Аркадий Ĕçхĕл: Ĕççинче

Аркадий Ĕçхĕл — писатель, куçаруçă, сатирӑпа юмор ӑсти. Тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Депутата суйланнӑ. Хайлавĕсенче Чӑваш Ен ялти тата хула интеллигенцийĕ йӗркеленнине сӑнланӑ. Унӑн сӑввисемпе сахал мар юрӑ тухнӑ. … Тĕплĕнрех→


Ĕççинче

Ваня Тарасова кĕлте урапине тиесе пама хăйсен бригадирĕ Варвари кинеми пулăшрĕ. Яланах халаплама юратакан Ваня паян мĕн иртенпех сайра хутра кăна сăмах хунтăласа илет. Ку бригадира кăшт тĕлĕнтерчĕ.

— Мĕн пулнă сана, Ванюк? Эс ытти чух кун пек чĕмсĕр марччĕ-çке? — ыйтрĕ вăл.

— Нимех те пулман, шăл ыратать, — терĕ Ванюк хурлăхлă сасăпа. Вăл хăйĕн сасси çавăн пек мĕскĕннĕн тухнăшăн хăйне çавăнтах вăрçса та илчĕ. «Капла мана ачаш теме пултараççĕ», — шухăшларĕ вăл. Анчах Варвари çав пĕчĕк паттăр сăмаха урăх çĕрелле пăрса яма хăтланнине çийĕнчех сиссе илчĕ те Ванюкăн кăмăлне пăсас мар тесе урăх чĕнмерĕ. «Шăл ыратать… Сан пек пĕчĕк ачан мĕн шăлĕ ыраттăр-ха? Темле хуйхă пулнă-тăр… Халь ĕнтĕ кашнин хăйĕн хуйхи пур…» — калаçса илчĕ Варвари кинеми хăйĕнпе хăй.

Малаллине вулас

Хăйма вăрри

П. Можаров


Таиçĕн канфет çиесси килчĕ. Вăл çÿлĕк еннелле кармашрĕ. Мĕнле çитмелле-ши канфет савăчĕ патне? Хĕр ача çÿлĕк айĕнчи сĕтел çине те тăрса пăхрĕ, анчах савăт патне çитеймерĕ. Вара вăл сĕтел çине пукан хăпартса лартрĕ. Халь алă çитет ĕнтĕ. Анчах… канфет илнĕ чухне хăйма банкине ÿкерчĕ ватрĕ.Малаллине вулас

Курак

Георгий Орлов


Кайăксен ячĕпе календарь тăвас пулсан марта эпĕ курак уйăхĕ тейĕттĕм. Ним иккĕленмесĕр. Пирĕн таврана, Чăваш Ене, вăл шăп та лăп пуш уйăхĕн варринче таврăнать-çке. Кăнтăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксенчен пуринчен малтан çитет, çуркунне хыпарçи лек. Килет те хăйĕн мăнă сассипе пĕтĕм яла вăратать.

Вăл вăхăтра хĕл йăтма тытăнни курăнсах каймасть-ха: урамри çул та хура мар, хĕвел питтинчи тÿпем-сĕвек те тарласа пăсланмасть. Ирпе-каçпа тата самаях сивĕ.Малаллине вулас