тÿрлетеймен ђир пулман. Çавăнпа Христос çинђен ђап сарăлнăçĕм сарăлнă, Ун çинђен таçти таçти инçетри çынсем пĕлнĕ. Ун ђухне пур те пĕр Іисус Христос çинђен анђах калаçнă, çапла çапла Іудея çĕрĕнђе хăватлă ĕçсем тăвакан Христос пур, тесе калаçса çÿренĕ Çапла Христос çинђен ырă ђап Едес йатлă хулана та çитнĕ. Çав Едес хулинђе Авгарь йатлă патша пулнă. Авгарь патша пĕр йывăр ђирпе выртнă, ăна никам та тÿрлетеймен. Христос çинђен илтсессĕн, Христос йепле ђирлĕ çынсене те тÿрлетет тенине илтсен, Авгарь патша Христос патне хăй кайасшăн пулнă, анђах йывăр ђирлĕ выртнипе кайайман. Малаллине вулас