Кэлин Груя: Пакăлти

Călin Gruia [rf]


Пакăлти

Ку ача ыттисем пекех. Вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Анчах вăл питĕ нумай калаçма юратать: кирлĕ чухне те, кирлĕ мар чухне те.

— Ÿснĕ май пакăлтатма чарăнĕ-ха, — тетчĕç ун пирки.

Анчах çак йăла унăн хăйпе пĕрлех ÿссе пычĕ. Иртен пуçласа каçченех калаçать. Хăй пакăлтатнипе никама та сиен тумасть темелле ĕнтĕ. Кахал ача та мар вăл, кирек мĕнле ĕçе тума та ухута. Анчах ĕçе тытăннă чухне вара картишĕнче кама тĕл пулать, çавсемпе пуринпе те калаçать: автанпа та, йытă çурипе те, сысна çурипе те. Тата… хăйпе хăй те калаçать! Ун пек чухне вара сухан йăранĕ çумланмасăрах юлать, лаххан шывсăрах ларать, чăх-чĕп выçах çÿрет.Малаллине вулас