Пайтул: Тăшман пуçĕ кучан пек

Пирĕн вăрман — сĕм вăрман,
Лашмансем хуçаланман.
Вăрман тулли — ват юман,
Эпир пуçсене усман.

Тăшман килсен хĕç тытнă,
Çичĕ юта юсанă.
Кайран хыçалтан тапнă,
Тамăкалла ăсатнă.

Пирĕн улăх сарлака,
Ан кай, тусăм аякка.
Улăх тулли курăкĕ —
Чăваш çĕрĕн ырлăхĕ.

Вăрăм ешĕл курăкне
Çавасемпе çултăмăр.
Тăшман пуçĕ кучан пек,
Кучансене касрăмăр.

Ăнлантаркăч
1916
çулта Кирук юрăçă Чĕмпер кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Палтай Упи (Палтиел) ялĕнче Каляк Минккинчен çырса илнĕ. Пĕрремĕш хут 1991 çулта “Вучах” хаçатăн 27-мĕш номерĕнче пичетленнĕ.
Кирук юрăçă çырса илнĕ “Пайтул паттăр” калавра Пайтул çак юрра “Çтаппан Раçĕнпа пĕрле тăшмансене çĕнтернĕ хыççăн юрланă”, — тенĕ.

 

Пайтул: Тăшман айне пулмастпăр



Восставший Эркель Пайдул (Pălhannă Erkkel Pajtul) ][ Владимир Агеев / Vladimir Agejev
(
1990-1998, Căvash Patshalăh Musejĕ)


Тăшман пире хăратмасть,
Унран эпир тармастпăр.
Çутă хĕçе çĕклетпĕр,
Тăшман айне пулмастпăр.

Тăвăл пире тивеймест,
Сĕм вăрманта ларнă чух.
Тăшман пире çĕнеймест
Эпир туслă пулнă чух.

Пайтул: Пурччĕ манăн икĕ çунат

Пурччĕ манăи икĕ çунат,
Икĕ улăпла çунат:
Пĕр çуначĕ — Чăваш çĕрĕ,
Тепĕр çунат — Чăваш хĕрĕ —
Савнă тусăм Минисса.
Вĕçрĕм çилтăвăл касса…
Касса татрĕç çуната,
Чĕрем панчи çуната.
Çилхăван пек утăм пур,
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Çутă хĕçĕм ялтăратăр,
Тăшман пуçĕ çук пултăр.

Ăнлантаркăч
Ку юрра 1916 çулта Кирук юрăçă Палтай Упи ялĕнчи Каляк Минккинчен çырса илнĕ.
Минисса — Пайтулăн арăмĕ е савнă хĕрĕ пулма пултаратъ.

Пайтул: Пире никам çĕнес çук

Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун;
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.

Пире часах тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне,
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.

Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.

Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.

Ăнлантаркăч
Пайтулăн пуринчен те ытларах сарăлнă юрри.
Ку варианта 1916 çулта Кирук юрăçă (Арансайпик Ваçанкки Кирукĕ) ашшĕпе пĕртăван Каляк Минккинчен Палтай Упи ялĕнче çырса илнĕ.
Палтай Упи хальхи Чăвашстанри Шăмăршă районне кĕрекен ял. Вăл Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче сарăлса ларать. Халĕ ăна Палтиель теççĕ, вырăсла — Трех-Балтаево. Ку яла XVII ĕмĕр вĕçĕнче Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ывăлĕ Палтай хăй çыннисемпе куçса ларса пуçласа янă. Вĕсем унта хальхи Патăрьел районĕ çĕрĕ çинчен, Юхмапа Упăрша юханшывĕсен хушшине вырнаçнă Юхма-Упи ялĕнчен куçса пынă. Юхма-Упи колхозсем тунă вăхăтра пĕтнĕ. Пĕр пайĕ Патăрьел районĕнче Тăрăн ялĕ çумне “Красный пахарь” колхоз туса ларнă. Тепĕр пайĕ çак районти Тикешĕн мальенне куçса ларнă. Тата тепĕр пайĕ, Хырла шывĕ урлă каçса, Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Янтукан ялĕ çумне Максим Горький колхозĕ туса ларнă. Ăна халăхра Упи-Янтукан поселкки тесе каланă.
Кирук юрăçă, граждан вăрçине хăй ирĕкĕпе кайнă та хĕрлĕ салтак пулса 1920 çулта Вильнюс хулинче шурă поляксемпе кĕрешсе пуçне хунă. Унăн хучĕсене Патăрьел районĕнчи Сăкăтри Марине аппăшĕ (Ильина Марина Васильева) упраса хăварнă.
Пĕрремĕш хут “Вучах” хаçатра (№27) 1991 çулта, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ. Иккĕмĕш хут “Авалхи чăваш поэчĕсем” кĕнекере, 1993 çулта пичетленнĕ.

Пайтул: Халал

Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,
Тăлăп тăхăн, хăна.
Сивĕнмест-ха çын чунĕ
Хĕл сиввишĕн кăна.

Чăвашпа чăваш пултăр
Çывăх тус та юлташ.
Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,
Усалпа ан аташ.

Çак сăмах — ман йыхравăм,
Çак сăмах — ман халал.
Çак сăмах — ман ялавăм,
Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.

 

Пайтул: Эпир чăваш йăхĕнчен

Хура курак ялан хура, —
Шуратса пĕтерес çук.
Тăшман тени ялан кăра, —
Хăраса тарассăм çук.

Хăраса пурăнар мар, —
Эпир хамăр çĕр çинче…
Пуç усса пурăнар мар, —
Эпир чăваш йăхĕнчен.

Урхамаха йĕнерлер те
Тăшмана хирĕç каяр.
Çут хĕçе çӳле çĕклер те
Тăшмана йăлт тĕп тăвар.

Ăнлантаркăч

1937 çулта Ишек ялĕнче 90 çулхи Пархиле Федоров старикрен П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.

Пайтул: Эй, çилсем, кăра çилсем

1916 çулта Палтай Упи ялĕнче Каляк Минккиичен çырса илнĕ “Пайтул паттăр” калавра пур:

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Ăçта кăна пулмастăр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

Хумсем хыççăн чупатăр,
Кимĕсене лăскатăр,
Сирĕнпе эп вĕçĕттĕм,
Тӳпене çĕкленĕттĕм.

Атăл çинче, Сăр çинче
Хырлапа Çавал çинче,
Чарлан евĕр кумăттăм,
Ирĕкре çеç пурнăттăм.

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна илетĕр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

 Ку юрра Пайтул хăйне тискер тăшмансем çĕр айне касамата сăнчăрласа хупса лартсан юрланă. Ăна ун чухне темиçе юлташĕ виçĕ кĕрепенкке ылттăнла сутнă пулнă.