Такăнса ÿкрĕм ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Такăнса ӳкрĕм.
Мĕн пулчĕ-ши?
Ӳкекен марччĕ.
Ывăнтăм-ши?
Мĕншĕн? Мĕншĕн
Вăй пĕтрĕ-ши?

Ĕмĕтленеттĕм
Эпĕ çитме
Сирĕлекен
Тĕнче вĕçне.
Мĕн-ши? Мĕн-ши
Сăрт хыçĕнче?

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Асăрхаймарăм
Пĕлес килнĕрен
Тăвалла çеç
Утма тивнине.
Кам-ши? Кам-ши
Хистет çитме?

Пĕлĕтпе çĕр
Пĕрлешнĕ ен
Каять аякка
Çывхарнăçемĕн.
Темшĕн? Темшĕн
Канас килмест.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Такăнса укрĕм.
Тăрайăп-ши?
Каç пуличчен
Чăтайăп-ши?
Манăн, манăн
Кĕрен тĕнче.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Икĕ хĕвел ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Йышăнсам манран парне —
Сар чечексен çыххине.
Вăл пĕлтерĕ — çак килте
Ик хĕвел çутатнине.

Сарпике, чечексем.
Чечексем, сарпике.

Пĕри пулĕ кун валли,
Тепри пулĕ каç валли.
Çутă тăрĕ пӳлĕмре,
Кулă çунĕ сăн-питре.

Саннинче, маннинче.
Маннинче, саннинче.

Йышăнсан манран парне,
Манăн чунăм хĕлхемне,
Эпĕ пĕлĕп малашне,
Ăçта тĕттĕм çуккине.

Сан пирки, ман пирки.
Ман пирки, сан пирки.

Ялан вĕçĕп лĕпĕш пек
Çăлăнмашкăн сĕмлĕхрен
Чурече çути çине,
Юрлама ун айĕнче.

Илемпе киленсе, Хĕвелпи шевлинче.
Хĕвелпи шевлинче, илемпе киленсе.

Çавра уйăх çинчи пике ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Çавра уйăх çинчи пике
Йăтса тăрать ик витре.
Ĕмĕр-ĕмĕр хул пуççине
Касса тăрать кĕвенте.

Çĕр çинчи ялти пике те
Унран уйрăлса тăмасть:
Икĕ витре хушшинче ун
Пĕвĕ час-час авăнать.

Хĕрарăм — çĕр тĕвви,
Пӳрт ăшши, кил хуçи.

Çавра уйăх çинчи пике
Пĕр пĕччен тăрать ялан.
Тĕл пулайĕ-ши вăл кĕтнине
Инçетри сарă кун тĕнчине?

Пурнăçра та хăш чух юмахри пек
Илĕртет сив илем инçетри:
Савнă çын юнашар пулин те
Çав-çавах тус — пĕчченлĕх чури.

Хĕрарăм — чун уççи,
Тĕпсĕр çăл, кун çути.

Çавра уйăх çинчи пике —
Çĕр çинчен илнĕ тĕп сăнар.
Тен çынсем асăрхаччăр тесе,
Туса панă пăхма аякран?

Тем куçа курăнни — сĕнни çеç
Икĕ тулли витре телей?
Яланах санпала киленесчĕ
Çавра уйăх çинчи пике.

Хĕрарăм – пирĕшти,
Илемпи, чун савни.